Кĕçнерникун, 16.05.2024, 08:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Гурий Дубров пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 69
Миçе материал кăтартнă: 21-25
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 7 ... 13 14 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Эх, илемлĕ-çке сасси,
Савнă Тракăн, савнă енĕн юрăçин.
Итлĕрсем: Дубров юрлать –
Сарă кайăк юррине чарса тăнлать.
 
             Хушса юрламалли:
           Эс, юрла, тусăм, юрла,
           Савăнтарса çĕклемешкĕн кăмăла.
           Чунсене вĕçтер инçе,
           Çут тÿпенĕн тăррине çити илсе.
 
Хăвала эс ватлăха,
Сассупала йăпантарса халăха.
Ан сÿнтер чун çăлтăрне,
Ачаранах çÿлтен турă панине.
 
               Хушса юрламалли.
 
Юрă мар-и – чун уççи?           
Эсĕ вара, эсĕ вара  - ун хуçи!
Çыншăн юхтăр вĕри тар,
Пулĕ çакă, пулĕ çакă пархатар.
             
                Хушса юрламалли.
 
Мухтанатпăр чĕререн,
Сцена çинчен янкăс сассуна илтсен.
Ăнăçу та çут малаш
Хăв куратăн: халь сана сунать чăваш!
                
                  Хушса юрламалли.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 247 | Author: Валентина Рудникова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нимĕч Алманчра çуралнă эс,-
Ку - çывăх та ăшă кĕтес.
Аçу-аннÿ пиллерĕ сывлăх,
Турă пани сан пулчĕ - çынлăх!
 
Тăван киле кайсах тăратăн,
Килне-çуртне типтер тытатăн.
Тус-тăванна асрах усратăн,
Пур кăмăлтан эс пулăшатăн.
 
Майреç таврашĕ - ĕçчен халăх,
Сăлтавĕ пур çав савăнмалăх.
Ванса тăмасть сирĕн хуçалăх,
Çынсем валли çитет сăпайлăх.
 
Пĕрре курсах эс килĕштертĕн,
Нурăс хĕрне, яла килсессĕн.
Хăв аллунтан тек вĕçертмерĕн,
Вăл çăлтăр пек илемлĕ терĕн.
 
Мăшăрпала туслă пурнатăр,
Ывăлсене  сума сăватăр.
Ура çине чипер тăратрăр,
Мăнукăр пуласса шанатăр.
 
Вăрăм кун-çул сана сунатпăр,
Уçă сассу ялан янратăр!
Нумай çул пурăн, эс, ан ватăл,
Телейлĕ кун-çулне Тур патăр.
 
     2009, чÿк уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 291 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эс çуралнă ял вăл - Шăхасан,
Пур сăлтавĕ мухтанмашкăн сан.
Иртрĕ ача çулĕ çакăнта,
Çеçпĕл çунат сарнă çак ялта.
 
Эс çуралнă ылтăн кĕркунне,
Сачĕ пулнă тулăх çимĕçпе.
Аçу татнă  сиплĕ сим-пылне,
Аннÿ пухнă улми-çырлине.
 
Эс çуралнă Валька килĕнче,
Музыка тĕнчин ытамĕнче.
Баянпа выляттăн ачаран,
Калама вĕрентĕн аçуран.
 
Аслă пĕлÿ илтĕн хулара,
Çемье тĕвĕлерĕн Т(ă)ракра.
Икĕ хĕрпе ывăлăр çумра,
Телее куратăр мăнукра.
 
Хăвăн талантна ăста туптан.
Ютшăнмастăн юрă-ташăран.
«Çеçпĕл» ача сачĕ йышĕнче,
Чĕрĕк ĕмĕр вăй-хална хуран.
 
Ырă çын пурăнать çĕр çулне,   
Çитрĕн эсĕ паян çуррине.
Патăр Турă сана сывлăхне,
Пурăнмашкăн тата аллăшне!
 
 2009 çул, юпа уйăхĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 286 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хăв çуралнă çуртра çитĕнме
Атте Турă паман пехилне.
Пурнăçри асапа çĕнтерме
Эс пултартăн тупма мехелне.
 
Пĕчĕкрен çич ютра çитĕнсе,
Телей тупрăн ĕçпе виçĕнсе.
Яланах хисепре хăв ĕçре,
Сан пекки урăх пур-ши тепре?
 
Вĕренсе тухрăн эс тухтăра,
Çынсене халь сиплетĕн ăста.
Çĕпĕрте, кăнтăрта, тухăçра,
Ыр ята тивĕç эс хăть ăçта!
 
Тухăçран кун çути кармашать,
Шурăм пуç сан сăнна çутатать.
Хĕр тути сар хĕвел пек кулать,
Чĕрере юрату çуралать.
 
Мăшăрпа пурăнатăр тату,
Юрату, чĕрере ырă ту!
Хĕр-пике çитĕнет чечек пек!
Пур енчен те вăл амăшĕ пек.
 
Çамрăк ĕмĕр юлать хыçала,
Çутă ĕмĕт хушать вăй-хала.
Турă çырнă мăшăрупала
Утăр ĕмĕр пĕрле малалла!
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 234 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шетмĕ хĕрринче ларать Кăмакал,
Кун çути курнă савнă тăван ял.
75 çул тултартăн кăçал,
Анчах ăраскал эс куртăн сахал.
 
- Хуйхи-суйхине чăтса ирттерме,
Турă çырнă пуль?- тетчĕ анне.
Хăраххăн юлса пире ÿстерме,
Çитерчĕ тăнне тата вăй-халне.
 
Вăрçă çулĕсем амантрĕç пире,
Манăçми суран халь те чĕрере.
Çĕрĕк улмине çирĕмĕр чылай,
Анне куççульпе çăвăнчĕ самай.
 
Утрăн тинкерсе анне çулĕпе,
Вăрман ĕçĕнче пултăн хĕлĕпе.
Усмарăн пуçна, чăтрăн арçын пек,
Савăк пурăнан халь шăллусемпе.
 
Атте-анне пек хитре сăн-питрен,
Юрри-ташшипе хыврăн вĕсене.
Ĕçе çамрăклах кÿлĕнтĕн вара,
Килте пит сайра – ялан фермăра.
 
Пĕчĕкрен курса кун-çул хÿхĕмне,
Пĕлтĕмĕр эпир пурнăç техĕмне.
Мухтав чĕререн атте-аннене,
Манас çук нихçан эпир вĕсене.
 
Йыснапа пĕрле çемье çавăрсан,
Ÿсрĕç пĕр вартан тăватă пĕр тăван.
Мăнуксем те пур, пиллĕкĕн вĕсем,
Пирĕн несĕлсен йăх-тымарĕсем.
 
Тек нихçан ан кур тертне, нушине,
Турă ас тутăр  ĕлĕк курнине.
Сана малашне ыр пулăм сунса,
Калам ик сăмах: «Пурăн савăнса!»
      
2005 çулхи раштавăн 14-мĕшĕ.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 268 | Author: Гурий Дубров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz