Кĕçнерникун, 28.03.2024, 13:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2017 çул

Категорире миçе материал: 4
Миçе материал кăтартнă: 1-4

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе

Владимир Витальевич Леонтьев 1968 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Карай ялĕнче çуралнă. 1975-85 çулсенче Карай вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухнă, ун хыççăн Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре пулнă. 1988-92 çулсенче Шупашкарта, Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче юрă-кĕвĕ ăсталăхне туптанă. 1992 çултан пуçласа Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче тата Чăваш патшалăх академи капеллин йышĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 1999 çултанпа вара - чăваш эстрада артисчĕ. 2000-05 çулсенче Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă, опера юрăçи, камерлă юрăç тата вокал искусствин преподавателĕн специальноçĕсене алла илнĕ. 20 çул ытла чăваш эстрада сцени çинче пулнă май юрăç Шупашкарти Культура çуртĕнче 80 ытла концерта хутшăннă. Унăн пултарулăхĕпе Мускав, Тутарстан, Пушкăрт, Тюмень, Чĕмпĕр, Самара, Оренбург тата ытти регионсенчи чăвашсем паллашнă. Унăн репертуарĕнче 100 ытла чăваш тата вырăс юррисем, вĕсенчен 20-мĕшĕ - халăх юррисем. Хăй те юрăсем çырать, пурĕ 30 яхăн юрă çырса кĕвĕленĕ.

2017 çул | Миçе çын пăхнă: 284 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.03.2018 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Анатолий Петрович Алексеев 1956 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Яманак ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинчи оркестр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн, 2008 çулччен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатнă. Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре пулнă. Çар хыççăн, 2012 çулчченех, Упири, Яманакри, Красноармейскинчи Культура çуртĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçинче, Яманакри тата Карайри шкулсенче музыка учителĕнче вăй хунă. Хăй вăхăтĕнче Яманакри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Нестер Янкас ячĕллĕ Премин лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулнă. 2012 çултан вара районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене, çав шутра "Карай ен" пултарулăх ушкăнне те, районти Культура çурчĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен хорне те ертсе пырать, республикăри тата Раççейри пултарулăх каçĕсене хутшăнать. Опытлă методист хутшăннипе "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕ, Культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен ушкăнĕ тĕрлĕ шайри конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Районта вăл хутшăнмасăр пĕр пултарулăх каçĕ те, пĕр концерт та иртмест теме пулать. Унăн пултарулăхне республикăмăр та пысăк хак панă - 1992 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. 2016 çулта музыка искусствине тата халăх пултарулăхне аталантарнăшăн Ф.П. Павлов ячĕллĕ медале тивĕçнĕ.

2017 çул | Миçе çын пăхнă: 263 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.03.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Николай Геннадьевич Яковлев 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Чатукасси ялĕнче çуралнă. 1961-71 çулсенче Чаткасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн пĕр çул Енĕшкассинчи вулавăшра вăй хунă. 1972-74 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. 1974-75 çулсенче "Герой" колхозăн водителĕнче тăрăшнă, 1975-86 çулсенче вара Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри инспекторĕнче тимленĕ. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен «Чул хула трансгаз Газпромĕ» ОООн филиалĕнче – Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен служба начальникĕнче вăй хунă. Вăл - районти пултарулăх ушкăнĕсен хастар пайташĕ, газ уçлакан станцин Заволжски клубĕнче те артист-юрăç тĕрлĕ конкурссемпе концертсене хутшăннă. 2017 çултанпа районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Трак ен" фольклор ушкăнĕн пайташĕ, ушкăнпа 32 хутчен пултарулăх каçĕсене хутшăннă, вĕсенчен 27-шĕнче уйрăммăн чăваш композиторĕсен юррисене юрланă.

2017 çул | Миçе çын пăхнă: 276 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.03.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юрий Иванович Данилов 1963 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Тăвай районне кĕрекен Çăхăтпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ, Чĕмпĕр хулинчи професси паракан 4-мĕш училищĕре вĕреннĕ, механика заводĕнче слесарьте вăй хунă, каярах числосемпе программăласа ĕçлекен станоксен операторĕнче тăрăшнă, водителе вĕреннĕ. Тăван енри колхоз ĕçĕнчен те ютшăнман вăл. Салтакра пулнă, çар тивĕçне водитель пулса пурнăçланă. Краснодар тата Кустанай çĕрĕсенче тырпул та пуçтарнă. 1986 çулта Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ, ăна пĕтерсен Красноармейскинчи Культура çурчĕн директорĕнче тимленĕ, тĕрлĕ кружоксем ертсе пынă, пултарулăх ушкăнĕсемпе Мари элпе Тутарстан республикисенче, Тĕмен облаçĕсенче пултарулăха кăтартнă. 1996 çултанпа «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă общество филиалĕнче водительте тăрăшать, тĕрлĕ пултарулăх концерчĕсене хастар хутшăнать. Район 80 çул тултарнине, республикăмăрти тата районти акатуйсене, Чулхулари тата Мускаври тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсенче хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.

2017 çул | Миçе çын пăхнă: 323 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.03.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz