Шăматкун, 04.05.2024, 03:03
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Исмай Исемпек пултарулăхĕ

Ирхи кĕлĕ. Калав
Эпĕ урамран выляса кĕтĕм. Пӳрт алăкне уçрăм çеç, асаннене курах кайрăм. Мĕнле савăнăç! Асанне патне чупса пытăм та ăна ыталаса илтĕм. Вăл мана хăй çумне лăчăртарĕ те:
— Мĕнле ӳссе кайнă эс, — терĕ пуçран ачашласа. — Маттур.
Акă асанне кутамккинчен пĕчĕк пир хутаç кăларчĕ. Эпĕ тӳрех ăнкартăм: вăл хĕвелçаврăнăшпе хутăштарнă мăйăр илсе килнĕ ĕнтĕ. Пирĕн пата килмессеренех — çулла-и, хĕлле-и — кашнинчех мана çав хутаçри сарă мăйăрпа сăйлатчĕ асанне,
Халĕ те вăл мана пĕр пысăк ывăç хĕвелçаврăнăшлĕ мăйăр тыттарчĕ. Шăлна катса ан пăрах тесе мана анне мăйăр тукмакки пачĕ. Пуçларăм хайхи мăйăра шĕкĕлчеме. Асанне ку хутĕнче, юнашар ялта пурнаканскер, ик-виçĕ кунлăха анчах мар килнĕ.
Атте аннене ыран Шупашкара больницăна илсе каять иккен. Вăл тĕп хулара пир-авăр комбинатне тунă çĕрте ĕçлет те. Анне ун чухне пилĕкпе питĕ хытă аптратчĕ.
Тепĕр кунне эпĕ çывăрса тăнă вăхăтра эпир асаннепе иккĕнех. Аттепе анне тул çутипех тухса кайнă. Пуйăспа каймалла та-ха. Асанне тĕпелте кăштăртатать, çимелли пĕçерет.
Эпĕ вырăн çинчен тăтăм анчах — асанне ман пата çитрĕ те.
— Атя, кил лаххан патне, питна çу, — терĕ те мана куркапа ăшă шыв ярса тăчĕ. Тăрăшсах çăвăнтăм. Алшăлли тыттарчĕ. Шăлăнтăм.
— Халĕ кунта кил, — терĕ. Хăй Турă кĕтессинчеччĕ. Мана мĕншĕн унта чĕннине тӳрех ăнланса илеймерĕм.
Ирхи кĕлĕ тумалла иккен.
— Эсĕ сăхсăхма пĕлетĕн-и-ха? — тет асанне. Анне хутран-ситрен Турра пуç-çапнине курнă-ха эпĕ. Уйрăмах аслатиллĕ çумăр çунă вăхăтра. Çиçĕмĕ вара ай-ай питĕ вăйлă çиçетчĕ, аслатийĕ пĕтĕм тĕнчене кисрететчĕ.
— Ах, Турăçăм, ан пăрах пире, сыхлах инкекрен, — тетчĕ ун чухне анне çине-çине сăхсăхса. Эпĕ хăранипе Турă кĕтессинчен пуçланакан сак айĕнче куçа хупса лараттăм. Питĕ хăрушă вĕт. Анчах çиçĕмĕ куçа хупсан та йăлтăртататчĕ. Пĕтĕм пӳрте çутатса илет те аслатийĕ: çăтăр-çăтăр-çат! тутарать.
— Ах, аçа çапрĕ вĕт, — тет анне. — Çырмари йăмрана е ялти камăн та пулин çуртне лектерчĕ-ши?
Вăл вăхăтра аçа çапнипе ялсенче нумай пушар тухатчĕ. Çурт-йĕр анчах мар çунса каятчĕ. Хăш-хăш ялта аçа çапнипе çынсем вилни те пулнă. Асаннене эпĕ сăхсăхма пĕлменни çинчен пĕлтертĕм.
— Эсĕ халĕ çичче кайнă, санăн Турра пуççапма, сăхсăхма пĕлес пулать. Çĕнĕ куна ирхи кĕлĕпе кĕтсе илмелле, — тет асанне. — Каçхине, çывăрма выртас умĕн, каçхи кĕлĕ каламалла.
Малашне Турра халалланă уявсем çинчен каласа пама, кĕлĕсем вĕрентме сăмах пачĕ.
Турăшсем вырнаçнă кĕтесре мана вăл хĕрес хума вĕрентрĕ. «Халĕ итле, эпĕ мĕн каланине тимлĕн астуса юл». Унтан кĕлĕ калама пуçларĕ.
— Эй, Çӳлти Аттемĕр! Санăн яту хисеплентĕр. Санăн Патшалăху килтĕр. Санăн ирĕкӳ çĕр çинче те çӳлти пекех пултăр. Паян пурăнмалăх çăкăр пар пире. Эпир хамăра парăмлă çынсене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире. Çылă-ха ан кĕрт пире, усалтан хăтар пире. Патшалăх та, хăват та, ăслăлăх та ĕмĕрех Санăн. Аминь.
Асанне вуланă кĕлĕре мана «Паян пурăнмалăх çăкăр пар пире» тени питĕ тĕлĕнтерчĕ.
— Мĕншĕн паян валли анчах çăкăр ыйтмалла вара Турăран. Ыран, виçмине мĕн çимелле? Çăкăрсăрах пурăнмалла-и?
— Ыран та, виçмине те тата малалли кунсенче те пурăнмалăх çăкăра Турăран ыйтас пулать, — тет асанне.
— Турă вара çăкăр кашни кунах парать-и?
— Парать. Анчах çăкăр ыйтнипех вăл пĕлĕтрен ӳкмест. Уншăн ĕçлес пулать. Çуркунне тырă акас пулать, вăхăт çитсен ăна вырас пулать. Унтан çапмалла, тасатмалла. Армана кайса авăртмалла. Çăнăхран чуста тумалла, ăна кăмакара пĕçермелле.
— Ăна пĕлетĕп-ха, асанне, — тетĕп.
— Пĕлни лайăх, — тет вăл, — анчах тар юхтармасăр çăкăр сĕтел çине килмест. Асту. Ну, паянлăха çитĕ, мăнукăм. Халĕ кил картине тухса ĕне-сурăх витине тасат. Каçхине хутма шаршанран вутă йăтса кĕр.
— Юрать, асанне!
Ĕçсене туса пĕтернĕ çĕре асанне сĕтел çине техĕмлĕ апат лартнă.
— Мĕнле, ыйхăран вăранса çитрĕн-и?
— Çитрĕм, çитрĕм, асанне!
— Халĕ апат çиме юрать, мĕншĕн тесен эсĕ ĕç турăн. Ĕçленĕ хыççăн апат лай-ăх анать. Акă, куратăн-и, Турă сана çăкăр та панă, — тет асанне. — Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, асанне. Ĕçлесен Çӳлти Аттемĕр сăкăр кашни кунах парать!
Категори: Исмай Исемпек пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.12.2013)
Миçе çын вуланă: 491 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz