Шăматкун, 18.05.2024, 19:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Георгий Тусли пултарулăхĕ

Мăшăр йĕр
Энтри утмăл урлă каçнă, пĕчĕкрех çан-çурăмлă старик. Мунчара реххетленме юратать. Шăмат кун йăлана кĕнĕ сăлтавпа каллех кăмака йăсăрлантарса ячĕ. Хурăн вуттипе усă курчĕ мунча хутма. 
— Техĕмлĕ. Мунча та хĕрÿллĕ. Эх, çапăнам-ха пĕреххут, — вĕри чул çине чаш! çеç тутарчĕ алтăрти шыва арçын. — Вăт мунча!
Мăшăрне кĕтмерĕ Энтри мунчана пырасса. Хăвăрт тăхăнса тумланчĕ. Картишĕнче йăлтах урăхла сăн-сăпат халь. Тÿпе маччинчен юр пĕрчисем ăмăртмаллах çĕр çинелле ярăнса анаççĕ. Хĕл çитрĕ иккен… Çĕнĕ, кăп-кăпăш юра пăхса ытараймарĕ ватă. Ывăçла-ывăçла илчĕ ăна. Мăшăрĕ çак сĕмлĕхре тухса çÿремест-ха унăн. Ывăлĕн ура йĕррисем-ха кусем. Тепĕр йĕррисем, пăта вĕçĕ пекех шĕвĕррисем, камăн-ши?
— Микуль авланатăп тесе сăмах пуçарнăччĕ ĕнер. Çапла, çапла… Урам урлă çуртра пурăнакан Мариçе куç хывнă-ха Микуль, — тута хĕррисене хускатрĕ Энтри. — Шăмат куна хуларан яла çитнĕ пулĕ-ха хĕр упраç.
Пÿрте кĕчĕ арçын. Хăй шутланă пекех пулчĕ, чăнах та… Сĕтел хушшинче Мариçпе Микуль лараççĕ. Иккĕшĕн те сăнра савăнăç шевли вылять. Иккĕшĕ те кăмăллă, çепĕç чĕлхепе сăмахлаççĕ. Энтри мăшăрĕ те, тулли кĕлеткеллĕ, çатăрти калаçакан Тарье, лара-тăра пĕлмест.
— Старик, старик, хĕпĕрте-хĕпĕрте ĕнтĕ... Ывăл çĕнĕ кайăк çавăтса килчĕ. Çухалсах кайрăм вĕт. Мунчана та тухаймарăм-иç, — Энтрине чăпăрт! чуп турĕ Тарье. — Спаççипах, ачасем!
Категори: Георгий Тусли пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (03.12.2010) | Автор: Георгий Ефимов-Тусли
Миçе çын вуланă: 333 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz