|
Категорире миçе материал: 69 Миçе материал кăтартнă: 56-60 | Страницăсем: « 1 2 ... 10 11 12 13 14 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Вăрçă
вучĕпе çунтартăн,
Ăшчике
çамрăк пике.
Йывăр
суранран сыватрăн,
Сиплесе
эс пиччене.
Салтак
арăмĕ эс пултăн,
Чăтрăн
асапне самай.
Тăлăха
халь тăрса юлтăн,
Куççульне
тăкан пĕрмай.
Яланах
йĕрсе чĕртеймĕн,
Чун
юратнă мăшăрна.
Пурнăç
пурăнма тирпейлĕн,
Турă
пулăштăр сана.
Тен,
ача та пур пуль сирĕн?
Хăв
çырманччĕ ун çинчен.
Тăванлах
пурнасчĕ пирĕн,
Хамăр
ĕмĕр иртиччен.
Ватлăхра
канăç çухалчĕ,
Тĕл
пуласчĕ инкене.
Кăмăлне
унне уçасчĕ,
Мантăр
йывăр инкекне.
Тĕлĕкри
пек асра юлчĕ -
Пичче
унăн асĕнче.
Ĕмĕрлĕх
суран хăварчĕ,
Салтак
арăм чĕринче!
|
Çитмĕл
пиллĕкре пыратăн,
Эс,
Аркадий, çар çынни!
Хăв
тумна типтер тытатăн,
Килĕшет
сана çĕнни.
Çи-пуçра
халь йăлтăраççĕ,
Çĕр-шыв
панă медальсем!
Сăн-питри
йĕрсем калаççĕ:
-
Тивĕçлĕ наградăсем!
Тÿпере
сахал-и вĕçнĕ?
Пулнă
чăн ăста пилот.
Парашючĕпе
те сикнĕ,-
Ахальтен-и,
замполит!
Çар
ĕçне аван эс пĕлнĕ,
Хастар
пулнă салтакра!
Командир
чинне те илнĕ,-
Подполковник
– запасра!
Вăй
хурса çарта тимлерĕн,
Тухрăн
ĕнтĕ канăва.
Выççăлкăра
эс тĕплентĕн,-
Аçу
çавăрнă йăва.
Аçупа
мухтанма тивĕç,-
Пултаруллă
ал ăсти.
Пулнă
ятлă-сумлă тимĕрç,-
Ункă
шыв арман «хуçи».
Шур
Шупашкарта вĕреннĕ,
Ăс-тăнне
çивĕчлетме.
Аэроклуба
çÿренĕ,
Пуçланă
кунтах вĕçме.
Ачаран
ĕçе вĕрентĕн,-
Кайăк-кĕшĕк
– чун уççи!
Халĕ
выльăх ĕрчететĕн,
Вĕсенчен
пурах усси.
Ял-йышра
сана ырлаççĕ:
- Хывнă теççĕ ашшĕне!
Çамрăксем
асран ямаççĕ,
Ыр
сунаççĕ пиччĕшне.
Мухтанап
санпа, тăванăм,
Ватăлма
хăвна ан пар!
Мăнуксем
утаççĕ çуммăн,
Йăх
тымарĕ хавшак мар!
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕ,
2009 çул.
|
Пăла
шывĕ шав хăватлă,
Ешĕл
хăвисем туратлă.
Путене
тавраш ăратлă,
Чунĕсем
вĕсен çунатлă.
Туçасем
ĕçлеççĕ ырă,
Кашласа
ларать тĕш тырă.
Çав
ялта çуралтăн, Юра,
Çирĕп
сывлăх патăр Турă..
Аслисем
сана ăс пачĕç,
-Ăслă
пул,- тесе каларĕç.
Аллă
саккăр çул тултартăн,
Такăр
çулпалах пыратăн.
Аслаçу
сан Лариванччĕ,
Пултаруллă
бригадирччĕ.
«Ĕç
геройĕ» ята илчĕ,
Ылтăн
çăлтăрлă та пулчĕ.
-Лариван
Толийĕ,-тетчĕç,
Ялта
ятлă-сумлă çынччĕ.
Аçуна
ялан мухтатчĕç,
Ленин
орденпе чысларĕç.
Путене
йăхне çĕклерĕн,
Хăв
та вăй хурсах тимлерĕн.
Виçĕ
кĕнеке кăлартăн,
Ыр
ятпа халь пурăнатăн.
2010 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ.
|
Хĕрлĕ-хăмăр
тĕслĕ мраморпа
Ăсталанă
палăк халь умра.
Ялтăрать
хĕвелĕн шевлипе,
Вăл
упранĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
Героя
ялан асра тытса,
Чыс
тăваççĕ палăкне лартса.
Тус-
тăванĕ тухрĕ уява,
Тивĕç
Лариван çак мухтава!
Çитĕнтернĕ
тыр-пул уй-хирте,
Ахальтен
мар кăкăрĕ хитре!
Çĕр-шыв
пачĕ Ылтăн Çăлтăрне,
Туçин
чапа тухнă ывăлне.
Путене
таврашĕ çак ялта,
Ал
ĕçне тытсан ялан малта!
Туслă
пурăнаççĕ ял-йышпа,
Юратса,
çĕн ĕмĕт-шухăшпа.
-
Путене таврашĕ, Лариван-
Тесе
çырнă ылтăн шывĕпе.
Çамрăк
ăру, нихăçан ан ман! -
Чунăма
йăпаттăр илемпе!
2010, çу уйăхĕ.
|
Ял-йышсем
вăрçа ăсатрĕç
Вăй
питти арçынсене.
Нимĕçе
вĕсем тустарчĕç,
Шеллемерĕç
хăйсене.
Куçмасем
пăхса ÿстернĕ
Хăйсен
пилĕк ывăлне.
Çитĕнтернĕ
те çитернĕ
Хĕвел
анăç чиккине.
Ялта
паллă ал ăстиччĕ
Аслă
ывăлĕ Йăван.
Иккĕмĕш
– Антон ятличчĕ,
Агроном
- çĕрпе пуян.
Таврара
пурте пĕлетчĕç,
Захара
– виççĕмĕшне.
Именкассине
çÿретчĕ
Вĕрентме
ачасене.
Шурă
халатпа çÿретчĕ
Кĕçĕн
ывăлĕ Хĕлип.
Сиплеме
ăста пĕлетчĕ,
Çыпăçман
нихçан та грипп.
Упине
ĕçе утатчĕ
Çамрăк
вăй питти ача.
Хăй
ĕçне вăл юрататчĕ -
Астăвать
ача-пăча.
- Çырура
халь пĕлтеретĕп,
Аллă
çухрăм Берлинтан.
Эп
киле часах çитетĕп,
Салам
йышăнăр манран.
Юлашки
çыру çак пулчĕ,
Халĕ
- ĕмĕрлĕх хыпар.
Медицина
лейтенанчĕ
Пулчĕ
пирĕншĕн – сăнар.
Амăшне
пăхма килмерĕç,
Пуçне
хучĕç вăрçăра.
Куçĕсем
типме пĕлмерĕç
Ватă
амăшĕн вара.
Йăван
Яккăльч трактористчĕ
Сухаланă
уй-хире.
Вăрçăра
хастар танкистчĕ.
Паман
канăç ирсĕре.
Тупăран
персе çунтарнă
Вăл
кĕтмен хăнасене.
Гусеницăпа
тустарнă
Юлнă
шăм-шаккисене!
Паттăр
кÿршĕ килеймерĕ
Каялла,
ÿснĕ яла.
Куçĕ
мăшăрĕн типмерĕ.
Юлчĕ
Ольга суккăра…
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|