Тултаратăн эсĕ
çитмĕл пилĕк çул,
Нихăçан ан
ватăл, ĕмĕр çамрăк пул.
Кунта эп
çуралнă, кунтах пурăнап,
Шкула та
çÿретĕп, куллен тăрăшап.
Çуралнă Трак
енĕм, санран çук хакли,
Çĕрÿ те, шыву та
сан чи техĕмли.
Эс манăн
пуласлăх, эс ман ăраскал,
Ĕçÿ, пурнăçу
пытăр тикĕс, кал-кал.
Тăван пек эс
çывăх, пире ăнланан,
Анне пек эс ырă,
пăхан, ăс паран.
Манмастăп нихçан
та сана эп, Трак ен,
Эс манăн ачалăх,
пурнăç, телей.
Бобылева Наталия, 6б
класс
Ертÿçи –
Михайлова З.П.
|