Шăматкун, 04.05.2024, 04:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Исмай Исемпек пултарулăхĕ

Шăрттан. Калав
Салтака кайма ят тухрĕ. Эпĕ курсант тумне тăхăнма кăмăлларăм. Çар комиссариатĕнче манăн шухăша ырларĕç. Эпĕ Омскри çар аслă училищине суйласа илтĕм.
Палăртнă вăхăтра Шупашкартан вунпилĕк çамрăк Канаша çул тытрăмăр: иккĕш-виççĕш — ял ачисем, ьптисем — хуларан. Эпĕ заводра ĕçленине шута илсе çар комиссарĕ мана çав ушкăнăн асли пулма палăртрĕ. Канашра çĕр каçнă хыççăн Омска çитекен пуйăс çине лартăмăр. Вакуна вырнаçсан кăнтăр апатне пуçтарăнтăмăр.
Кашнин салтак кутамкки пур. Кам мĕнле апат-çимĕçпе пуян, çавна кăларчĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир пĕр çемье. Пур — пĕрле, çук — çурмалла. «Кăлпасси санăн, чăкăчĕ манăн» тесе уйăрса тăмастпăр.
Шупашкар районĕнчи Улати кутамккинчен сĕтел çине шăрттан кăштăрт кăларса хучĕ. Чăн-чăн чăваш шăрттанĕ. Салтак ачисем ку хура-хăмăр питлĕ чăмăрккана курсан: «Ку мĕн ара? — тесе Улатирен кулма пуçларĕç. — Çимелли япалах-ши ку? Вăркăнтар ăна кантăкран!»
Эпĕ çакăн пек шăрттана Ехрем хуçа Чулхула ярмăрккинче сутса палăрнине пĕлтертĕм. Акăлчан купсисем тутанса пăхнă та ăна питĕ килĕштернĕ. Вара вĕсем шăрттан усламçипе çак çимĕçе тăтăшах туянса тăма алă çапаççĕ. Çавăн хыççăн Ехрем хуçа чăваш шăрттанне ют çĕрсене Атăл тăрăх пăрахутпа тăтăшах ăсатнă. Техĕмлĕ типĕтнĕ какай вĕт. Сивĕрен те, шăрăхран та хăрамасть. Виç-тăватă çул мар, вуншар çул та упранма пултарать тенине те илтнĕ. Çавăнпа чăвашсен салтак ачисене шăрттан парса ярасси йăлана кĕнĕ. Çавна шута илнĕ ĕнтĕ Улатин ашшĕ-амăшĕ.
Мĕн тăвас тен, хула çамрăкĕсем шăрттан çисе курман, унăн тути-масине пĕлмен. Анчах та эпĕ, килте шăрттан çисе ӳснĕскер, хаклă çимĕçе пăрахтармарăм.
— Эсир хулари апат-çимĕçпе сăйланăр, мана шăрттан та пырĕ, — терĕм те ăна пĕчĕккĕн касса илсе вĕри чейпе çиме пуçларăм.
Омск хулине Канаш пуйăсĕ виçĕ талăк ытла каять. Талăк иртсен пулас курсантсен апат-çимĕçĕ пĕтрĕ. Вĕсем хайхи кашни чарăнура станцисенчи буфета чупаççĕ, унтан кукăль-пĕремĕк йăтаççĕ. Эпĕ ниçта та тапранмастăп: манăн пăхма илĕртӳллех мар пулсан та, тутипе питĕ техĕмлĕ шăрттан пур-çке. Çапла шăрттанпа виçĕ талăк ытла рехетленсе кайрăм. «Тавах ăна пĕçерекене», — тесе савăнса пытăм.
Категори: Исмай Исемпек пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.12.2013)
Миçе çын вуланă: 312 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz