Юнкун, 01.05.2024, 00:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 110
Миçе материал кăтартнă: 41-50
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 7 ... 10 11 »

Чăвашсен хальхи вăхăтри паллă çыравçи — Раççей Писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Николай Петрович Ишентей — 2012 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă "Планетăпа чĕре” ятлă сăвăсен кĕнекишĕн. 
Вăл 1953 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Тури Шурçырма ялĕнче (халĕ Çĕрпÿ районĕ) çуралнă. Унтах пурăнать. Красноармейски вăтам шкулĕ хыççăн икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Ял хуçалăхĕнче, вĕрентес ĕçре, журналистикăра вăй хунă. Халĕ — "Капкăн” журнал редакторĕ. Нумай кĕнеке авторĕ. 
Преми илме ăна районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ тăратнă. 
2012 çул | Миçе çын пăхнă: 439 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.03.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

ЮхăмК.И.Васильева - педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вăл 1943 çулта Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче çуралнă. 1967 çулта Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнă — режиссер профессине алла илнĕ. Ăна Красноармейскинчи культура çуртне ĕçлеме янă. Çакăнта вăл 16 çул тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Красноармейскинчи вăтам шкулта чылай çул ачасене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах К.И.Васильева сăвăç та. Ку таранччен "Чее хĕвел”, "Тавах сана, ман ирĕк шухăш”, "Шан, ĕнен, юрат” ятлă сăвăсен пуххисем тухнă. Унсăр пуçне вăл "Юхăм” ятлă драма кружокне ертсе пырать.
Лауреат ятне пама К.И.Васильевана райадминистрацин культура, спорт тата çамрăксен политикин пайĕ тăратнă.
2011 çул | Миçе çын пăхнă: 380 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 08.11.2012 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

Матвеев И.П.И.П.Матвеев 1949 çулта Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Упири вăтам шкул хыççăн вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Каярахпа ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университечĕн географи уйрăмĕнчен пĕлÿ илсе тухать. 1976 çултанпа Упири вăтам шкулта ачасене ÿнер, черчени тата ĕç енĕпе вĕрентет. Мĕн ачаран хăй сăн ÿкерчĕксем тума юратнăран, çак ăсталăха çур ĕмĕре яхăн туптаса пынă. Унăн ĕçĕсем районти тата республикăри куравсенче малти вырăнсене йышăннă.
Лауреат ятне пама И.П.Матвеева районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕпе Упири вăтам шкул коллективĕсем сĕннĕ.
2011 çул | Миçе çын пăхнă: 355 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 08.11.2012 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Хальлĕхе Лауреат çинчен çырни çук
2010 çул | Миçе çын пăхнă: 368 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 08.11.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

ВЛАДИМИРОВ Клементий Владимирович (р. 14.3.1940, д. Нимичкасы Красноарм. р-на) – живописец, график, художник-педагог, член Союза художников СССР (1977). Окончил художественно-графич. факультет Чуваш. государствен. педагогич. института (1970). Учитель Албахтин. 8-лет. школы Красноарм. р-на (1970–72), преподаватель кафедры изоискусств Чуваш. государствен. педагогич. института (1973–75), ответствен. секретарь правления Союза художников Чуваш. АССР (1980–81), преподаватель Чебоксар. ДХШ №2 (1979–85), ДХШ №5 (1985–2004). Основ. произведения: «В деревне», «Утро» (1977), «Семья из деревни Аслă Ял», «Женщины из Мунъял», «Портрет поэтессы Р. Сарби» (1979), «Источник» (1980), «Яблоневый сад» (1982), «Красная Клавдия» (1983), «Материнское счастье» (1984), «Проводы на войну» (1985), «Чувашская мать» (1987), «Вечер в Троицу близ Алманчино» (1994), «Кормилица» (2000), «Свадьба в Алманчино» (2003), «Я родился. Была война» (2004) и др. – живопись; графич. серии «Кентавр» (2002) и «Древо жизни» (2004), галерея графич. портретов генерал. директоров Чебоксар. агрегат. завода (2004) и др. Участник выставок с 1972: республикан., зонал., всеросс. и всесоюзных. Персонал. выставки: Чебоксары – 1974, 2000, 2001; с. Комсомольское – 2003.
Заслуженный художник Чуваш. АССР (1985), народный художник Чуваш. Респ. (2003).
2010 çул | Миçе çын пăхнă: 408 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 08.11.2012 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Степанов Юрий Петрович (хушма ячĕ - Листопад) — пултаруллă журналист. Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче 1955 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра шкул пурнăçĕ çинчен «Ял пурнăçĕ» хаçатра малтанхи корреспонденцийĕсем пичетленнĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн çара кайнă. Салтак тивĕçне пурнăçланă май çар округĕн хаçачĕпе çыхăну тытнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, «Коммунизм ялавĕ» тата ытти хаçатсенче ĕçленĕ. Шупашкар район администрацийĕн "Тăван ен" хаçат редакторĕнче тимленĕ. Халĕ «Хыпар» хаçатри политикăпа право пайне ертсе пырать.
2009 çул | Миçе çын пăхнă: 442 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Салари культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен халăх хорĕн солисчĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 2009 çулта ĕç ветеранĕсен халăх хорĕн пултарулăхне хутшăнса юрăç ăсталăхĕпе палăрнăшăн тивĕçнĕ (2009). 
2009 çул | Миçе çын пăхнă: 338 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 30.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullРФ журналистсен Союзĕн членĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 2008 çулта тăван районăн социаллă-экономикăлла пурнăçĕ çинчен çырнă публицистикăлла матералсемшĕн тивĕçнĕ (2008). 
Тăван тăрăхран пахи те çывăхраххи урăх çук. Виктор Михайлович Данилов журналистшăн та Еншик Чуллă тăрăхĕнчи Аслă Чуллăран хаклăраххи, пархатарлăраххи урăх çук. Кунти кашни вырăн, кĕтес, урамĕпе çырми-çатри, улăх-çаранĕ унăн чĕри варĕнче вырнаçнă. Унпа вĕсем хăйсен ентешĕ ку тăрăха çаврăнса çитсен, чуна уçса ăшшăн та тарават сăмахлаççĕ кашниех.
Виктор Данилов Аслă Чуллăра 1957 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем, пилĕк-çурăма авса тăван хуçалăхăн тĕрекне çирĕплетес шухăш-кăмăлпа ĕçлесе пурăннă çынсем пулнипе паллă. 
Ашшĕ — Михаил Данилович, шел пулин те, 1994 çулта çĕре кĕнĕ. Амăшĕ — Лидия Васильевна — 1934 çулта çуралнă. Халь кил-çуртра пĕр-пĕчченех кăштăртатса пурăнать. Тăватă ача: виçĕ ывăл та пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ Даниловсем. Чи асли — Виктор. Ун хыççăнхи — Юра. Тăван ялта кил-çурт çавăрнă. Леня — Шупашкарта электрик пулса ĕçлет, Ольга Çĕнĕ Шупашкарта строительте вăй хурать. 

2008 çул | Миçе çын пăхнă: 607 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

«Доррис» УАО фирмăн нумай тиражлă «Механизатор» хаçат редакторĕ. РФ журналистсен Союзĕн членĕ. Марк Аттай поэт, Виталий Петров юрăç, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ентешсен пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă, 2008 çулта кун çути кăтартнă «Три струны» («Виçĕ хĕлĕх») кĕнекешĕн тивĕçнĕ (2008).
Раççей Журналистсен союзĕн членĕшĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕшĕн А.Яковлевшăн иртнĕ çул пысăк çитĕнÿпе палăрса юлнă: "Дорисс” акционерсен уçă обществин "Механизатор” хаçачĕн редакторĕнче тăрăшакан Александр Васильевич пĕлтĕр "Татьяна Рощина и ее дети. Книга о династии строителей” тата "Курсом обновления” кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ. Вĕсем строительсен, механизаторсен, çул-йĕр ăстисен нумай енлĕ ĕç-хĕлне çутатаççĕ. 2008 çул вĕçĕнче А.Яковлевăн виççĕмĕш кĕнеки "Виçĕ хĕлĕх” /"Три струны”/ ятпа вулакан патне çитрĕ. Вăл виçĕ ентешĕн пултарулăхне туллин сăнлать. Кĕнеке ум сăмахĕнче Красноармейски район пуçлăхĕ С.Николаев искусство çыннисен ăс-хакăл пултарулăхне тăван кĕтесри Кĕçĕн Шетмĕ, Мăн Шетмĕ, Ункă, Мăн Çавал юхан шывĕсем пуянлатма вăй-хал парса тăнине палăртать.
Автор Марк Аттай сатирик /Çĕньял Упи ялĕ/, Виталий Петров юрăç /Кĕçĕн Шетмĕ/ тата Юрий Сементер сăвăç /Танăш ялĕ/ пирки пуян материал пухнă, унпа питĕ виçеллĕ, ăста усă курнă. Марк Аттайпа пĕр ялтан пулнăран ун çинчен нумай пĕлет, тĕплĕн çырса кăтартать. 
РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Виталий Петровпа Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ автор. Çавăнпах Кĕçĕн Шетмĕ шăпчăкĕ пирки ăшшăн аса илет. 
А.Яковлев хăйĕн аслă юлташĕпе - Чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе чăннипех мăнаçланнине пĕлтерет, пултаруллă сăвăç-юрăç çинчен ăш пиллĕ сăмахсемпе каласа парать. Кунтах Юрий Семеновичăн чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ, вăл куçарнă кĕнекесен списокне, Пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим, Станислав Репьях сăвăç, "Нарспи” поэмăна якутла куçарнă Семен Руфов ентешĕн ăсталăхне хакласа çырнисене тата унăн сăввисене тупса вулама пулать.
2008 çул | Миçе çын пăхнă: 502 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Н.К. Янкас шăллĕ каласа парать

Григорий Кирилловича халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсар айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе шӑпах вӑл тӑрӑшнӑ-ҫке. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ, тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. Хӑй те "асран кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗ. 

Ҫемьери пилӗк ачаран Гриша чи кӗҫӗнни пулнӑ. Тӑван ялӗнчи — Янкасри 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен, Ҫӗрпÿри фельдшерсем хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. Унтан пӗлӳ илсе тухсан 1939 ҫулхи кӗркуннеччен Вӑрнар районӗнчи Уравӑшри участок больницинче амбулатори фельдшерӗ пулса ӗҫленӗ. Унтанах ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ.

Ултӑ ҫул хушши — 1939 ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1945 ҫул вӗҫленичченех Г.Кириллова ҫар хӗсметӗнче тӑма тӳр килнӗ. Малтанах Смоленск хулинчи полк шкулӗн курсанчӗ пулнӑ. 1940 ҫулхи июньте сержант званине илнӗ виҫӗ кӗҫӗн командира 288-мӗш стрелоксен полкӗнчен 12-мӗш арми штабне куҫараҫсӗ. Кунти 622-мӗш полк йышӗнче Ҫурҫӗр Буковинӑна Румыни ҫарӗсенчен ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӗсен полкӗ яланлӑхах Житомир хулине таврӑннӑ. Анчах та тӗнчери лару-тӑру лӑпкӑ маррине сиссе, вӗсен 124-мӗш дивизине Германи чиккинчен илсе кайнӑ. Вӗсем Буг юхан шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ.

Фашистла Германи хамӑр ҫӗр-шыв ҫине вӑрӑ-хурахла тапӑнса кӗрсен юнлӑ, калама ҫук хаяр ҫапӑҫусене хутшӑнма тивнӗ ӑна. Киев еннелле тапӑнса пыракан тӑшмана чарса Украина ҫӗрне хӳтӗленё операцисене хутшӑннӑ. Киев хули таврашӗнчи хуран-ункӑна та лекнӗ вӑл. Кӑнтӑр-Хӗве-ланӑҫ фрончӗн командующийӗн приказӗпе ҫак тамӑкран пӗчӗк ушкӑнсемпе тухса хӗвел тухӑҫнелле талпӑнма ирӗк панӑ. Кирилловсен ушкӑнӗнче тӑваттӑн пулнӑ. Ҫав самантра, кӗтмен ҫӗртен, вӗсем тыткӑна лекнӗ. Вара Украинӑпа Белоруссинчи нумай лагерьсенче асап курасси пуҫланнӑ. Ҫапла 1943 ҫулчченех асаплантарнӑ тӑшмансем совет салтакӗсене.

1943 ҫулхи июнь уйӑхӗнче, тӗплӗн хатӗрленсе, вӗсем нимӗҫсен тьггкӑнӗнчен ӑнӑҫлӑ тарса тухнӑ. Хӑйсене сыхлакансенчен пулеметпа 2 винтовка патронӗсемпе пӗрле туртса илнӗ. Нумаях та пьгганса ҫӳремен — Белоруссири Туровски районӗнче йӗркеленнӗ партизансен "За Родину" ятлӑ отрядне тӗл пулнӑ. Кунта ӑна взвод командирӗ пулма та шаннӑ. Ҫакна партизансен юхӑмӗн Белоруссири штабӗн отряд командованийӗ панӑ справкӑпа характеристика та аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсене Григорий Кириллович типтерлӗн упрать.

1944 ҫулхи октябрьччен ентешӗм асӑннӑ районти истребительсен отрячӗн боецӗ пулса ҫапӑҫать. Икӗ хутчен ҫӑмӑл аманать. Сывалса ҫитсен ӑна Туровски районӗн сывлӑха сыхлас ӗҫ пайӗн заведующине лартаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫар комиссариачӗ ҫумӗнче яшсене ҫара илмелли комисси врачӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫлать, тӑшман района мӗн чухлӗ сиен тунине шута илекен комисси йышне те кӗрет.

Анчах та ҫакăн пек гражданла позици килӗшмен ӗнерхи командира. Полесье облаҫӗнчи ҫар комиссариачӗ унӑн рапортне тивӗҫтерет — фронта яма ыйтнӑ хута алӑ пусать. Ҫапла хӑй ирӗкӗпе тепӗр хут ҫапӑҫу хирне тухса каять те — мӗн вӑрсӑ пӗтичченех фронтра малти ретре пулать. Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Пруссин тӗп хулине — Кенигсберга — ирӗке кӑларнипе кӗтсе илет.

1945 ҫул вӗҫӗнче демобилизаци йӗркипе киле таврăнсанах, ҫӗнӗ ҫулхи кӑрлачра Григорий Кирилловича Красноармейски районӗнчи санитарипе эпидемиологи станцине ертсе пыма лартаҫҫӗ. Кунта вӑл 4 ҫул хушши хӑйӗн пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне парать. 1950 ҫулхи февральтен пуҫласа 33 ҫул хушши пӗр улшӑнмасӑр ҫуралнӑ ялти — Янкасри — фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳҫи пулса вӑй хурать, кунтанах тивӗҫлӗ канӑва тухать. Ҫапах та юратнӑ ӗҫрен уйрӑлас темест — тепӗр 5 ҫул газ уҫлакансен "Заволжски" станцине тӑвакансен поселокӗнчи медицина пунктӗнче тӑрӑшать. Кунпа та ҫырлахмасть-ха вӑл: Хӗрлӗ Хӗрес обществӑн районти организацийӗнче вӑй хурать 70 ҫула ҫитекен медицина ӗҫченӗ.

Вӑрҫӑри тата мирлӗ ӗҫри тава тивӗҫлӗ кӑтартусемшӗн Г. Кириллова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ, "Салтак Мухтавӗн III степеньлӗ" орденӗсемпе, юбилей медалӗсемпе, "СССР санитари оборонин отличникӗ" тата "СССР сывлӑха сыхлас ӗҫ отличникӗ" хисеплӗ ячӗсемпе чысланӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

 

2007 çул | Миçе çын пăхнă: 561 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz