Шăматкун, 18.05.2024, 10:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Исмай Исемпек пултарулăхĕ

Салтак курки. Калав
Юратнӑ пысӑк атте салтакра. Чикӗ хуралҫи вӑл. Эпӗ виҫҫӗмӗш класра кӑна вӗренетӗп пулин те ҫыру ҫӳрететпӗр. Вӑл - салтакри, эпӗ ялти пурнӑҫ-курнӑҫ ҫинчен пӗр-пӗрне тӑтӑшах пӗл-терсе тӑратпӑр.
Пысӑк атте - чыслӑ салтак. Чикӗ хуралне вӑл Арӑслан ятлӑ утпа ҫӳрет. Ӑна хӑйӗн чи шанчӑклӑ тусӗ вырӑнне хурать. Урхамахне те питӗ лайӑх пӑхать. Вӑхӑтра хыркӑчлать, ҫилхине ятарлӑ турапа якатать. Йӗвенӗ те, йӗнерӗ те пур енчен йӗркеллӗ, ҫыпӑҫуллӑ. Пӗр ҫырура ярса панӑ ҫар хаҫатӗнчен касса илнӗ сӑн ӳкерчӗкре вӑл Арӑсланпа юнашар тӑрать. Ҫавӑнтах вӗсене мухтаса ҫырнӑ хайлав пур. Пысӑк атте часть ялавӗ умӗнче сӑн ӳкерӗнме тивӗҫнӗ. Ҫуллахи пӗр тӗттӗм каҫ вӑл чикӗри йӗркене пӑсакан ҫынна тытса чарнӑ чух хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Ку хыпара генерал тав ҫырӑвӗнче ашшӗ-амӑшне пӗлтернӗ.
Пысӑк атте мана шкулта лайӑх вӗренме пил парать. "Пур ҫӗрте те хастар пул, лайӑх салтак пулма хатӗрлен. Уссе ҫитсен эсӗ те чикӗре тӑрӑн, - тет. - Ан ман, пирӗн асатте Салтак хушма ята ахальтен мар тивӗҫнӗ, хӗсметре ҫирӗм ҫул Тӑван ҫӗр-шыва хӳтӗленӗ вӑл."
Эпӗ тӑрӑшатӑп. Вӗренӳ ҫулне "пиллӗк" паллӑсемпе пӗтертӗм. Ун ҫинчен пысӑк аттене питӗ хавхаланса пӗлтертӗм. Маттур ача эсӗ, санпа мухтанатӑп тенине кӗтсе ӗнтӗ.
Тепӗр эрнерен почтальон эпӗ хур кӗтӳҫи пулнӑ вӑхӑтра ятарласа ҫырмана ансах салтак курки тыттарчӗ.
- Ку сан ятпа килнӗ, - терӗ. - Пысӑк аҫуран.
Тӗлӗнмелле! Куркине хулӑн хутпа та, пир татӑкӗпе те чӗркемен. Адресӗ вара курки ҫинчех. Унта ма-нӑн ятӑм-шывӑм пур. Ҫырасса питӗ тикӗс чӗрсе ҫырнӑ. Номерӗ те пур. Унта пилӗк "пиллӗк" .
- Ку паллисем ахальли мар, эсӗ мӗнле вӗреннине кӑтартакан хисеп паллисем вӗсем, - терӗ атте. -Хакла ӑна.
Тепӗр кунне пысӑк аттерен хамӑн ятпах ҫыру илтӗм. Эпӗ кӗтнӗ пекех вӑл мана мухтать, малалла та маттур пулма хушать.
Салтак курки пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Эпӗ унран пӗр кун та уйрӑлмарӑм. Шыв ӗҫмелле-и е чей - салтак куркинчен ӗҫетӗп. Ҫырлана е ӗне ҫитврме каятпӑр-и - пур ҫӗрте те пысӑк атте парни ҫумрахчӗ. Шкулта та лайӑх вӗренме хавхалану кӳретчӗ. Килте тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн анне ирпе тата каҫхине салтак куркипе ӑшӑ сӗт ӗҫтеретчӗ. Курки тӑп-тулличчӗ.
Шкул хыҫҫӑнах салтак ячӗ тухрӗ. Инҫе ҫул умӗн кутамкка хатӗрленӗ чухне атте: "Тусна" ан хӑвар, кутамккуна чик. Курка салтака ялан кирлӗ", - терӗ. Унпах ҫула ӑсантӑм та.
Пысӑк атте халалне чыслӑн пурнӑҫларӑм - Сал-так Кӗркурин ятне ямарӑм.

Исмай Исемпек
Категори: Исмай Исемпек пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (07.04.2010)
Миçе çын вуланă: 560 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz