|
Чи хаклă çыннăмăр — анне
Чи хаклă çын вăл çĕр çинче — Кашни ачийĕн чĕринче. Пире кун-çул вăл парнелет — Ыр пурнăç та телей пиллет.
Чи ырă çын вăл çĕр çинче — Вăй-халĕ ун ачисенче. Пĕрре те шеллемест хăйне — Çÿлте тытать çемье чысне.
Чи чунлă çын вăл çĕр çинче — Пире ÿстернĕ чĕр çинче. Вĕренÿре, кашни ĕçре Васкать вăл пулăшма пире.
Чи ĕçлĕ çын вăл çĕр çинче — Пур ĕç ăнать ун аллинче. Вăл ĕлкĕрет кирек ăçта, Чăнах та тем тума ăста.
Чи савнă çын вăл çĕр çинче — Чĕри ун аслă чунĕнче. Пурин валли те ун çитет: Ыр туйăм, ăш сăмах, тивлет.
Ун чапĕпе паян инçе. Унпа чухне — чун çĕкленет, Унпа чухне — çул кĕскелет. Чи кирлĕ çын вăл çĕр çинче.
Чи чаплă çын вăл çĕр çинче — Аннесĕр пит кичем тĕнче. Унпа çеç кăмăлăм тулли, Унпа çеç пурнăçăм тулли.
| Категори: Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (28.11.2012)
| Автор: Александра Яковлева, Красноармейски
| Миçе çын вуланă: 294
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|