Кĕçнерникун, 02.05.2024, 03:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2008 çул

Виктор Михайлович Данилов журналист
[ ] 03.07.2009, 23:25
nullРФ журналистсен Союзĕн членĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 2008 çулта тăван районăн социаллă-экономикăлла пурнăçĕ çинчен çырнă публицистикăлла матералсемшĕн тивĕçнĕ (2008). 
Тăван тăрăхран пахи те çывăхраххи урăх çук. Виктор Михайлович Данилов журналистшăн та Еншик Чуллă тăрăхĕнчи Аслă Чуллăран хаклăраххи, пархатарлăраххи урăх çук. Кунти кашни вырăн, кĕтес, урамĕпе çырми-çатри, улăх-çаранĕ унăн чĕри варĕнче вырнаçнă. Унпа вĕсем хăйсен ентешĕ ку тăрăха çаврăнса çитсен, чуна уçса ăшшăн та тарават сăмахлаççĕ кашниех.
Виктор Данилов Аслă Чуллăра 1957 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем, пилĕк-çурăма авса тăван хуçалăхăн тĕрекне çирĕплетес шухăш-кăмăлпа ĕçлесе пурăннă çынсем пулнипе паллă. 
Ашшĕ — Михаил Данилович, шел пулин те, 1994 çулта çĕре кĕнĕ. Амăшĕ — Лидия Васильевна — 1934 çулта çуралнă. Халь кил-çуртра пĕр-пĕчченех кăштăртатса пурăнать. Тăватă ача: виçĕ ывăл та пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ Даниловсем. Чи асли — Виктор. Ун хыççăнхи — Юра. Тăван ялта кил-çурт çавăрнă. Леня — Шупашкарта электрик пулса ĕçлет, Ольга Çĕнĕ Шупашкарта строительте вăй хурать. 
Виктор Даниловăн биографийĕпе малалла паллашăпăр. 1974 çулта Еншик Чуллăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă вăл. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть çав. Унăн хăйĕн, çăл куç евĕр, таппи, вăхăчĕ пур. Пурнăç вăл чун-чĕререн парăннă ĕç хăвпа юнашар пулнипе те пĕлтерĕшлĕ, сумлă. Чун-чĕререн парăннă ĕç хăçан, ăçтан вăй илни пирки Виктор Данилов журналист аса илме те пултарчĕ. 
— Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех район хаçатне çырса тăрас ĕмĕт-шухăш канăç памастчĕ мана. Шкулта пулса иртекен кашни хыпар-хăнар кăсăклантаратчĕ, паллах. Тепĕр чух шкултан киле панă ĕçсем çинчен те манаттăм, çырассипе, — тет Виктор Михайлович. — Хăйне май чир пулнă çав журналистика. 
— Çаплах-и, Виктор Михайлович? 
— Тĕрĕс шухăшлатăн. Çырас кăмăл-туртăм вăйне ÿстермешкĕн мана район хаçачĕн — "Ял пурнăçĕн” редакторĕ пулнă Леонид Николаевич Николаев пулăшрĕ. 1976 çулхи июль уйăхĕнче хисеплĕ çыннăмăр мана редакцие ĕçлеме чĕнсе илчĕ. 
— Çырас еннелли шухăш-туйăма аталантарма кам пулăшнă-ха тата? 
— Атте. Хăй те çырас тĕлĕшпе кăсăкланнă. Çырнă.
— Турă пани пулнă эппин?.. 
— Çаплах. 
— Виктор Михайлович, сирĕн тăрăх тата çыравçăсемпе те пуян вĕт? 
— Тĕрĕсех. Вархуш Эншей, Юрий Петров (Вирьял), Валерий Николаев тухнă пирĕн тăрăхран. 
— Асăннă çыравçăсен йышĕнче сирĕн тăван-хурăнташ çук-и? 
— Тăван-хурăнташ çук. Çавах та вĕсен творчество лаççинчи пултарулăхĕ хавхалантарнă, çунат хушнă мана. Тавах вĕсене. 
— Виктор Михайлович, эсир хăвăр ĕç профессине, асăнтăмăр ĕнтĕ, 1976 çултанпа редакципе пуçласа çыхăнтарнă. 1979 çулта çакăнтах радиопередачăсене йĕркелеме пуçăннă. Сирĕн кумирсем е журналистăн çăмăлах мар лавне турма пулăшаканĕсем пирки пĕр-виç сăмах тупăнать пулĕ? 
— Çав йышра Леонид Николаева, Иван Прокопьева, Владимир Егорова, Николай Ершова, Юрий Борисова куратăп. Сире те, паллах. 
— Райхаçат сăн-сăпачĕ вăл илемлĕ те пуян чĕлхепе çырнă очерксемпе тĕрленчĕксенчен килет. Çапла вĕт, Виктор Михайлович? 
— Çапла. Ытларах эпĕ лайăх çынсем пирки çыратăп. Манăн геройсем хастар та пултаруллă çынсем. 
— Эсир 1979 çулхи июльтен тытăнса 2007 çулхи январьчченех районти радиовещани "тилхепине” тытнă. Радиовещанире ĕçленĕ асра юлакан самантсене аса илĕр-ха? 
— Пĕр темиçе тĕслĕх пирки чарăнма юрать, паллах. Яваплăх чи кирли ку ĕçре. Тимлĕхпе оперативлăх чи хакли. 
— Хальхи самана сывлăшĕпе пурăнатпăр. Ĕмĕт-шухăшсем еплерех? Мĕн савăнтарать? Мĕншĕн ăш вăркать? 
— Халь эпĕ район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн начальникĕн çумĕнче ĕçлетĕп. 
ЧР журналистсен союзĕн районти пуçламăш организацийĕн ертÿçи те. Вун пĕр çын çав йышра. 
— Мĕнле тĕллевпе пурăнать, ĕçлет пуçламăш организаци? 
— Ĕмĕт-шухăшсем анлă. Творчество лавĕ пуянлансах пытăр тетĕп. 
В. М. Данилов 1980 çулта Альбина Алексеевнапа çемье çавăрнă. Татуллă çемье. Пĕр ывăл та икĕ хĕр пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕр мăнук Даниловсен. 
— Интервьюшăн тавах. 
— Хăвăра та ырлăх-сывлăх сунатăп. 

Виктор Даниловпа Георгий ЕФИМОВ калаçнă

Категори: 2008 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 608 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz