Тунтикун, 20.05.2024, 07:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Атте-анне – пурнăç хĕлхемĕ
Халь шăпăр-шăпăр çурĕ çумăр -
Сип-симĕс курăк тапранать.
Умрах тăрать-çке иртнĕ ĕмĕр,
Чуна ытла ыраттарать.
 
Курăк çинче вылянă, ÿснĕ,
Ача сăпки – куç умĕнче.
Атте-анне епле-ши тÿснĕ?
Пăтранчăк пулнă çут тĕнче.
 
Тăван аттеçĕм ÿснĕ тăлăх,
Асать пуç хунă вăрçăра.
Ĕçме-çиме пулман ун тулăх,
Иртмен яш ĕмĕр вăйăра.
 
Чун хавалне парса ĕçленĕ,
Кайра пырас темен çынран.
Хисеплеме çынна вĕрентнĕ,
Пепкисене мĕн ачаран.
 
Вăхăчĕпе юман та хăвăл,
Тек кăлармасть çулçисене.
Эпир çуралнă - хĕр, виç ывăл,
Хыçа хăварнă çулсене.
 
Сарă хĕвел тĕнче илемĕ,
Çĕр чăмăрне вăл ăшăтать.
Атте-анне пурнăç хĕлхемĕ,
Чун-чĕрене вут-хĕм сапать.
 
Кун-çул вĕçне çитсе пыратăп,
Пĕрле ялан юрри-ташши.
Эпĕ хамран мĕнех хăварăп?
Чи уçă кăмăл, чун ăшши.
Категори: Гурий Дубров пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (12.01.2011)
Миçе çын вуланă: 383 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz