Юнкун, 08.05.2024, 19:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Ярковăра - хăнара
Тюменьрен çĕр çухрăмра —
Илĕртÿллĕ вырăнсем, 
Курăнмаççĕ сăрт-тусем. 
Тура, Тавда шывĕсем —
Икçĕр ытла кÿлĕсем. 

Ылтăн-кĕмĕл карассем, 
Çаклатаççĕ пулăçсем. 
Пулăран пуян шывсем — 
Çирĕм ытла йышĕсем. 

Кÿлĕре ĕрчекенсем — 
Вăтăрсемпе ăтăрсем. 
Куянсемпе тилĕсем — 
Тайгара вăй илнисем. 

Çĕрĕ пуян вăрманпа —
Вун икĕ пин лаптăкра. 
Хырпа чăрăш, пихтăсем, 
Йăрăс вуллă хурăнсем. 

Хулари пек урамсем,
Пилĕк хутлă çурчĕсем, 
Асфальт сарнă урамне, 
Çĕклет ялăн илемне. 

Çакă ялăн фермерпе, 
Макар мучин хĕрĕпе, 
Курнăçсассăн çак ялта, 
Чун çĕкленчĕ, тупата. 

Сарă, хитре чиперкке,
Кăвак куçлă хĕр-пике, 
Хĕвел евĕр йăл! кулса, 
Ăшшăн тытрĕ ал парса. 

Вăй хурать вăл çĕр çинче — Ÿсет тулă уй-хирте. 
Тĕрлĕ пахча çимĕçпе 
Вăл малтисен йышĕнче. 

Çăнăх тума арман пур,
Кăмăл пулсан çитсе кур. 
Çăкăр завочĕ хăйсен, 
Чыс-хисепре пекарьсем. 

Чăх-чĕп фабрикийĕнче
Ÿстереççĕ чĕпĕсем. 
Тупăш параканнисем — 
Голландирен илнисем. 

Выльăх-чĕрлĕхрен пуян,
Татăк тăмаç аш-пăшран. 
Ÿстереç ăратлă хур —
Пасарта сутмалăх пур. 

Ял-йыш туслă пурăнать, 
Юмахри пек туйăнать. 
Юрă-ташă ăстисем, 
Мухтава тивĕçлисем. 

Тура юхать сарăлса,
Тыр-пул ÿсет кашласа 
Хура çĕрпе ыр курса, 
Пурăнаççĕ савăнса!
Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (11.02.2013) | Автор: Гурий Дубров
Миçе çын вуланă: 276 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz