|
Тăван ялăм — савнă ял
Шетмĕ шывĕ хĕрринче
Ялăм сарăлса ларать.
Унăн тепĕр енĕнче Сĕм вăрман хÿтлĕх парать.
Çĕнелсех пырать ман ял: Хăпараççĕ çурчĕсем, Çĕкленет чунри вăй-хал — Пултараççĕ çыннисем.
Хамăр ял çине пăхсан — Мухтанмалăх чăн та пур. Вăл ÿссе пырать пулсан, Çыннисем унăн маттур.
Тикĕс шăвать пурăнăç: Пĕрин çемье хушăнать, Теприн хăйĕн савăнăç: Çĕнĕ çурта вăл куçать.
Килĕшет мана ялтах: Уçă сывлăш-çке тулта, Тăвансем, туссем пайтах, Çывăх юлташсем — шкулта.
Юрататăп ялăма, Пурришĕн ăна тавах! Ĕмĕр-ĕмĕр савăнма Чечеклентĕр яланах!
| Категори: Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (28.11.2012)
| Автор: Александра Яковлева, Красноармейски
| Миçе çын вуланă: 346
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|