Тунтикун, 29.04.2024, 08:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Юрий Шепилов юррисем

Юррисем чуна уçаççĕ... (Юрий Шепилов композиторăн Асӑну концертӗнчен)

Н. ЕРШОВ. районти Нестер Янкас ячёллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлехӗн хисеплӗ ертӳҫи


Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каçхине районти халӑх пултарулӑх ҫуртне ҫынсем йышлӑ пуҫтарӑнчеҫ. Ентешсемпе Шупашкартан килнӗ сумлӑ хӑнасем унта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, Музыка обществин тава тавёҫлӗ деятельне, композиторсен Ассоциацийӗн членне, Нестер Янкае премийӗн лауреатне — Юрий Васильевич Шепилова асӑнса, унӑн пултарулăхне сума суса пухӑннӑ.

Сцена ҫинче халӑх юратнӑ композиторӑн пысӑк портречӗ. Чӗрӗ чухнехи пек ӑшшӑн пӑхса ларнӑн туйӑнать вӑл. Ун айӗнче вара — чӗрӗ чечексем...

Концерта пултарулӑх ҫурчĕн ӗҫченӗ Надя Филиппова ертсе пычӗ.

— Пӗчӗк ача кун ҫути курсанах, Турӑ ӑна чун парать. Чунпа пӗрлех ҫичӗ тӗрлӗ пултарулӑх пиллег, Ҫыннӑн вара ҫичӗ тĕрлӗ таланта ӗмӗр хушши аталантарса пымалла. Хӑйӗн чун-чӗринчен тухакан пултарулӑхĕпе халăха савăнтармалла, тӗлӗнтермелле, — пуҫларӗ вӑл ум сӑмахне. — Хӑш-пĕр пултаруллă çынсем çинчен: "Унӑн таланчӗ ҫиччӗрен те иртет!" — теҫҫӗ, Ҫак сӑмахсене Юрий Шепилов пирки каланӑнах туйӑнатъ...

Юрий Васильееич Шепилов 1951 ҫулхи августӑн 21-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Вăтам шкул хыҫҫӑн автомеханик профессине вӗренсе алла илнӗ. Ача чухнех музыкӑна юратаӑ. Каярах хăй те юрӑ-кӗвĕ тĕчинче малтанхи утӑмсем тума пуҫланӑ — хӑй тĕллĕн нумай ӗҫленӗ, аслӑ юлташӗсемпе кӑнашланă. Вĕсем пулăшнипе 40 ҫул каяллах унӑн пĕремӗш юрри районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫатра пичетленнӗ, Ҫавăнтан вара вӑл юрӑсенчен пӗрре те уйрӑлман.
"Юрӑпа чуна уҫаттӑм, — тетчӗ Юрий Шепилов пурӑннӑ чухне. — Хам кӗвӗленӗ юрӑсене чун-чӗре витĕр шӑратса-пӗҫерсе кӑларатгăм. Эпӗ вĕсен шучӗшӗн хыпӑнман, халăх еплерех кӑмӑлласа йышӑннине шута илнӗ..."
Чылай чухне юррăн малашнехи шӑпи сӑвӑран нумай килет. Чӑваш халӑх поэчӗпе — Юрий Сементерпе, Раиса Сарпи, Любовь Маргъянова паллӑ поэтессӑсемпе, хамӑр тăрӑхри Шетмӗ Михали, Леонид Антонов, Зинаида Михайлова, Николай Карай сӑвӑҫсемпе тачӑ ҫыхӑну тытатъ. Унӑн юррисене Чӑваш халӑх артисчӗсем Иван Христофоров, Тамара Гурьевапа Зоя Лисицина, Чӑваш Енӗн паллӑ эстрада ҫӑлтӑрӗ Маргарита Туринге, Трак енри Зоя Смирнова, Свеглана Данилова, Владимирпа Люба Григорьевсем, Татъяна Рассказова тата ыттисем шӑрангараҫҫӗ,
Хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейӗ тĕлне Юрий Шепилов 21 юрӑран тӑракан компакт-диск кӑларнӑ. Унта халӑхра анлӑ сарӑлнӑ «Пурнӑҫ лайăх аннесем пулсан", "Шурӑмпуҫ", "Кӑвак сирень" тата ытти юрӑсем кӗнӗ. Хӑш-пӗр юрӑсен сӑмахӗсене хӑех шӑрҫаланӑ. Ҫав ҫулах "Шурӑмпуҫ" ятпа юррисен пуххине пи-четленнӗ.
Питех те шел: Юрий Ше-пиловӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пулаймарӗ. Пурӑннӑ пулсан, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче 58 ҫул тултармаллаччӗ. Анчах та сарӑмсӑр вилӗм ӑна пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйӑрчӗ. Вӑл иртнӗ ҫулхи авăнӑн 10-мӗшӗнче куҫне яланлӑхах хупрӗ. Ăна Красноармейсжи масарне чыс-сумпа пьггарнӑ.
Мӗнпе асӑмра юлчӗ-ха Юрий Шепилов ҫывӑх тӑванӗсем, тус-юлташӗсем тата ёҫтешӗсем хушпшнче? Ҫакӑн пирки концерт умӗн те, ун вăхӑтенчи тӑхтав-ылмашӑну самантӗнче те чылайӑн ӑш пиллӗн аса илчӗҫ, Асăну каҫне Красноармейски ял тӑрӑхӗн пуҫлăхӗ Владимир Шестаков пуҫласа пачӗ. Пӗр минут шӑп тăрса Юрий Шепилова асӑнса илме ыйтрӗ. Хӑй унпа пӗрле вĕреннӗ, ӗҫленӗ вăхӑтсене аса илчӗ.
Шупашкартан килнӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ӑшӑ сӑмахсем каланине уйрӑмах палӑртмал-ла, Вӗсем: музыковед, Чӑваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийӗн ертуҫи, Раҫҫей музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ Ниолай Зимин, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, Республикăн тава тавӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков композитор, Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши, пӗтĕм тӗнчери тӗрĕк халӑхӗсен поэзийĕн Нежип Фаалл ячӗллӗ премийĕсен лауреачӗ, тава тивĕҫлӗ культура ӗҫченӗ Раиса Сарпи, "Трак ен" ентешлӗх правленийӗн яваплӑ секрегарĕ Осип Алексеев ҫыравҫӑ. Осип Алексеевич Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Юрий Шепиловӑн Асӑну концертне хутшӑннисем патне янӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ. Унта композитор чĕрӗ чух кӑламасӑр юлнӑ ырӑ пулӑмсене те асӑннӑ.
Тус-юлташӗсем ячӗпе Ҫӗрпӳри кирпӗч завочӗн тӗп механикӗ Владимир Васильев, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи ҫамрӑксен ҫурчӗн директорӗ Александр Афанасьев, "Заволжски" клубӑн илемлӗх ертӳҫи Михаил Дмитриев тухса каларӗҫ. Ентеш-сăвăҫсем—Шетмĕ Михалипе Николай Ершов хӑйсем Юрий Шепилова халалланӑ сӑввисене вуларӗҫ.
Райпо ертуҫи Альбина Дмитриева Юрий Васильевичпа ҫак системӑра пӗрле ӗҫленӗ ҫулсене аса илсе каларӗ. Вӑл Раиса Сарпи пуҫарӑвне—районта Юрий Шепилов ячӗпе музей-пулӗм уҫас, вӑл ҫуралнӑ тата пурӑннӑ ҫуртсем ҫине Асӑну хӑмисем ҫакас ыйтӑва татса панӑ чух пурлӑх енчен пулӑшма пулчӗ.
Концерта Трак ен чăваш-нимӗҫ гимназийӗн учителĕ Михаил Филимонов ҫырнӑ сӑвӑпа "Заволжски" клубӑн илемлӗх ертӳҫи Евгений Небытов кӗвӗленӗ "Посвящение" юрӑпа уҫрӗҫ. Ӑна Юрий Шепилова чысласа хайланӑ.
Пӗтĕмпе юратнӑ композиторӑмӑрӑн 19 юрри янарарӗ ҫав каҫ. Вӗсене маларах ҫырнă юрӑҫем —И.Христофоров, 3, Лисицина, Т, Гурьева, 3. Смирнова, Т, Рассказова, Любӑпа Владимир Григорьевсем, С. Данилова тата ҫӗнӗрен хутшӑннӑ В. Шумилов, С, Васильева, Л. Ильина юрларӗҫ, Концерт халӑх пултарулӑх ҫурчӗн хорӗ Юрий Шепилов Леонид Антонов сӑввипе кӗвӗленӗ "Тӑван Чӑваш ен" юрра шӑрантарнипе вӗҫленчӗ. Композитор мӑшӑрӗ Вера Степановна тата ывӑлӗпе хӗрӗ пурне те ӑшшӑн тав турӗҫ. Юрий Шепилов композитор яланах пирӗн асӑмра юлӗ. Вӗл кӗвӗленӗ юрӑсене канши кон-цертрах илтĕпӗр, вӗсене пултаруллӑ юрӑҫсем ӑмӑртмаллах хӑйсен репертуарне кӗртӗҫ. Хурлану-эрленӳ те, савӑнӑҫ вӗҫевӗ те, яшлӑхӑн ҫепӗҫ те хĕрÿ туйӑмӗпе ӗмӗчӗ-çуначӗ те, ачаш тунсӑхӗ те унӑн юррисенче.


Категори: Юрий Шепилов юррисем | Кам хушнă: mixaj_58 (01.10.2009)
Миçе çын вуланă: 2282 | Теги: Юрий Шепилов | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz