Чĕпĕтет кăрлач Чĕпĕтет кăрлач, хуçа пуласшăн Тулăх сурхури кĕрекинче. Пĕр тĕпренчĕк çеç апат тупасшăн, Кăсăя ташлать пÿрт умĕнче. Ал лаппи çине хуратăп çăкăр, Илĕртсе илемлĕ кайăка. Пурăнăç нихçан та пулмĕ çăмăл,- Хăналанччĕ, юлмăп эп çука. Шанăçа тÿрре кăларчĕ кайăк, Ютшăнмарĕ кучченеçĕмрен. Пĕчĕк çеç самант, Халь кăмăл лайăх. Ģынлăха упрар мĕн виличчен.
|