Шăматкун, 27.04.2024, 14:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2018 çул

Категорире миçе материал: 4
Миçе материал кăтартнă: 1-4

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе

Ефимов Лев Архипович аслă шкул вĕренÿçине, истори наукисен докторне, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорне, Чăваш наци академийĕн чăн пайташне Чăваш Республикин Красноармейски районĕн энциклопедине кăларма сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен Союзĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.

Вăл 1953 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районне кĕрекен Какаç ялĕнче çуралнă. Муркаш районĕнчи Тивеш шкулĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ, аспиратурăра тата докторантурăра вĕреннĕ. 25 çул хушши Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче историпе обществознании учителĕнче, директор çумĕнче тата директорта вăй хунă. 2000 çултанпа Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче отечествăлла тата пĕтĕмĕшле истори кафедринче профессорта тимлет. Ку таранччен 2200 публикаци хатĕрлесе кун çути кăтартнă, 330 наука ĕçĕ пичетленĕ, çав шутра 18 монографи, 40 вĕренÿ кĕнеки. Вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ – 680 пин экземпляр. Красноармейски районĕшĕн тунă чи сумлă ĕçĕ – район энциклопедийĕ. Вăл унăн наука редакторĕ тата составителĕ. Вăл М.П. Петров, К.В. Элле ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри таврапĕлÿлĕх конкурсĕсен лауреачĕ. Паллă учёнăй Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш наци академийĕн чăн пайташĕ тата унăн вице-президенчĕ, Пĕтĕм тĕнчери педагогика пĕлÿлĕхĕн член-корреспонденчĕ.

2018 çул | Миçе çын пăхнă: 246 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 01.03.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Михайлова Зинаида Петровна педагог-сăвăçа, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председательне, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисепĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн, «Чун ăшши» сăвă кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.

Зинаида Петровна 1959 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районĕнчи Савкаç (Савгачево) ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ. Элĕк районĕнчи Юнтапари сакăр çул вĕренмелли шкулта, Вăрнар районĕнчи Вăрманкасри вăтам шкулта, Красноармейски районĕнчи Красноармейски 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕнче (халĕ Трак шкулĕ) ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра (37-мĕш çул ĕнтĕ, шкул уçăлнăранпах) Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет.

Тăван чĕлхене вĕрентнипе пĕрлех 10 çул ачасен «Кăмăлпи» фольклор ушкăнне ертсе пынă. Çак ушкăнпа вăл Чулхулара, Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче (Нарспи çĕр-шывĕнче), Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Берлинри чăваш культурин кунĕсенче» (Германи çĕр-шывĕ) пулнă, курма пыракансене чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарнă. «Кăмăлпи» фольклор ушкăнĕ – Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Халĕ, 17 çул ĕнтĕ, районти ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Кăмăл» литературăпа краеведени вĕренÿ пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ку пĕрлешÿре хушма пĕлÿ илекен ачасен сăвви-калавĕсем район тата республика хаçачĕсенче пичетленеççĕ. Пултаруллă кăмăлçăсем район тата республика йĕркелесе ирттерекен тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче, фестивальсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

2018 çулта унăн "Чун ăшши" кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнекене унăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисене кĕртнĕ. Вĕсем шкул пурнăçне, вĕрентÿпе воспитани ĕçне çутатса параççĕ. Юратупа пейзаж лирики, гражданла лирика та палăрать. Туслăх, сапăрлăх, çынлăх темисене хускатнă хайлавсем те пур.

Педагогикăри çитĕнÿсемшĕн Чăваш наци академийĕн Геннадий Волков медальне тата чăвашлăха аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне тивĕçнĕ.

2018 çул | Миçе çын пăхнă: 232 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 01.03.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

«Газпром трансгаз Нижний Новгород» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн филиалĕн – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин «Заволжский» клубне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама «Газпром трансгаз Нижний Новгород профсоюз» – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин пĕрлештернĕ пуçламăш организацийĕ тăратнă.

Клубра пĕтĕмпе 19 пултарулăх коллективĕ ĕçлет, вĕсене 10 культура ĕçченĕ ертсе пырать. Вĕсенчен виççĕшĕ – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пултарулăх ушкăнĕсене 441 çын çырăннă. Пурĕ пилĕк коллектив «Халăх пултарулăх ушкăнĕ» ята тивĕçнĕ: халăх хорĕ, «Апрель» ВИА, «Юность» ача-пăча ташă ушкăнĕ, «Радуга» ача-пăча театрĕ тата «Пÿрнеске» ача-пăча кружокĕ. Çак коллективсем Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри тата Чăваш Республикинчи тĕрлĕ конкурссенче çĕнтереççĕ. Район центрĕнче пурăнакан халăх валли те сахал мероприятии йĕркелет клуб. 2018 çулта кăна 150 кану каçĕпе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ.

2018 çул | Миçе çын пăхнă: 210 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 01.03.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

«Карай ен» фольклор ушкăнне, чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕ тăратнă.

«Карай ен» фольклор ушкăнĕ 2009 çулта йĕркеленнĕ. 2018 çулта ял халăхĕн канăвне йĕркелесе вĕсен умĕнче 18 концерт лартса панă, вĕсенчен 5-шне - район тулашĕнче. Сăмахран, Элĕк тата Шупашкар районĕсенче, Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Ильин Анатолий Владимирович режиссёрăн чыслав каçĕнче тата Шупашкарти тракторостроительсен керменĕнче Владимир Витальевич Леонтьев эстрада юрăçин чыслав каçĕнче. Ансамбльте юрлакансем – яли çынсем: ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, суту-илÿре тата ветеринарии ĕçĕнче тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем, предпринимательсем.

2018 çул | Миçе çын пăхнă: 221 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 01.03.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz