Эрнекун, 29.03.2024, 14:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2011 çул

Категорире миçе материал: 2
Миçе материал кăтартнă: 1-2

Сортла: Кунпа · Ячĕпе · Рейтингпа · Комментарисемпе · Уçласа илнипе · Пăхнисемпе
ЮхăмК.И.Васильева - педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вăл 1943 çулта Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче çуралнă. 1967 çулта Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнă — режиссер профессине алла илнĕ. Ăна Красноармейскинчи культура çуртне ĕçлеме янă. Çакăнта вăл 16 çул тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Красноармейскинчи вăтам шкулта чылай çул ачасене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах К.И.Васильева сăвăç та. Ку таранччен "Чее хĕвел”, "Тавах сана, ман ирĕк шухăш”, "Шан, ĕнен, юрат” ятлă сăвăсен пуххисем тухнă. Унсăр пуçне вăл "Юхăм” ятлă драма кружокне ертсе пырать.
Лауреат ятне пама К.И.Васильевана райадминистрацин культура, спорт тата çамрăксен политикин пайĕ тăратнă.
2011 çул | Миçе çын пăхнă: 376 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 08.11.2012 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

Матвеев И.П.И.П.Матвеев 1949 çулта Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Упири вăтам шкул хыççăн вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Каярахпа ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университечĕн географи уйрăмĕнчен пĕлÿ илсе тухать. 1976 çултанпа Упири вăтам шкулта ачасене ÿнер, черчени тата ĕç енĕпе вĕрентет. Мĕн ачаран хăй сăн ÿкерчĕксем тума юратнăран, çак ăсталăха çур ĕмĕре яхăн туптаса пынă. Унăн ĕçĕсем районти тата республикăри куравсенче малти вырăнсене йышăннă.
Лауреат ятне пама И.П.Матвеева районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕпе Упири вăтам шкул коллективĕсем сĕннĕ.
2011 çул | Миçе çын пăхнă: 349 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 08.11.2012 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz