Ял хĕрринче пĕр 50-60 çулхи йăмра ларнă. Ăна ял çыннисем темшĕн ылтăн йăмра тенĕ. Ваттисем ун çинчен çапла каланă: «Кам ылтăн йăмрана тытать, çавă йăмра хуралçи пулать», — тенĕ. Çавăнпа та çак йывăç патне никам та çӳремен. Ватă çынсем ачасемпе çамрăксене йăмра патне каймалла маррине асăрхаттарсах тăнă. Йăмра хĕлĕн-çăвĕн пĕчченех кашласа ларнă. Ял çыннисем шыв ăсма йăмра патĕнчи çăла çӳренĕ. Йăмра çине пăхкаласа илнĕ-ха шыв ăсакансем, анчах ун патне çывăха пыман. Пĕр ирхине амăшĕ Терука шыв ăсма ячĕ. Амăшне пулăшма хăнăхнă арçын ача икĕ витре илчĕ те çăл еннелле утрĕ. Çăл патне çитсен витрисене тултарчĕ те каялла кайма хатĕрленчĕ. Çав вăхăтра йăмра ылтăн тĕспе çуталса кайрĕ те Терука хăй патне чĕннĕ пек туйăнчĕ. Арçын ачана темле вăй ылтăн йăмра патнелле уттарчĕ. Йывăç патне çитсен Терук хăй сисмесĕрех йăмра вуллине ярса та тытрĕ. Ун куçĕ умне самантрах пӳртсем вырăнне йывăçсем, çул-сукмаксем вырăнне чечексем тухса тăчĕç. Йăмра та ăна çын евĕрлĕ курăнса кайрĕ: куçĕсем те, çăварĕ те пур. Йăмра хулăн сасăпа калаçма пуçларĕ: — Эсĕ мана тытрăн пулсан — ман хуралçă пулатăн. Санăн мана пулăшмалла. Ман ялтан кашни каç пĕр пĕчĕк йăмра таçта çухалать, — терĕ.
Хумккапа амăшĕ питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç. Амăшĕ ăнсăртран чирлесе кайрĕ те урăх ура çине тăраймарĕ. Ялти Липпа ятлă ăрăмçă-сиплевçĕ те сыватаймарĕ Хриççа карчăка. Хумкка пĕчченех тăрса юлчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕччĕ. Унăн ашшĕ пилĕк çул каялла чире кайса вилчĕ. Амăшĕ вара арçын ачана пĕчченех ӳстерчĕ. Халĕ Хумкка вун саккăрта ĕнтĕ, хăйне хăй пăхма пултарать. Çапах та питĕ кичем ăна. Ялта унăн таванĕсем те çукпа пĕрех. Пурăнать çапла Хумкка ашшĕ-амăшĕнчен юлнă паян-ыран йăтăнса анас пек пĕчĕк кивĕ пӳртре пĕчченех. Çанталăкĕ кĕр енне сулăннă май пӳртре те сивĕ туйăнать. Хутса ăшăтма вара вутти те çук. «Мĕн тăвам-ши?» — шухăшлать каччă. Хумкка çурчĕ умĕнче ашшĕ лартса хăварнă йăмра йывăççи ӳсет, вăл та пĕчченех кашласа ларать. «Йăмрана касас та вутă тăвас, пӳрте хутса ăшăтас, кăмака улми пĕçерсе çиес», — тесе ĕмĕтленет тăлăх ача. Тăрри шăтса пĕтнĕ витене кĕрсе пуртă йăтса тухать хайхи: йăмрана касасшăнах ĕнтĕ. Пĕрех пурттине йăмра вулли çине начлаттарса лартать — йăмра çинçе сасăпа кăшкăрса та ярать: «Манăн çуртăма мĕншĕн аркататăн? Эпĕ йăмра вулли ăшĕнче пурăнатăп вĕт!» Çакна илтсен Хумкка кутăн кайса ларать, пĕр хушă ним ăнланаймасăр йăмра çине тинкерсе пăхать.
Çырас терĕм эп юмах, шухăшпа та кăмăлпа. Килĕшет-и, килĕшмест-и — вуласа тухсамăр ĕнтĕ… Тахçан ĕлĕк-авал вăрман-çаранлă Чăваш çĕрĕнче (ун чухне пирĕн йăхсем пысăк керменсем çĕклеме те, кăткăс машинăсем тума та пĕлмен-ха) пысăк вăрăм ту хысакĕ капашланса ларнă. Ăна çынсем Çĕлен тăвĕ тесе каланă. Унăн тарăн хушăкĕнче Аçтаха пурăннă. Аçтаха час-часах ялта пурăнакан çынсем çине тапăннă. Тĕтĕм тата çулăм кăларса, кăвар хĕлхемлĕ çаврăм туса çынсене хăратнă. Укçа ыйтнă, мул çаратнă тата чăвашсене хăй патне тарçа илсе кайнă. Çулталăкра пĕр хутчен ялта пурăнакан çынсен Аçтахана вунă хитре хĕрарăм парнелĕх памалла пулнă. Аçтаха патне каякан хĕрарăмсене шăпа ярса палăртнă. Пĕррехинче Аçтаха валли пĕр хура сăн-питлĕ хĕрарăма суйланă. Элемпи ятлă пулнă вăл. Анчах та унăн юратнă çынни пулнă. Çавскер Атăл тăрăхĕнчи чи паллă паттăр çын пулнă теççĕ. Чăнах та, мĕнле юмах çырăнтăр Элемписĕр тата унăн савнă паттăрĕн сăнарĕсĕр? Пирĕн паттăра Улăп тесе чĕннĕ. Ăна пурте пĕлнĕ, мĕншĕн тесен çак юхан шыв тăрăхĕнчех пурăннă вăл. Хайхискер Атăл тепĕр енне пĕр утăм тусах каçма пултарнă. Нимпе виçейми (Шупашкар тракторĕ те çитеймест пуль ăна) паттăр вăй-халлă пулнă вăл. Ăннă çын вăйĕ мар тейĕн унра. Вăл хăйĕн вăйлă аллисемпе чăмăртаса чулран çăнăх тума пултарнă. Анчах та çынсем Улăпа вăл вăхăтра лайăх пĕлмен, унăн вăйĕ пирки фантастикăлла юмах çеç çӳреме пултарнă.
Ĕлĕк-авал хальхи вăхăтри темиçе хутлă çуртсемлĕ, чаплă машинсем чупакан урамлă хула вырăнĕнче пĕчĕк ял çеç пулнă. Çав ялта Урасмет хуçаланнă. Унăн ӳссе çитĕннĕ хĕрĕ пулнă. Унăн ячĕ — Эрпинес. Çак ялтан инçех мар Аçтахан кĕтесĕ пулнă. Аçтаха ял çыннисене ялан шар кăтартнă. Хăйĕн çăварĕнчен тĕтĕмпе çулăм кăларса вăл таврари çынсене хытă хăратнă. Вăл çынсенчен ылтăнпа кĕмĕл, тутлă апат-çимĕç ыйтнă тата хитре хĕрсене вăрланă. Пĕррехинче вăл Урасметăн хĕрне вăрласа кайнă. Çакăн хыççăн Урасмет çынсене каланă: «Эсир ман хĕре Аçтахаран çăлсан эп сире ылтăн парса тав тăвăп». Нумайăшĕ Эрпинесе çăлма тăрăшнă, анчах нихăшĕ те пултарайман. Аçтаха вăйлăрах пулнă. Çак вăхăтрах çывăхри ялта Улăп пурăннă. Вăл çĕр çинче апат-çимĕç пăхса ӳстернĕ, питĕ вăйлă та маттур çын пулнă. Вăл çĕр çинче ĕçлекен хресчен çынни пулнă. Улăп Урасмете шелленĕ. Вăл вара ăна пулăшас тенĕ. Улăп çичĕ кун та çичĕ каçран Аçтахан кĕтесĕ патне çитнĕ. Аçтаха вăл çитнине сиснĕ те çапла каланă: «Сан вилес килет пуль? Айта иксĕмĕр çапăçса пăхатпăр». Улăп тăнлă пулнă. Вăл вара çапла каланă. — Эсĕ вăйлă пуль-ха. Анчах сан пуçунта ăс-тăну сахал. — Эс манран мĕншĕн кулатăн?! — кăшкăрнă Аçтаха. — Эп çавах санран ăслăрах. — Айта сана тĕрĕслесе пăхатпăр. Эпĕ сана виçĕ ыйту паратăп. Пĕлмесен, эсĕ тыткăна илнĕ хĕрсене, ылтăна каялла тавăрса паратăн. Хăв вара пирĕн çĕр-шывран инçете вĕçсе кай та урăх каялла ан таврăн.
Ĕлĕк-авал Атăл хĕрринче чăвашсен мăн аслашшĕсем пысăк мар хула çĕкленĕ. Вăта Сăвар тесе ят панă вĕсем ăна. Унта пĕтемпех килĕшӳллĕ пулнă: сăрт çинче мăнаçлă карман аякранах курăнса ларнă, карман варринче — турхан станĕ. Капăр тумлă çынсем турхан çурчĕ тӳремĕ çине тухса хула ыйтăвĕсене пĕрле канашласа татса панă. Савăнăçлă та тулли кăмăллă пурнăçпа пурăннă кунти çынсем.
Хула тавра сĕм вăрман кашласа ларнă. Кунĕпех хĕвел хĕртсе пăхнă, кайăксем юрланă. Çырла, кăмпа, мăйăр — тем чухлех ӳснĕ кунта. Ют çĕр-шывсене сутмалăх та пулнă вăл.
Пĕррехинче çак вăрмана хăрушă тискеркке вĕçсе килнĕ. Çак самантран хула çыннисемшĕн сĕм вăрмантан пысăк инкек пыма пуçланă. Кашни кун тискеркке патне мĕнле те пулин парнелĕх чĕрчун пырса памалла. Илсе килмесен çак тискеркке хулана вĕçсе килет те ун çыннисене çисе ярать.
Кунсем те уйăхсем, çулсем те вунăçуллăхсем те иртнĕ — çапла тискеркке патне хула çыннисем тăтăшах мĕнле те пулин чĕрчун илсе пынă. Харсăр чăваш нукерĕсем ăна çĕнтересшĕн пулнă, анчах — пĕтĕмпех усăсăр. Вăрмана кайсассăнах хыпарсар-мĕнсĕр çухалнă, вĕсене урăх никам та курман.
Кĕçĕх пĕр чухăн çемьере ывăл ача çуралнă. Вĕсем ăна Улăп ят панă. Вăл хăвăрт ӳснĕ. Пилĕк çулта ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшнă. Çичĕ çулта чухне хĕç йăтма пуçланă. Вун икĕ çулта юлан утпа çĕршер çухрăма кайса килме пултарнă. Вун ултă çула çитсен ăна çĕнекен те пулман. Çирĕм çула çитнĕ çĕре вăл пысăк та вăйлă паттăр пек çитĕнсе çитнĕ.