Шăматкун, 04.05.2024, 14:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 110
Миçе материал кăтартнă: 51-60
Страницăсем: « 1 2 ... 4 5 6 7 8 ... 10 11 »

2006 çулта пичетлесе кăларнă «Упи тăрăхĕ - çĕр-шыв мухтавĕ» ятлă историлле очерксен кĕнекишĕн тивĕçнĕ. Вăл 1961 çулта Упи ялĕнче çуралнă, Красноармейски салинче пурăнать.
КИЛĔШŸПЕ ЮРАТУРА ПУРĂНАКАНСЕМ ("Çамрăксен хаçачĕ"), нарăсăн 29-мĕшĕ, 2008 çул, эрнекун: КĔТМЕН çĕртен паллашнă вĕсем. Юрий Борисов Красноармейски район хаçатĕнче ĕçленĕ. Татьяна вара "Ял пурнăçне” пĕрмай çырса тăнă, ÿкерчĕксем ярса панă. "Мĕнлерех-ши çак пике, çырать те çырать пирĕн пата, паллашасчĕ унпа”, - вăрттăн ĕмĕтпе пурăннă яваплă секретарьте ĕçлекен йĕкĕт. Материалĕсене çырупа янă çамрăк автор, редакцие хăй пĕрре те пырса курăнман. Ун чухне Пичет кунне çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче уявланă. Район хаçачĕпе çыхăну тытакансене шăп çав кун пухăва чĕннĕ. Хайхи нихçан килсе курăнман Татьяна Григорьева та çитнĕ. Чăн-чăн тĕлĕнтермĕш мар-и-ха? Тахçанах çак тĕл пулăва кĕтекенскер пикене тÿрех асăрханă. Ÿкерчĕксен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнни пирки йыхравланă Татьянăна. "Халĕ те ас тăватăп, 4 тенкĕ те 80 пус пачĕç, унпа сĕтел-пукан сăрламалли лак туяннăччĕ”, - тет Татьяна Ивановна. Ун чухне вăл Кÿкеçри 2-мĕш шкулта ĕçленĕ, "Ылтăн хохлома” кружок ертсе пынă. Ав мĕншĕн лак хаклă пулнă уншăн. 
 
2006 çул | Миçе çын пăхнă: 601 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Чăваш халăх йăли-йĕркине упраса хăварас тата унăн юрри-ташшине анлăрах сарас тĕлĕшпе ăнăçлă тăрăшнăшăн, 2005 çулхи концертсен программисемшĕн тивĕçнĕ (2005).
2005 çул | Миçе çын пăхнă: 507 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) чăваш халăх писателĕ, паллă тĕпчевçĕ-академик, çутлăх ĕçченĕ, тăлмач, культура деятелĕ. Вăл Чăваш Республикин Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Республикăн кăнтăр енчи чăваш ялĕ Сăкăт - пысăк ял. Юхма вăл хушма ят. Мĕншĕн-ха литература анине пырса кĕнĕ çамрăк çыравçă çак хушма ята суйласа илнĕ? Юхма пĕчĕк кăна юханшыв, Патăрьел витĕр юхса тухать те Пăлана шăппăн кăна шăнкăртатса юхса кĕрет. "Эпĕ çитрĕм сан патна, йышăнсам мана, пиччем", - тесе лăпкăн калаçать. Патăрьелĕнче вара кашни эрнекун шавлă пасар. Юхма пасарĕ теççĕ ăна. Таврари ялсенчен пухăнаççĕ пасара Юхма хĕррине. Юхма пурне те кăмăллăн йышăнать, пасар саланнă чухне ырă сунать, кĕтсе илме хатĕр вăл халăха. Лăпкăн юхать, Юхма Михаил Николаевич кăмăлĕ те Юхма юханшывĕпе пĕр кĕвĕллĕ мар-и вара! Халăхпа, ялан халăхпа вăл. Чăваш халăх писателĕн пĕтĕм пурнăçĕ иксĕлми хăватлă çак пĕчĕк юханшывăнни пекех. Юхать Юхма, юхать халăха вăй парса. Юхма хĕрринче нумай тăтăм, ун юххине пăхрăм. Шăппăн, лăпкăн юхать ёмĕрсем хушши. Михаил Николаевич та çавнашкалах. Ырми-канми ĕçлет, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Халăх кун-çулĕ, ун историйĕ çине тарăн куçĕсемпе тинкерсе пăхать. Чăваш литературинче, чăваш литературинче кăна мар, Атăлпа Урал хушшинче, тĕнче литературинче палăрмалла йĕр хăварчĕ хăйĕн тĕлĕнмелле хăватлă хайлавĕсемпе. Вăл нумай-нумай юмахсен, калавсен, повеçсен, романсен, пьесăсен, юрă-такмак, сăвă-поэмăсен авторĕ. Унăн хайлавĕсене тахçантанпах шкулсенче вĕренеççĕ. «…» 

2004 çул | Миçе çын пăхнă: 1304 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/5 | Комментарисем (1)

null
2003 çулшăн преми никама та паман.
2003 çул - паман | Миçе çын пăхнă: 526 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

null2002 çулхи концертсен программисемшĕн тивĕçнĕ.
2002 çул | Миçе çын пăхнă: 578 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

2002 çулта çырнă тата район хаçатĕнче пичетленнĕ юрăсемшĕн тивĕçнĕ. Вăл 1924 çулта Енĕшкасси ялĕнче çуралнă.
2002 çул | Миçе çын пăхнă: 518 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

nullМузыка искусствине аталантарас тĕлĕшпе ÿсĕмсем тунăшăн, ку енĕпе çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçре ăнăçлă тăрăшнăшăн тата 2002 çулта юрланă юрăсемшĕн тивĕçнĕ. Вăл 1967 çулта Шупашкар хулинче çуралнă. Халĕ Çеçмер ялĕнче пурăнать (2002).
2002 çул | Миçе çын пăхнă: 472 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

nullМузыка искусствине аталантарас тĕлĕшпе ÿсĕмсем тунăшăн? ку енĕпе ачасене воспитани парас тĕлĕшпе ăсталăх кăтартнăшăн тата 2002 çулта çырнă юрăсемшĕн тивĕçнĕ. Вăл 1960 çулта Вăрманкас Чуракасси ялĕнче çуралнă (2002).
2002 çул | Миçе çын пăхнă: 441 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

nullИлемлĕ литературăна аталантарас тĕлĕшпе ÿсĕмсем тунăшăн? çарпа патриотизм темине анлăн çутатнăшăн тата 2002 çулта «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленнĕ «Вут-çулăмра иртнĕ çамрăклăх» очерксен ярăмĕшĕн тивĕçнĕ. Вăл 1924 çулта Тусай ялĕнче çуралнă (2002).
2002 çул | Миçе çын пăхнă: 386 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

null2001 çулхи концертсен программисемшĕн тивĕçнĕ.
2001 çул | Миçе çын пăхнă: 408 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 02.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz