Вырсарникун, 05.05.2024, 18:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ

Юратнă вĕрентекен
Хаваспах шкула утатăп 
Эпĕ лăпкă ирсерен.
Вĕрентекене куратăп —
Савăнатăп чĕререн.

Кăмăллăн класа кĕретĕп,
Вăл та васкаса кĕрет.
Урока хатĕрленетĕп —
Кашнинех çитет черет.

Вăл ăс-тăн парать пурне те —
Питĕ лайăх вĕрентет:
"Хăвăршăн пурнăç çулне те
Суйламашкăн пĕлĕр!” — тет.

— Калаçма, тĕрĕс çырма та,
Пит илемлĕ вулама,
Тарăннăн шухăшлама та,
Ăраскала палăртма.

— Ват çынна хисеплеме те,
Яланах ыр çын пулма.
Чăваш чĕлхине пĕлме те —
Юратма та упрама.

— Çут çанталăка курма та,
Чечек шăршине туйма,
Пур чĕрĕ чуна савма та,
Тăван ене мухтама…

Чунтанах эп хисеплетĕп
Хамăн вĕрентекене.
Ăнăçу, телей сĕнетĕп —
Ăна манмăп ĕмĕрне.

Кăçалхи кĕркунне районти шкулсенче вĕренекен çамрăк сăвăçсен Н. Ершов поэт ячĕллĕ конкурсĕ иртрĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕсене хаçат урлă пĕлтертĕмĕр. ”Ял пурнăçĕ” конкурс çĕнтерÿçисен сăввисене пичетлт. Малтанхи сăмах — 1-мĕш вырăн йышăннă Александра Яковлевана. Вăл Красноармейскинчи вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче пĕлÿ илет.

Категори: Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (28.11.2012) | Автор: Александра Яковлева, Красноармейски
Миçе çын вуланă: 303 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz