|
Категорире миçе материал: 96 Миçе материал кăтартнă: 81-85 | Страницăсем: « 1 2 ... 15 16 17 18 19 20 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Эп сансăр тунсăхланине Сисет-ши сан чуну? Ялан тухать ман куç умне Хĕр чухнехи сăну.
Мăнукусен сассисемпе Шавлать-тĕр кил-çурту. Пĕлсем: Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе Эс – манăн ырату.
|
Аван-и, аппа? Час-час пыма Çĕпĕр çулĕ пĕртте çывăх мар. Малтанах сана пĕлсе тăма Çырупа яратăп пĕр хыпар.
Хам сывах-ха. Манси карчăкки Йăлт çухатнă ватлăх канăçне. Тĕл пулсан, Пĕрмай мана хайхи: “Кин тăвасчĕ, – тет, – Чăваш хĕрне”.
Кĕр çитсессĕн манси каччипе Хĕр пăхма пыратпăр Чăваша. Кун çинчен эс Сар кĕр çитеспе Кăшт систер сăмах май ял-йыша.
|
Кĕтмен-çĕртен йăлтах арканнă Анне телейĕ çуркунне. Çуратнă та – Тÿрех чăрканă Мăн хуйхăпа мана анне.
Ÿкернĕ вăл асăрхамасăр Куççуль тумламĕ ман çине. Эй, Турăçăм, паян та майсăр Туятăп ун йывăрăшне.
|
Куç хупмарĕ çăлтăр ирчченех. /Тÿпере тем чул та ун йышши./ Ун çинче те, Çĕр çинчи пекех, Кунпа Çĕр ытла та шавлă-ши?
Мĕн пулса мĕн килĕ! Эп кайса Пĕлес тетĕп – пусарам чуна. Пĕр самант Çĕр чăмăрне чарса Антарса хăварăр-ха мана.
|
Уй пушаннă, саралнă вăрман... Таврара тем чухлех кĕр палли. Хуларан ялалла каякан ,çлемен кун Автобус тулли.
Хам çума, Хĕсĕнсе те пулин, Лартрăм çамрăк чикан майрине. Хăлхинчи çавра кĕмĕл алкин Çути ÿкнĕ ун пичĕ çине.
Çĕмĕрт куçлă. Пите – выляса Ачашларĕ хура çÿç кăтри. Хăй вĕри. Тарламасăр чăтса Епле пытăр арçын чун-чĕри.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|