Ытларикун, 23.04.2024, 18:50
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 1998 çул

Категорире миçе материал: 7
Миçе материал кăтартнă: 1-7

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе
nullРайонти культурăпа исскуствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, халăх юрри-ташшисене анлăн сарнăшăн, 1998-мĕш çулхи концертсен программишĕн тивĕçнĕ (1998).
1998 çул | Миçе çын пăхнă: 820 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

nullЛеонтий Семенович Семенов çуралнăранпа кăçалхи çулла (2011) 90 çул çитет.
Эпĕ — Л. Семенов вĕренекенĕ. Пире Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта хаклă çыннăмăр физикăпа математика предмечĕсене вĕрентетчĕ. Питех те ăш пиллĕ çынччĕ вăл.
Класа кĕрсен урок пуçланиччен яланах шÿтлеме ăстаччĕ. Вăхăт малаллах шурĕ. Эпĕ Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ чухне музыка предметне Георгий Трофимович Трофимов вĕрентетчĕ. Вăл пире чăваш, вырăс юррисене мандолинăпа каласа юрлаттаратчĕ. Хор кружокне йĕркелесе ячĕ. Çавăн чухне эпĕ хут купăспа калама пуçларăм. Леонтий Семенович та мандолинăпа, хут купăспа питех те ăста вылятчĕ.
Кушкăри 8 çул тата Мăн Шетмĕри вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан эпĕ комсомол путевкипе Магнитогорск хулине ĕçлеме кайрăм. Унта пилĕк çул ытла электросварщикре ĕçлерĕм, каярах тăван яла таврăнтăм. Ун хыççăн Мăн Шетмĕри вăтам шкулта 10 çул хушши ачасене музыкăпа вĕрентрĕм. Шăпам Кушкăри культура çуртне илсе çитерчĕ. Çав хушăрах Л. Семенов директор чĕннипе кунти сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене музыкăпа вĕрентме пуçларăм. Эпĕ вăл вăхăтра хамăрăн ентешпе, чăвашсен паллă композиторĕпе Ф. М. Лукинпа тачă çыхăну тытаттăм. Филипп Миронович манăн çĕнĕ юрăсене хаçат-журналта пичетлеме сĕнÿсем çырса паратчĕ. Пурăна киле мана Леонтий Семенович хăй çырнă сăвăсене кăтартма пуçларĕ. Мана вĕсем питех те килĕшрĕç. Каярах ентешĕн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕлерĕм. "Савнă шкул”, "Кĕтетĕп”, "Тăван ялăн хĕрĕсем”, "Кушкă шкулĕ”, "Юратасчĕ пурнăçа”, "Мăшăрăма”, "Ĕмĕр иртет”, "Икĕ çăлтăр” ятлисене халĕ те художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Л. Семеновпа "Ай, юрлар-и?” ятлă юрă кĕнеки кăлартăмăр. Ăна кун çути кăтартма пире РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов пулăшрĕ. 75 çул тултарнă май учитель-сăвăç "Чун ăшши” ятлă сăвăсен кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Тепĕр пилĕк çултан 80 çулхи юбилейĕпе унăн Красноармейски типографийĕнче "Шухăшпа çÿретĕп вĕçĕм” ятлă сăвăсен кĕнеки тухрĕ.

Леонтий Семенович ÿссе çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас, ачасене тĕлĕнтермĕш тĕнчене илсе кĕрсе çут çанталăкпа пĕр чĕлхе тупма вĕрентес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшрĕ. Вăл чĕрĕк ĕмĕр Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул коллективне ертсе пычĕ, виçĕ çул тăван "Мичуринец” хуçалăх пуçлăхĕнче тăрăшрĕ.
Л. Семенов ултă çул хушши çар службинче тăнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, икĕ хутчен аманнă, пĕрре контузи илнĕ. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн чылай наградăна тивĕçнĕ. Вăл çĕре кĕнĕренпе вăхăт самаях иртрĕ пулин те, Л. Семеновăн сăнарĕ асăмран каймасть.

В.Константинов
1998 çул | Миçе çын пăхнă: 444 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăваш патшалăх премин лауреачĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлей ячĕллĕ премин лауреачĕ, РФ писательсен Союзĕн членĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçат çумĕнче пичетленнĕ «Тăван кĕтес» сăвă кĕнекишĕн тата Н. Янкас еткерлĕхне пухас енпе тăрăшнăшăн (1998).
1998 çул | Миçе çын пăхнă: 582 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

РФ писательсен Союзĕн членĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатра тăван тăрăх, унăн çыннисем тата шкул, суту-илÿ çинчен çырнă хайлавсемшĕн тивĕçнĕ (1998). 
1998 çул | Миçе çын пăхнă: 561 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР композиторсен Ассоциацийĕн членĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Килтĕм тăван патне» юрăсен пуххишĕн (1998).
1998 çул | Миçе çын пăхнă: 601 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль ирттерме хастар хутшăннăшăн тата 1998 çулта юрланă  юрăсемшĕн тивĕçнĕ (1998).
1998 çул | Миçе çын пăхнă: 407 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Красноармейски сали» картинăшăн, «Нестер Янкас» портретшăн тата «Гурий Алексеев» тата «Нестер Янкас» бюстсемшĕн тивĕçнĕ (1998). 
1998 çул | Миçе çын пăхнă: 497 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 23.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz