|
"Вуниккĕмĕш хутра"
Вуниккĕмĕш хутра, балкон çинче, Хĕрсем юрлаççĕ юрату юрри. Юрри юхать, ай – хай, инçе, инçе, Илтсен ăмсанĕ шăпчăк та тăри.
Çĕкленчĕ тепĕр капăр, селĕм çурт Илем кÿмешкĕн шур Шупашкара, Ӑна малтан саламлĕ кăвак çут Çĕн кун пилленĕçем хуламăра.
Пăхатăн та çак çĕнĕ кермене – Асилтерет вăл йăрăс йывăçа. Çунатлă юрăçсем ун тăррине Савса иленнĕн курăнать куçа.
Чăваш çĕршывĕн çепĕç пикисем, Чун – чĕререн сунатăп ăшăмра: Сире юратчăр савнă йĕкĕтсем, Шÿтле калас – тăк, чи çÿлти шайра.
Çăлкуç: http://www.nbchr.ru/virt3/p5.htm | Категори: Юрий Сементер пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (25.03.2012)
| Автор: Юрий Сементер
| Миçе çын вуланă: 370
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 3 Хăнасем 3 Юзерсем 0 |
!--
|