|
Категорире миçе материал: 71 Миçе материал кăтартнă: 1-5 | Страницăсем: 1 2 3 ... 14 15 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Трак ен, Трак ен!
Эсĕ ман çуралнă ен.
Ешеретĕн эс куллен,
Юратап сана, Трак ен.
Яштака хурăнусем
Тата симĕс чăрăшсем,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр уйусем –
Савăнтарччăрах
вĕсем.
Шетмĕ шывĕ, вăрмансем…
Поэтсем те юрăçсем…
Çакă манăн тăван ен,
Юратап сана, Трак ен!
|
Шетмĕ шывĕ хĕрринче
Трак ен сарăлса выртать.
Çÿлтен пăхсан ун çине
Хитре сад пек курăнать.
Ырă çынран вăл пуян –
Нумай ăста пурăнать.
Ташă-юрăпа ялан
Савăнтарса çеç тăрать.
|
Чăваш çĕршывĕнчи Трак ен –
Ман юратнă ен.
Эп çуралнă çакăнта,
Çитĕнеп кунта.
Ир-ирех тухса чупап
Салари шкула.
Трак ен, сана саламлап
Чаплă уявпа.
Ÿссен, пысăк çын пулсан
Тăрăшăп кунта.
Трак ен, сана юратса
Мухтăп кăмăлтан.
|
Эп çуралнă Трак
енче,
Янкас ялĕнче.
Пит илемлĕ
тăрăхра.
Пурăнатпăр
савăнса.
Мĕнех пур-ши вăл
пахи
Тăван
кил-çуртран?
Ăçта пур-ши
лайăххи
Тăван районран?
Чуна çывăх
урамсем,
Шкул,
тус-юлташсем,
Парк, илемлĕ
чечексем,
Кăмăллă çынсем…
Ку вăл ман тăван
кĕтес,
Çук унран хакли.
|
Акă ман юратнă шкул,
Курăнать вăл инçетрен.
Ешереççĕ ун тавра
Чечексем те йвывăçсем.
Кашни кун кĕтет пире,
Йыхăрать шăнкăравпа.
Эпир вара хаваспах
Кĕрсе ларатпăр класа.
Анчах вăхăт час иртет,
Пĕтеретпĕр вĕренсе.
Чунăма вĕт питĕ йывăр
Сывпуллашма унпала.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|