Шăматкун, 18.05.2024, 12:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Сăпка юрри-3/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Миша: Тихи те пĕрлех-и?  
Марук: Пĕрлех,ак тихипе лаши кĕçенсе тăраççĕ. Ачасем,Хветĕр пичче кунталла килет.                                                                                                              
Миша: Вăл халапсем ăста юптарать.                               
Марук: Тен,мĕн те пулсан пире те каласа парать.
 
Хветĕр пичче кĕрет. Ачасем çавăрса илеççĕ.
 
Хветĕр пичче: Аван-и,шĕвĕрккесем.
Ачасем: Аван.
Хветĕр пичче: Мĕнле вылятăр-ха?
Марук: Кăшманла.(васкаса ) Хветĕр пичче,сирĕн тихи лашинчен мĕнле тăрса юлмасть? Сирĕн хыççăнах пырать. Вăл хăйĕн амăшне паллать-им?
Хветĕр пичче:(ăшшăн кулкаласа) Паллать пулмасăр. Лашасем те çынсем пекех хăйсен амăшĕсемсĕр питĕ хытă тунсăхлаççĕ. Нихăçан та тăрса юлмаççĕ,тăрса юлсан та килех таврăнаççĕ. (Кăшт тăхтаса.) Эсир кĕнеке вулама юрататăр-и-ха??? 
Миша:(пăшăрханса) Эпĕ вулама пĕлместĕп.            
Ленук: Эпĕ кăçал шкула каятăп та  манна учитель вулама çеç маар,юмах та çырма вĕрентет,çăлтăр ячĕсемпе те паллаштарать.                                                                  
Марук: Мана асанне вулама вĕрентме пуçланăччĕ. Халĕ вăл пирĕнпе пурăнмасть те манна вĕрентекен çук. Ман питĕ-питĕ шкула каяс килет.                                                       
Хветĕр пичче: Сирĕн,çамрăксен,вĕренме тăрăшмаллах. Пирĕн пуласлăх сирĕнтен килет. 
 Марук: Пирĕн асанне:»Вĕренни йăтса çярес çĕклем мар,»- тетчĕ.                                                                       
Хветĕр пичче: Тĕрĕс каланă асання. Ǎслă хĕр арăмччĕ. Шел, пурнăçĕнче телей кураймарĕ.
Марук: Хветĕр пичче,манăн асанне пирĕнтен ăçта уйрăлса кайнă?  Пĕлместĕр-и?                                           
Хветĕр пичче: Мялти патшалăха.                 
Марук: Вăл ăçта вырнаçнă? Манăн та унта каяс килет.   
Хветĕр пичче: Э-э,хĕрĕм. Эсĕ  унта ан васка.Мамрăк-ха эсĕ. Унта пирĕн пек ватă çынсене çеç кĕртеççĕ. Асання сана вара ав çялтен пăхать.                                          
Марук: Вăл ман пата анаять-и???                                      
Хветĕр пичче: Тĕлĕкре.                             
Марук: Апла эп паян чăнласах тĕлĕк курнă. Анне каллех тĕрĕс каларĕ. Ǎçтан вăл веçех пĕлет.            
Хветĕр  пичче пăрăнса утать.
Марук: Тиха авă,хăй тĕллĕнех çярет. Лайăх ĕнтĕ ăна,Тарас килсен тарма пултарать… Ман анне вара манпа яланах çепĕççĕн калаçать,нихăçан та вăрçмасть. Пĕрре хытă вăрçасчĕ те,манăн та килтен тухса кайма сăлтав пулатчĕ.
Света: Хветĕр пичче,пирĕнпе япала илмелле вылятăр-и?
Хветĕр пичче: Э-э .Эсир выльăрах. Эпĕ килелле уттарам-ха.                                                                    
Марук: Эпĕ те вылятăп. Эсир мĕнле вылятăр?
Света: Япала илмелле.                                                   
Ленук: Эпĕ ертсе пыраканни пулатăп.                 
Ачасем :Сывă пулăр,Хветĕр пичче.
 
   Хĕрачасемпе арçын ачасем,алран-алă тытăнса карталанса тăраççĕ.Ленук карта варрине тухать те вылякансенчен пуринчен те пĕрер япала пуçтарать.Япала пуçтарнă вăхăтра сăвă калаççĕ:
Ачасем:(пурте пĕрле)       Кăлтăр-кăлтăр!Шăк-шак!
                                           Ак урапа,ак лаша,
                                           Ак япали лав туллии.
                                           Санюк пачĕ пиçиххи,
                                           Верук пачĕ тутăрне,
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2010)
Миçе çын вуланă: 281 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz