Юнкун, 01.05.2024, 07:05
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 110
Миçе материал кăтартнă: 101-110
Страницăсем: « 1 2 ... 9 10 11

Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, уйрăм çынсен тата халăх пултарулăхне аталантарас, Чăваш юрри – кĕввине сарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 1991 çулта Республикăри тĕрлĕ хуласемпе ялсенче лартнă концертсемшĕн (1991).
1991 çул | Миçе çын пăхнă: 455 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 10.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

nullРайонти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 1991 çулта хамăр тăрăхри композиторсемпе поэтсен сăввисене пропагандăлас тĕлĕшпе лайăх ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ (1991).
1991 çул | Миçе çын пăхнă: 495 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

nullРеспубликăри çамрăксен Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, Раççей тата Чăваш художникĕсен Союзĕн членĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Аслă Атăл» выставкăна хутшăнса хăйĕн ĕçĕсене тăратнăшăн, ЧР Патшалăх Гербне туса хатĕрлес енĕпе ирттернĕ конкурсра хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăннăшăн тивĕçнĕ (1991).
1991 çул | Миçе çын пăхнă: 849 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.05.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

РФ писателĕсен союзĕн членĕ, ЧР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатён «Чун туртăмĕ – йăмраллă Трак» хушма кăларăмĕнчи сăвăсен ярăмĕшĕн тивĕçнĕ (1991).
1991 çул | Миçе çын пăхнă: 463 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullЧăваш композиторĕсен Ассоиацйĕн членĕ, районти музыка пĕрлĕхĕн ертÿçи, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 1991 çулта çырнă юрăсемшĕн тивĕçнĕ.
1991 çул | Миçе çын пăхнă: 512 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 05.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Поэтăмăрăн сăваплă ячĕ яланах ентешсен чĕринче упранать. Районта 1989 çулта Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿ йĕркеленĕ. Н.Янкас ячĕпе хисепленекен премипе 1990 çултан пуçласа чысланă. Н.Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енпе хавхалантарасси. Нестер Янкас ячĕллĕ премин те пĕлтерĕшĕ пысăк. Паян вăл литературăпа искусствăри вуншар ĕçчене чыспа хисеп кÿрсе тăрать. 
1990 çул | Миçе çын пăхнă: 453 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

nullРайонти культурăпа исскуствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, чăваш халăх ырă йăли-йĕркине çирĕплетес: наци культурине аталантарас ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ (1990)
1990 çул | Миçе çын пăхнă: 464 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.05.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

null
Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Аслашшĕсен çĕрĕ», «Хĕвел тата çынсем» триптих, «Юрату» графика ярăмĕсемшĕн, Н.Янкас пĕрлĕхĕн эмблемине туса хатĕрленĕшĕн (1990) тивĕçнĕ.

*   *   *   *   *
Çав кун Николай Витальевич Кривошеева гимназире тĕл пулаймарăмăр. Ачасемпе Шупашкара республикăри технологи олимпиадине кайнă иккен. Çапах та вăл вĕренекенсемпе хатĕрленĕ эскизсене, плакатсене, хăйĕн аллипе ăсталанă ĕçсене курса савăнтăмăр. Акă ăçта иккен вĕсем, чăн-чăн маçтăрсем.
– Тем пек кирлĕ пире Николай Витальевич евĕр педагогсем, нихăçан та хирĕçлемест вăл, кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр. Ун пирки ыррине вĕçĕ-хĕррисĕр калама пулать, – терĕ Тракри чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ Е.А.Лемм.
Н.Кривошеевпа тепĕр кунне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче курнăçрăмăр. Унăн «ачисем» пуç çĕмĕрсех кăткăс ыйтусен хуравне шыранă вăхăтра паянхи шкул, вĕрентекенсене тĕрĕс воспитани парас пирки сăмах вакларăмăр.
– Эсир Тутарстанран. Çапах та Красноармейскинче тымар янă...
– Хама мĕн астăвассах художник пулас килетчĕ. Шкул хыççăн шăп çакăнта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута, ÿнерпе графика уйрăмне килтĕм. Алла диплом илсен Красноармейски 1-мĕш шкулне ячĕç «тĕрĕссипе, çакнашкал район пурри çинчен малтан илтмен те». 27 çул ĕнтĕ çак шкулта «халĕ гимнази». Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çÿременнипе ĕç кĕнеки те тап-тасах. Красноармейски чиперккине куç хыврăм та пĕр-пĕринчен уйрăлаймарăмăр. Вăл та кунтах юлма сĕнчĕ, хамăн та урăх ниçта та каяс килмерĕ. Мăшăрăм, Татьяна Филимоновна, Красноармейски вĕрентÿ управленийĕнче тĕп экономистра ĕçлет.
1990 çул | Миçе çын пăхнă: 598 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.05.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

nullРайонти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 1990 çулхи çĕнĕ сăвăсен ярăмĕшĕн тивĕçнĕ.
1990 çул | Миçе çын пăхнă: 544 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullЧăваш композиторĕсен Ассоцийĕн членĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, творчествăри çитĕнÿсемшĕн, 1990 çулта çырнă юрăсемшĕн тивĕçнĕ.
1990 çул | Миçе çын пăхнă: 866 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 03.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-10 11-20 ... 81-90 91-100 101-110


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz