Вырсарникун, 05.05.2024, 23:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Галина Макарова пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 8
Миçе материал кăтартнă: 6-8
Страницăсем: « 1 2

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Юратăвăм — Эсĕ Турă,
Тикĕслетĕн пурнăçа. 
Санпа çеç кун-çулăм ырă, 
Тăнăçлăх кĕртен ăса. 

Тÿрĕ çултан пăрăнсассăн 
Тĕмсĕлетĕп çав тери. 
Канăç çук пачах та Сансăр, —
Эсĕ çеç телей Турри. 

Эп хĕрсех Сана шыратăп 
Туптанса вут-çулăмра. 
Тасалсан кăна туятăп 
Ырлăхна хам чунăмра. 

Эсĕ чĕрĕ Çăл куç пултăн 
Чуна уçма кулленех. 
Санра сÿнми ырлăх тупрăм 
Лăплантарма чĕрене.
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 339 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.06.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Усă кÿме пултарăп-ши, савниçĕм, 
Сана вышкайсăр йывăр вăхăтра? 
Чунне хуплать шартса хаяррăн çиçĕм, 
Сирейĕп-ши сăпайлăн çутатса? 

Çав çутăра тупать чун лăпкă канăç, 
Арпашнă пурнăç йĕркене кĕрет. 
Хăвачĕпе çиçет телейлĕ тăнăç, 
Шанчăк шевлийĕ уççăн илĕртет. 

Йывăрлăхсемшĕн тав тăвасчĕ, тусăм, 
Асаплăхра чĕре çирĕпленет. 
Тен, ахаль мар пуль пăтăрмахлă пулăм 
Пире çывăхлатасшăн йĕпленет. 

Эп паттăр ĕçсемпе, тен, тĕлĕнтермĕп, 
Татса параймăп çÿлти çăлтăра. 
Чун ăшшипе, савни, хута кĕретĕп, 
Ку саншăн пултăр чи пысăк тупра.
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 337 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Юратнă енĕм — Чăваш Ен!
Çулсеренех тĕрекленен. 
Яту çĕкленнĕ тÿпене, 
Салам салатрăн тĕнчене. 

Мĕн чухлĕ пархатар санра
Тапса тăрать çăл куç пекех!..
Сан çыннусем тĕнче тавра 
Çÿреç чăвашлăх чунĕпех. 

Капмар та хăтлă керменсем 
Савăнтараççĕ чăннипех. 
Çепĕç юрри еткерĕпе 
Пуянлатать чун-чĕрене. 

Мухтавлă енĕм — Чăваш Ен! 
Хĕвел шевли пек хÿхĕмлен. 
Пĕрлешчĕр туслă халăхсем 
Хĕрÿ ытамăнта вĕсем.
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 271 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

1-5 6-8


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz