Хаваспах шкула утатăп Эпĕ лăпкă ирсерен. Вĕрентекене куратăп — Савăнатăп чĕререн.
Кăмăллăн класа кĕретĕп, Вăл та васкаса кĕрет. Урока хатĕрленетĕп — Кашнинех çитет черет.
Вăл ăс-тăн парать пурне те — Питĕ лайăх вĕрентет: "Хăвăршăн пурнăç çулне те Суйламашкăн пĕлĕр!” — тет.
— Калаçма, тĕрĕс çырма та, Пит илемлĕ вулама, Тарăннăн шухăшлама та, Ăраскала палăртма.
— Ват çынна хисеплеме те, Яланах ыр çын пулма. Чăваш чĕлхине пĕлме те — Юратма та упрама.
— Çут çанталăка курма та, Чечек шăршине туйма, Пур чĕрĕ чуна савма та, Тăван ене мухтама…
Чунтанах эп хисеплетĕп Хамăн вĕрентекене.
Ăнăçу, телей сĕнетĕп —
Ăна манмăп ĕмĕрне. Кăçалхи кĕркунне районти шкулсенче вĕренекен çамрăк сăвăçсен Н. Ершов поэт ячĕллĕ конкурсĕ иртрĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕсене хаçат урлă пĕлтертĕмĕр. ”Ял пурнăçĕ” конкурс çĕнтерÿçисен сăввисене пичетлт. Малтанхи сăмах — 1-мĕш вырăн йышăннă Александра Яковлевана. Вăл Красноармейскинчи вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче пĕлÿ илет.
|