Шăматкун, 27.04.2024, 09:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2021 çул

Категорире миçе материал: 2
Миçе материал кăтартнă: 1-2

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе

Степанов Александр Иванович (Пăртта) 1963-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ Кӑштахран çемье Туҫи-Чуракасси ялне куҫса килнӗ.1970 ҫулта ҫав ялтах пуҫламӑш шкула кайнӑ. Ялта виҫҫӗмӗш класс таран кӑна вӗрентнӗрен малалла Алманчри вӑтам шкула ҫÿреме пуҫланӑ. Шкул ҫулӗсенчех сӑвӑ-калав ҫырас туйăм вӑраннӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленӗ. 1980-мӗш ҫулта вунӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти тракторсем тӑвакан завода ЧПУ станокçă вӗренекенĕ пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. 1985-мӗш çултан Ярославльти театр институчӗн студенчӗ тата пукане театрӗн артисчӗ пулса тӑрать.

Пукане театрӗнче артистра вӑй хунӑ вӑхӑтра ача-пӑча журналӗсене валли чылай сӑвӑ-калав хайлать. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Ҫил ҫунат», «Коммунизм ялавӗ», «Пионер сасси» тата ытти хаҫат-журналсенче пичетленет.

1990 -мӗш ҫулта вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрне ӗҫлеме куҫать. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки «Ҫил ҫунат» журналта «Эс - ман хӗвел» ятпа 1994-мӗш ҫулта пичетленсе тухать. 1997-мӗш ҫулта «Турӑ пурмен юрату» пьесине Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче лартаҫҫӗ. Ҫав ҫулах Александр Пӑрттана Раҫҫей писательсен союзне илеҫҫӗ.

Ҫамрӑксен театрӗнче 1993-мӗш ҫулта «Качча кайиччен» икӗ пайлӑ лирикӑлла драма, 2001-мӗш ҫулта ҫав сцена ҫинчех «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх» драми тухать. 2018-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Халӑх артисчӗ ята тивӗҫет. 2003-мӗш ҫулта ӑна Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ хисеплӗ ят параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Александр Пӑртта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче артистра вӑй хурать.

Драматургири çитĕнÿсем: «Турӑ пӳрмен юрату» (Запретная любовь) ЧПАДТ–1997; «Качча кайиччен» (До замужества) ЧПҪТ – 1998; «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх» (Потеренная юность) ЧПҪТ – 2000; «Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем» (Пораженные молнией сердца) ЧПАДТ – 2006; «Чӑн телей юратура» (Счастье в любви) ЧПҪТ – 2008; «Укҫа чул кастарать» (Деньги глаза слепят) ЧПАДТ – 2009; «Килех килчӗ тур ҫырни» (Суженая сама пришла) ЧПАДТ – 2010; «Кирек ӑҫта та пӗр хӗвел» (Андеграунд) ЧПҪТ – 2011; «Ылтӑн кӗрӳ» (Золотой зять) ЧПҪТ – 2012; «Сансӑрах санпа» (С тобой и без тебя) ЧПАДТ – 2016; «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» (Быстро деньги - голова кругом) ЧПАДТ – 2017; «Çил ачисем» (Дети Ветра) ЧПАДТ – 2018. Пурĕ 12 пьеса çырса пичетлнĕ.

Театр сцени çинчи тӗп рольсем: Йӑкӑнат («Шупашкарти савни») Н. Сидоров, Гаврила («Ҫынна каласан ҫын та ӗненмӗ») М. Ворфоломеев, Сергей («Пирӗн телей ҫавнашкал») Е. Еллиев, Игорь («Ма кӗске-ши яш ӗмӗр») Н. Угарин, Африкан («Пушмак пӑру мыскари») Н. Сидоров, Гена («Ма тӗл пултӑм-ши санпа») Н. Угарин, Якуш («Юратусӑр телей ҫук») Н. Сидоров, Репников (« Прощание в июне») А. Вампилов, Хведюк (« Шӑнкӑрав курӑкӗ») Н. Сидоров, Хуан («Тапса тӑмасть текех ҫӑлкуҫ») Г. Лорка, Слава («Мӑкӑнӗм, чунӑм, савниҫӗм») А. Зайцев, Алтаким («Чуп-чуп уйӑхӗ») Н. Сидоров, Сергей («Ҫураҫнӑ хӗр валли парне») В. Коровкин, Волк («По зеленым холмам океана») С. Козлов, Кот Шараф («Где живет театр») С. Белов, С. Куваев, Петух («Не хочу быть собакой») С. Белов, Павел Петрович («Отцы и дети») И.Тургенев, Глостер («Лир патша») У. Шекспир, Александр Петрович («Ылтӑн кӗрӳ»). Пурĕ 70 ытла сăнар калăпланă.

Пичетленсе тухнă кӗнекесем:

2001-мӗш ҫулта «Юратса юратман юрату» сӑвӑсен пуххи кӗнекине кӑларать. 2005-мёш ҫулта виҫӗ авторӑн сӑввисен пуххи «Уйӑх ачи». 2010-меш ҫулта «Пирӗн урам» сӑвӑсен пуххи. 2015-мӗш ҫулта «Атьӑр туслашар» сӑвӑсен пуххи. 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» повесть, калавсем, пьесӑсем.

     Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

2021 çул | Миçе çын пăхнă: 113 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 06.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) 1992 çулта ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. 1999-2010 çулсенче Еншик Чуллă шкулĕнче пĕлÿ пухнă. 2010-2016 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университчĕн искусство факультетĕнче «Солист. Вокалист. Педагог» специальноçĕпе професси алла илнĕ. 2013-2017 çулсенче Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă шкулĕнче ачасене музыка пĕлĕвĕ панă. 2017 çултанпа Чăваш патшалăх телерадио компанийĕнче радиовещани службин информаци программисен пайĕнче редакторта вăй хурать.

Пурнăçри çитĕнĕвĕсем: 2016 çулта пултарулăхра тунă çитĕнÿсемшĕн Республика пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçлĕ пулнă. 2021 çулта Красноармйски районĕнчи хĕрарăмсен канашĕ тăратнипе «Эпĕ – хĕрарăм» республика конкурсне хутшăннă. Çав çулах Республикăри районсем хушшинчи XXII «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль-конкурсĕнче «Чи лайăх солист-юрăç» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ  диплом лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. 2021 çултах Раççей регионĕсем хушшинчи вокал искусствин «Вокальная Чувашия – 2021» 2-мĕш конкурсĕнче 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăрать.

Общствăлла ĕçсем: 2012 çулта Республикăмăрти «Чăваш пики-2012» конкурса хамăр район ячĕпе хутшăннă. Чăваш наци конгресĕн çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн председателĕ. 2020 çулта «Чăваш пики-2020» конкурса тăван районта ертсе пынă. Аннесен кунне халалланă концертсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 2021 çулта районти ĕçпе юрă уявĕнче – Акатуйра хăйĕн юррисемпе куракансене савăнтарнă. Çав çулах хамăр райпо ĕçченĕсем çинчен радиопередача ертсе пынă. Çулталăк вĕçĕнче республикăри пичет ĕçченĕсен уявĕнче хăй юррисене юрласа тĕлĕнтернĕ.

     Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ тăратнă.

2021 çул | Миçе çын пăхнă: 98 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 06.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz