Вырсарникун, 22.12.2024, 09:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 1998 çул

Леонтий Семенович СЕМЕНОВ сăвăç
[ ] 23.05.2009, 20:21
nullРайонти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ялав» журналта пичетленнĕ сăвăсен ярăмĕсемшĕн, «Ял пурнăçĕ» хаçат çумĕнче тухнă «Савнă Кушкă ен» юрăсен кĕнекишĕн тивĕçнĕ (1998).

Леонтий Семенович Семенов çуралнăранпа кăçалхи çулла (2011) 90 çул çитет. 
Эпĕ — Л. Семенов вĕренекенĕ. Пире Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта хаклă çыннăмăр физикăпа математика предмечĕсене вĕрентетчĕ. Питех те ăш пиллĕ çынччĕ вăл.
Класа кĕрсен урок пуçланиччен яланах шÿтлеме ăстаччĕ. Вăхăт малаллах шурĕ. Эпĕ Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ чухне музыка предметне Георгий Трофимович Трофимов вĕрентетчĕ. Вăл пире чăваш, вырăс юррисене мандолинăпа каласа юрлаттаратчĕ. Хор кружокне йĕркелесе ячĕ. Çавăн чухне эпĕ хут купăспа калама пуçларăм. Леонтий Семенович та мандолинăпа, хут купăспа питех те ăста вылятчĕ. 
Кушкăри 8 çул тата Мăн Шетмĕри вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан эпĕ комсомол путевкипе Магнитогорск хулине ĕçлеме кайрăм. Унта пилĕк çул ытла электросварщикре ĕçлерĕм, каярах тăван яла таврăнтăм. Ун хыççăн Мăн Шетмĕри вăтам шкулта 10 çул хушши ачасене музыкăпа вĕрентрĕм. Шăпам Кушкăри культура çуртне илсе çитерчĕ. Çав хушăрах Л. Семенов директор чĕннипе кунти сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене музыкăпа вĕрентме пуçларăм. Эпĕ вăл вăхăтра хамăрăн ентешпе, чăвашсен паллă композиторĕпе Ф. М. Лукинпа тачă çыхăну тытаттăм. Филипп Миронович манăн çĕнĕ юрăсене хаçат-журналта пичетлеме сĕнÿсем çырса паратчĕ. Пурăна киле мана Леонтий Семенович хăй çырнă сăвăсене кăтартма пуçларĕ. Мана вĕсем питех те килĕшрĕç. Каярах ентешĕн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕлерĕм. "Савнă шкул”, "Кĕтетĕп”, "Тăван ялăн хĕрĕсем”, "Кушкă шкулĕ”, "Юратасчĕ пурнăçа”, "Мăшăрăма”, "Ĕмĕр иртет”, "Икĕ çăлтăр” ятлисене халĕ те художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Л. Семеновпа "Ай, юрлар-и?” ятлă юрă кĕнеки кăлартăмăр. Ăна кун çути кăтартма пире РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов пулăшрĕ. 75 çул тултарнă май учитель-сăвăç "Чун ăшши” ятлă сăвăсен кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Тепĕр пилĕк çултан 80 çулхи юбилейĕпе унăн Красноармейски типографийĕнче "Шухăшпа çÿретĕп вĕçĕм” ятлă сăвăсен кĕнеки тухрĕ.

Леонтий Семенович ÿссе çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас, ачасене тĕлĕнтермĕш тĕнчене илсе кĕрсе çут çанталăкпа пĕр чĕлхе тупма вĕрентес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшрĕ. Вăл чĕрĕк ĕмĕр Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул коллективне ертсе пычĕ, виçĕ çул тăван "Мичуринец” хуçалăх пуçлăхĕнче тăрăшрĕ. 
Л. Семенов ултă çул хушши çар службинче тăнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, икĕ хутчен аманнă, пĕрре контузи илнĕ. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн чылай наградăна тивĕçнĕ. Вăл çĕре кĕнĕренпе вăхăт самаях иртрĕ пулин те, Л. Семеновăн сăнарĕ асăмран каймасть. 

Л. Семенов сăввисем


Шухăш


Шухăшпа çÿретĕп вĕçĕм,

Тунсăхлатăп, эп пĕччен.

Тусăм, ылтăнăм, савниçĕм,

Пĕтĕм шухăш сан çинчен.


Сирĕн умăртан иртетĕп,

Ват йăмра пуçне таять

Кăмăлтан эп çĕкленетĕп —

Куç умне сăну тухать.


Улăхра чечек илемлĕ,

Эс çурхи чечек пекех.

Сан юрру-ташшу хĕлхемлĕ,

Эс хĕвеллĕ вĕçĕмех.


Уй-хирте тыр-пул тивлетлĕ,

Эс — тулли парка пучах.

Йăрăс пÿллĕ, илĕртÿллĕ,

Чунăмра пĕр эс анчах.


Тусăмçăм, вут пек çунатăп

Ир те, каç та саншăнах.

Пире кирлĕ, эп туятăп —

Чун ăшши — тăван вучах.



Тăван ял юрри


Кушкă, Кушкă, эс вырнаçнă

Шетмĕ шывĕн ытамне.

Авалтан кунта юратнă

Кÿллине те вăрманне.


Кушкă, Кушкă — чыслă, сумлă,

Таврара эс паллă ял.

Кун-çулу сан ăраскаллă,

Иксĕлми, сÿнми вăй-хал.


Ваттисем пехил хăварнă

Упрама йăхран йăха.

Ĕçпеле хушма каланă

Çак тивлет-пуянлăха.


Тухăçлă тыр-пул параççĕ —

Пархатарлă сан çĕрсем.

Илĕртсе кăна тăраççĕ

Улмусем те çырлусем.


Сиплĕ çимĕç парнелеççĕ

Сан нектарлă йăмрусем.

Кÿлĕре ишсе çÿреççĕ

Йăлтăр-йăлтăр пуллисем.


Ĕçре харсăр, пултаруллă

Сан хисеплĕ çыннусем.

Чап-ятне çĕклеççĕ ялăн

Чыс-мухтавлă ĕçĕсем.



Тусăм, тĕл пуласчĕ


Уйăх кĕмĕлленчĕ

Ешĕл сукмакпа.

Шуçăмччен утасчĕ,

Тусăм, ман санпа.


Юратса паллашрăм,

Эп сана курсан.

Канăçа çухатрăм

Çав çурхи кунран.


Ăшшăн калаçасчĕ

Пĕр чĕлхе тупса.

Шăпчăк пек юрласчĕ

Ман сана савса.


Туслăн ыталасчĕ,

Чунăм — саншăнах.

Эсĕ — ман телейĕм,

Чĕрери ахах.


Пĕр санпа упрасчĕ

Çепĕç туйăма.

Пĕрле ăсатасчĕ
Категори: 1998 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 479 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz