Шăматкун, 27.04.2024, 11:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2019 çул

Категорире миçе материал: 5
Миçе материал кăтартнă: 1-5

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе

Михайлова (Филиппова) Лидия Михайловна журналиста, сăвăç-çыравçăна, «Тăван Атăл» журнал редакторне, филологи наукисен кандидатне, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн председательне 2019 çулта Трак тăрăхĕнчи çыравçăсен хайлавĕсене кун çути кăтартнăшăн тата юлашки вăхăтра пичетленнĕ «Чун таппи» (2015), «Заколдованная черёмуха» (2019) кĕнекисемшĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ тăратнă.

Филиппова Лидия Ивановна 1967 çулта Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралнă. 1989 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Журналист. Тĕрлĕ хаçат редакцийĕсенче вăй хунă: Пушкăрт Республикинче – «Пелепей хыпарĕсем» тата «Урал сасси», Чăваш Республикинче – «Хыпар» тата «Республика». Халĕ – «Тăван Атăл» литературăпа ÿнер журналĕн редакторĕ. 2019 çулта ăна Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн председательне суйланă. 2019 çулта писательсемпе Пушкăртстанра, Тутарстанра, Чулхула, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче пулнă, вулавçăсемпе тĕл пулусем, пултарулăх каçĕсем ирттернĕ. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет, наука ĕçĕсем çырать, студентсене вĕрентет. Доцент, филологи наукисен кандидачĕ. 100 ытла пичет ĕçĕ кун кăтартнă, вĕсен шутĕнче 4 ĕçĕ методика енĕпе, 11 ĕçĕ – наука енĕпе. Доктор диссертацине çырать, чăваш литературине тата çыравçăсен ĕçĕ-хĕлне çĕнĕ шая çĕклессипе чунтан-вартан тăрăшса ĕçлет.

2019 çул | Миçе çын пăхнă: 202 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Петров Сергей Германович эстрада юрăçине, композитора, педагога 2019 çулта чăваш юрри-кĕввине Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенче анлă сарнăшăн, Трак ен халăхне хăйĕн ăсталăх-пултарулăхĕпе паллаштарнăшăн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи «Эстрада юрăçисен пĕрлĕхĕ» тăратнă.

Петров Сергей Германович 1989 çулта Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университечĕн культурологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче музыка енĕпе пĕлĕвне ÿстернĕ. Пушкăртстанри тата Чăван енри шкулсенче музыка предмечĕ вĕрентнĕ. Чăваш Республикинчи «Эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн» пайташĕ. Юрăç хăйĕн пултарулăхĕпе 2019 çулта кăна Сургут, Тюмень, Стерлитамак, Питĕр хулисенче, Чăваш енри, Пушкăртстанри, Тутарстанри, Чĕмпĕр облаçĕнчи хуласенче тата ялсенче гастрольсенче пулнă, хăйĕн чуна тыткăлакан юррисемпе халăха килентернĕ. Тăван Трак ене те час-часах килсе çÿрет юрăç. Акă ыран, раштавăн 25-мĕшĕнче, Çĕнĕ çул каçĕ умĕн, кивĕ стильпе Сурхури кунĕсем пуçланнă май, çак сцена çинчен ăна тата унăн юлташĕсене курма тата итлеме пултарăпăр.

2019 çул | Миçе çын пăхнă: 184 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Волкова Роза Семёновна сăвăç-юрăçа, çыравçăна тата композитора, педагогика ĕçĕн ветеранне, Анатолий Емельянов ячĕллĕ преми лауреатне чăваш халăхне илемлĕ юрăсем парнеленĕшĕн, «Улмуççи шап-шурă çеçкереччĕ» (2014), «Хăçан тĕл пулăпăр?» юрă кĕнекисемшĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă.

Волкова Роза Семёновна 1937 çулта Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Çĕнкас Юнтапа ялĕнче çуралнă. Пирĕн районти Çирĕклĕ ялĕн кинĕ пулать. Канашри педагогика училищинчен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çирĕм çул ытла Трак тăрăхĕнчи шкулсенче (Карай, Яманак шкулĕсенче) ачасене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Каярах Нурăсри пулăшу кÿрекен шкул-интернатра тăрăшнă. Мĕн çамрăкранпах сăвă-юрă çырассипе туслашнă. 2012 çулта «Манăçми сăнсем» ятпа сăвăсен кĕнекине кун кăтартнă. Тата ку таранччен 120 ытла юрă кĕвĕленĕ. Унăн юррисене Л. Семенова, В. Раймов, А. Максимова, И. Николаев, Н. Заводскова паллă юрăçсем шăрантараççĕ. Ĕç ветеранĕ обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать.

2019 çул | Миçе çын пăхнă: 158 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сергеев Геннадий Сергеевич халăх пултарулăх тата шÿт ăстине, Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи Халăх хорĕн юрăçине тата Халăх театрĕн артистне 2019 çулта Трак ен халăхне хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе паллаштарса тăнăшăн, халăх пултарулăхне аталантарас ĕçре сумлă тÿпе хывнăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейскинчи Культура çуртĕнчи Халăх театрĕн, Халăх хорĕн тата унта ĕçлекен культура ĕçченĕсен пĕрлехи пухăвĕ тăратнă.

Сергеев Геннадий Сергеевич 1933 çулта Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи Пысăк Енькасси ялĕнче çуралнă. Калининградри милици шкулне пĕтернĕ, кун хыççăн – СССРăн Шалти ĕçсен министерствин аслă шкулне. Рыбинск хулинче, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Етĕрне, Йĕпреç, Вăрмар, Красноармейски районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕсенче ОБХСС оперуполномоченнйĕнчен тытăнса пуçлăх таранах тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ – отставкăри майор. Ĕс ветеранĕ. Красноармейски Культура çурчĕ çумĕнчи Халăх театрĕн чи хастар пайташĕ. Шанса панă рольсене чунтан тăрăшса вылять. Вăл Ф.Павловăн «Ялта», Юхма Мишшин «Уйăх тулнă каç», А. Чебановăн «Тарçă», П. Осиповăн «Икĕ каччăн пĕр шухăш», «Ылханнă йăх», В. Синичкинăн «Салтак амăшĕ», Н. Сидоровăн «Шупашкарти савни», «Шăматкун каçхине», Çеçке çурчĕ юрату», «Юрату – шÿт мар», Мунча Мишшин «Кăмака çинче ларса качча каяймăн», Маргарита Михайлован «Шăпа» тата ытти пьесăсенчи сăнарсене спектакльсенче калăпланă.

2019 çул | Миçе çын пăхнă: 217 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Фёдорова Эльвира Ивановна халăх пултарулăх ăстине, Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнĕн, Халăх хорĕн тата Ĕç ветеранĕсен хорĕн юрăçине 2019 çулта Трак ен халăхне хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе паллаштарса тăнăшăн, халăх пултарулăхне аталантарас ĕçре сумлă тÿпе хывнăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Культура тата библиотека ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджетлă культура учрежденийĕ тăратнă.

Вăл 1955 çулта Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Алманч ялĕнче çуралнă. 1997 çултанпа Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнне çÿрет. Чылай уяв вăл хутшăнмасăр пĕрре те иртмест. «Трак ен» ушкăнпа вăл Мари Эл, Тутарстан республикисенче, Тюмень, Чулхула облаçĕсенче тата Мускав хулинче пулнă, хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Юрăç – 2017 çулхи «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестивалĕн лауреачĕ. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Культурăпа национальноçсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин, Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн, «Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн тата ытти нумай обществăлла тытăмсен Хисем хучĕсемпе чысланă.

2019 çул | Миçе çын пăхнă: 197 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz