Кĕçнерникун, 18.04.2024, 05:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 110
Миçе материал кăтартнă: 21-30
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 ... 10 11 »

Анатолий Петрович Алексеев 1956 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Яманак ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинчи оркестр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн, 2008 çулччен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатнă. Совет Çарĕн ретĕнче хĕсметре пулнă. Çар хыççăн, 2012 çулчченех, Упири, Яманакри, Красноармейскинчи Культура çуртĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçинче, Яманакри тата Карайри шкулсенче музыка учителĕнче вăй хунă. Хăй вăхăтĕнче Яманакри Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ Нестер Янкас ячĕллĕ Премин лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулнă. 2012 çултан вара районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене, çав шутра "Карай ен" пултарулăх ушкăнне те, районти Культура çурчĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен хорне те ертсе пырать, республикăри тата Раççейри пултарулăх каçĕсене хутшăнать. Опытлă методист хутшăннипе "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕ, Культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен ушкăнĕ тĕрлĕ шайри конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Районта вăл хутшăнмасăр пĕр пултарулăх каçĕ те, пĕр концерт та иртмест теме пулать. Унăн пултарулăхне республикăмăр та пысăк хак панă - 1992 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. 2016 çулта музыка искусствине тата халăх пултарулăхне аталантарнăшăн Ф.П. Павлов ячĕллĕ медале тивĕçнĕ.

2017 çул | Миçе çын пăхнă: 265 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.03.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Николай Геннадьевич Яковлев 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Чатукасси ялĕнче çуралнă. 1961-71 çулсенче Чаткасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн пĕр çул Енĕшкассинчи вулавăшра вăй хунă. 1972-74 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. 1974-75 çулсенче "Герой" колхозăн водителĕнче тăрăшнă, 1975-86 çулсенче вара Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри инспекторĕнче тимленĕ. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен «Чул хула трансгаз Газпромĕ» ОООн филиалĕнче – Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен служба начальникĕнче вăй хунă. Вăл - районти пултарулăх ушкăнĕсен хастар пайташĕ, газ уçлакан станцин Заволжски клубĕнче те артист-юрăç тĕрлĕ конкурссемпе концертсене хутшăннă. 2017 çултанпа районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Трак ен" фольклор ушкăнĕн пайташĕ, ушкăнпа 32 хутчен пултарулăх каçĕсене хутшăннă, вĕсенчен 27-шĕнче уйрăммăн чăваш композиторĕсен юррисене юрланă.

2017 çул | Миçе çын пăхнă: 282 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.03.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юрий Иванович Данилов 1963 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Тăвай районне кĕрекен Çăхăтпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ, Чĕмпĕр хулинчи професси паракан 4-мĕш училищĕре вĕреннĕ, механика заводĕнче слесарьте вăй хунă, каярах числосемпе программăласа ĕçлекен станоксен операторĕнче тăрăшнă, водителе вĕреннĕ. Тăван енри колхоз ĕçĕнчен те ютшăнман вăл. Салтакра пулнă, çар тивĕçне водитель пулса пурнăçланă. Краснодар тата Кустанай çĕрĕсенче тырпул та пуçтарнă. 1986 çулта Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ, ăна пĕтерсен Красноармейскинчи Культура çурчĕн директорĕнче тимленĕ, тĕрлĕ кружоксем ертсе пынă, пултарулăх ушкăнĕсемпе Мари элпе Тутарстан республикисенче, Тĕмен облаçĕсенче пултарулăха кăтартнă. 1996 çултанпа «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă общество филиалĕнче водительте тăрăшать, тĕрлĕ пултарулăх концерчĕсене хастар хутшăнать. Район 80 çул тултарнине, республикăмăрти тата районти акатуйсене, Чулхулари тата Мускаври тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсенче хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.

2017 çул | Миçе çын пăхнă: 326 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.03.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Татьяна Ивановна Борисова сăвăçа, публициста тата общество корреспондентне 2016 çулта кун çути кăтартнă, 2 кăларăмран тăракан «Асăмран каймасть Супар шкулĕ» асаилÿпе публицистика кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ тăратнă.

Вăл 1963 çулта Красноармейски районĕнчи Супар ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Сăмах май, вăл хăй те паян 5 ача амăшĕ. Супарти тата Еншик Чуллăри шкулсенче пĕлÿ пухнă. Шупашкарти тата Калуга облаçĕнчи ÿнер шкулĕсенче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, «хохломская роспись» тата «роспись по дереву», педагог специальноçĕсене алла илнĕ. Шупашкарти заводра художник-оформительте, Кÿкуçри тата Тракри ачасен искусство шкулĕсенче вăй хунă. Юлашки вăхăтра сăвă çырас пултарулăхра тата общество корреспонденчĕн ĕçĕпе палăрнă. 2013 çулта «Пĕр сукмакпа утар-и юнашар…» сăвă кĕнеки кăларнă, 2016 çулта вара икĕ томран тăракан «Асăмран каймасть Супар шкулĕ» публицистика-асаилÿ кĕнеки кун çути кăтартнă.

2016 çул | Миçе çын пăхнă: 288 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Геннадий Васильевич Кузнецов сăвăçа тата журналиста, Йĕпреç район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн редакторне, «Хыпар» чăваш наци хаçачĕн общество корреспондентне 2016 çулта Нестер Янкас поэт шăпипе çыхăннă материалсем çырса пичетленĕшĕн. Лауреат ятне пама «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ тăратнă.

Вăл 1943 çулта Вăрнар районĕнчи Кульцав ялĕнче çуралнă. Сăмах май, унăн мăшăрĕ пирĕн ентеш – Чаканар ялĕнчен, пĕрле икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. 53 çул хушши журналист ĕçĕнче вăй хунă, вĕсенчен 45 çулне Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçата кăларас ĕçе панă. Пĕр хушă республикăмăрта тухса тăракан «Хыпар» хаçатра тата Красноармейски район хаçатĕнче тимленĕ. «Ял пурнăçĕнче» вăл пилĕк çул хушшинче литсотрудник та, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ те, яваплă секретарĕ те пулнă. Ку таранччен икĕ сăвă кĕнеки кăларнă: «Тăван тăрăх туртăмĕ» тата «Кĕслен кĕске кĕввисем». Хăйĕн ĕçĕпе ырă ят çĕнсе илнĕ. Вăл – Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ, Петр Маркин ячĕллĕ преми лауреачĕ, Юлашки вăхăтра автор Нестер Янкас тата ытти сумлă ентешсен ячĕсене татах çÿле çĕклес енĕпе нумай ĕç турĕ. 2016 çулта «Ял пурнăçĕ» хаçатра çак темăпа 9 материал пичетленĕ.

2016 çул | Миçе çын пăхнă: 282 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вера Севастьяновна Архипова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Наци библиотекинче литературăпа искусство пайĕн массăллă ĕçпе тата информаципе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тĕп библиотекаре 2016 çулта Красноармейски (Трак) районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешсен ĕçне-хĕлне тĕрлĕ майпа çутатса тăнăшăн тата ăна халăх хушшинче анлă сарнăшăн, хамăр районăн культура аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама «Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх» обществăлла организаци тăратнă.

Вăл 1962 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче çуралнă. Хусанти культура институтĕнче пĕлÿ пухнă, библиотековед тата библиограф специальноçĕсене алла илнĕ. 2005 çултанпа Чăваш наци библиотекинче ĕçлет. 2014 çултанпа çак библиотекăн литературăпа искусство пайĕнче информаципе тивĕçтерес тата массăллă ĕçсен тĕп библиотекарĕнче тимлет. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, уйрăмах Чăваш наци конгресĕ, Чăвашсен обществăпа культура центрĕ, «Трак ен» ентешлĕх обществăлла организацисен ĕçне-хĕлне вăй-хал парса тăрать. Вăл  «Трак ен» ентешлĕхĕн 25 çулне, Тусай ялĕ 600 çул тултарнине, Красноармейски район кунĕсене, районти акатуйсене йĕркеленĕ çĕрте пулнă. Çав вăхатра пултаруллă ентешсен (Николай Егоров художник, Филипп Лукин композитор, Владимир Егоров артист-юрăç, Юрий Сементер поэт, Николай Карлин композитор тата ытти те) ĕçĕ-хĕлне анлă çутатма, вĕсен пултарулăхне халăха кăтартма тата сарма пулăшнă.

2016 çул | Миçе çын пăхнă: 320 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.03.2017 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Александр Анатольевич Казаков художнике тата дизайнера, «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн художник-оформительне компьютер графикипе тунă ÿнер хайлавĕсемшĕн тата 2016 çулта хăй ĕçĕсенчен йĕркелесе ирттернĕ куравсемшĕн. Лауреат ятне пама «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн пуçламăш профсоюз организацийĕ тăратнă.

Вăл Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче 1967 çулта çуралнă. Шупашкарти художество училищинче пĕлÿ пухнă, специальноçе алла илнĕ. 2006 çултанпа Газ уçлакан станцинче художник-оформительте вăй хурать, çав вăхăтрах Районти культура çуртĕнче те пĕчĕк ставкăлăх ĕç тупнă. Вăл хăйĕн ÿнер ĕçĕсемпе тĕрлĕ конкурссемпе выставкăсене хастар хутшăнать. Культура çулталăкĕн (2015) эмблеми республика шайĕнче çĕнтернĕ, çулталăк хушши тĕрлĕ çĕрте çакăнса тăрса республикăмăрти культурăна аталантарас ĕçе витĕм кÿчĕ. Тĕрлĕ хисеп хучĕсен, дипломсемпе баннерсен дизайнерĕ, район 80 çул тултарнине халалланă сувенирсен авторĕ, районти ялсенчи Аслă Аттелĕх вăрçинчен таврăнман паттăрсене халалласа çĕкленĕ палăксен (çав шутра Районти культура çурчĕ çумĕнчи палăкăн та) дизайнерĕ вăл. Унăн сăрă ÿкрчĕкĕсем Вăрмарта, Красноармейскинче тата Шупашкарта иртнĕ куравсене ăнăçлă хутшăннă. Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн Дипломĕн авторĕ те вăлах.

2016 çул | Миçе çын пăхнă: 264 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Надежда Андреевна Филиппова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕн ертсе пыракан менеджерне Красноармейски (Трак) районĕн культурине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, «Хавал» халăх музыкин ансамбль юрăçинче пысăк пултарулăх кăтартнăшăн, 2016 çулта хатĕрленĕ тата ăна ертсе пынă концертсемпе ĕçсемшĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципалитетăн бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.

Вăл Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕнче 1969 çулта çуралнă. Чăваш енри культура училищинче вĕреннĕ, алла специальность илнĕ. Училищĕрен Красноармейскине килнĕ те 1989 çултан пуçласа паян кунчченех район культурине аталантарас енĕпе тимлет. Вăл агиткультбригада методистĕнче, агиткультбригада заведующийĕнче, куçса çÿрекен клуб заведующийĕнче, культура программисен пайĕн заведующщийĕнче ĕçленĕ. Унăн хальхи должноçĕ – культурăпа массăллă кану ĕçĕсен ертсе пыракан менеджерĕ. Хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе ырă ят çĕнсе илнĕ вăл. Унăн ĕçĕ курăмлă – вăл пирĕн умра. Районти пĕр мероприяти те унсăр иртмен те, иртмест те. Вăл ялан сцена çинче – ертсе пырать, юрлать, ташлать, программа çырать… Обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать, уйрăмах Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне-хĕлне тĕкĕ парса тăрать тесе калас килет. Унăн чыслă ĕçне тĕрлĕ шайра хакланă. Ăна район администрацин Хисеп хучĕпе, Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучĕпе, Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп хучĕпе тата «Профсоюзра хастар ĕçленĕшĕн» Хисеп паллипе (кĕмĕл), чăваш халăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕссемшĕн Чăваш Наци Конгресĕн Хисеп хучĕпе наградăланă. 

2016 çул | Миçе çын пăхнă: 282 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

2015 çулта кун çути кăтартнă «Кĕр мăнтăрĕ» сăвă кĕнекишĕн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн коллективĕ тăратнă.

2015 çул | Миçе çын пăхнă: 367 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 28.02.2016 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

2015 çулта декоративлă искусство ĕçĕсене хатĕрлесе тĕрлĕ шайри  выставка-куравсене хастар хутшăннăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ библиотека системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.

2015 çул | Миçе çын пăхнă: 343 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 28.02.2016 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz