Юнкун, 08.05.2024, 09:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Упи ен паттăрĕ
Пайсупинра çуралса ÿснĕ паттăр ентешĕмĕре — Давид Максимович Максимова

Раман Еккĕмч Петĕрне,
Полици полковникне 
Эп тĕл пултăм Тюменьре, 
Туйрăм ăшă кăмăлне. 

— Пĕлес килет сир(ĕ)н çинчен,
Ыйтрăм эпĕ Петĕртен. 
— Хавас калаçма ирччен, — 
Епле пурăнать Трак ен? 

Çĕпĕре Тавит кукка
Вăрçăччен килнĕ куçса. 
Çуртне-йĕрне çавăрса 
Тымар янă Канашра. 

Хĕрĕх пĕрремĕш çулта
Куккана илеç вăрçа. 
Çĕпĕр дивизийĕнче — 
Хăюллисен йышĕнче. 

Чăтăм-тÿсĕм çитерсе
Аркатаççĕ нимĕçе. 
Вĕсен шанăç-ĕмĕтне 
Çунтараççĕ вут-хĕмпе. 

Чыс тăваç куккасене — 
Мускава хÿт(ĕ)лекене. 
Тавит Макçимч кăкăрне 
Çакаç "Хĕрлĕ Çăлтăрне”! 

Виçĕ орден пĕтĕмпе 
Илнĕ вăрçă хирĕнче. 
Мухтанатпăр куккипе, 
Упи ен паттăрĕпе. 

Кукка хыççăн йĕрлесе
Эп те çитрĕм Çĕпĕре. 
Питĕ кăмăллă Канаш, 
Кĕтсе илчĕ пит йăваш. 

Вун саккăрти каччăна
Шанса пачĕç трактор та. 
Пĕтĕм вăй-хала хурса, 
Эп ĕçлерĕм тăрăшса. 

Утмăл пиллĕкмĕш çул
Çитрĕç аттепе анне. 
Епле ырă пĕрле чух 
Пурăнмашкăн çут тĕнче. 

Çумри çывăх çыннăмсем
Уйрăлсан ĕмĕрлĕхе, 
Кунти Тюмень тăрăхне, 
Çитрĕм Каскара ялне. 

Тура шывĕ çухрăмра
Çĕклет пирĕн кăмăла. 
Илĕртет-çке çумăра, 
Ÿстермешкĕн тыр-пула. 

Ÿсеç çĕнĕ урамсем, 
Кунта çамрăк мăшăрсем. 
Çĕпĕр ялĕ Каскара, 
Çĕкленет çулран-çула. 

Манмăп нихçан туссене, 
Пĕрле вĕреннисене. 
Ваçли Васильч Йăванне — 
Пĕрмĕш ранг капитанне. 

Ÿснĕ вăл Янмурçинра,
Эпĕ вара — Мамçара. 
Пĕлÿ пухнă Упире, 
Пурăнать халь Питĕрте. 

Мăшăрăмпала пĕрле,
Ывăлпа хĕр ÿстерсе, 
Мăнуксемпе киленсе, 
Пурăнатпăр хисепре. 

Академи пĕтерсе
Пурнăçларăм тивĕçе. 
Халь тивĕçлĕ канура, 
Ял-йыш ялан асăмра. 

* * *

Тав тăватăп ентеше.
Манмăп ăшă сăмахне. 
Пурăнмашкăн малашне, 
Сунап çирĕп сывлăхне!
Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (11.02.2013) | Автор: Гурий Дубров
Миçе çын вуланă: 277 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz