Шăматкун, 18.05.2024, 15:41
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Категорире миçе материал: 71
Миçе материал кăтартнă: 31-35
Страницăсем: « 1 2 ... 5 6 7 8 9 ... 14 15 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Хама вĕрентнĕ ыр çынна
Эп нихăçан та манас çук.
Вăл манăн иккĕмĕш анне – 
Ман чĕререн вăл тухас çук.
 
Асрах-ха чи пирвайхи кун:
Учитель, класс, чечек çыххи.
Иртсе пырать халь кунран кун,
Шкул вăл маншăн ăс пуххи.
 
Кунта ман çывăх юлташсем,
Класс ертÿçи те тантăшсем,
Юратнă вĕрентекенсем –
Пире ыр çын тăвакансем.
 
Пурне те тав тăвас килет,
Ыр сăмахсем калас килет.
Шкул пурнăçĕ асра юлать.
Пĕлÿ ĕмĕрлĕхе пулать.
 
Полина Андрианова, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 303 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Учитель вĕрентет пире,
Класа кĕрет кашни ирех.
Йăл кулă ун пичĕ çинче,
Хавхалану ун чĕринче.
 
Тирпейлĕ çипуçпа çÿрет,
Кĕлеткине тăп-тăп тытать,
Илемлĕ калаçма пĕлет,
Пур ыйтăва та хуравлать.
 
Куçпа пăхни те, çÿçĕ те,
Утти те,  ĕçĕ-хĕлĕ те –
Йăлтах илемлĕ те хитре,
Учитель сăнĕ – чĕрере.
 
Оксана Журавлева, 7б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 266 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сар хĕвел пăхать ачашшăн,
Çутатать пирĕн çула.
Ăслă çын эпир пуласшăн
Çÿресе куллен шкула.
 
Çирĕп сывлăхлă пуласшăн –
Çырăнатпăр кружока.
Кашни кун аталанасшăн –
Тăрăшатпăр урокра.
 
Учительсене сунатпăр
Сывлăх та çитĕнÿсем.
Кăмăлтан эпир калатпăр:
«Ăнса пыччăр ĕçĕрсем».
 
Максим Степанов, 6б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 313 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пĕрремĕш учитель тухмасть асăмран,
Юратрăм ăна эпĕ пĕтĕм чунтан.
Вĕрентрĕ мана вăл çырма, вулама,
Хитре ÿкерме, калаçма, шутлама.
 
Пĕрремĕш учитель вăл чи пирвайхи,
Чи-чи кăмăлли те чи-чи лайăххи.
Чĕри ун пĕрмай ачасемшĕн çунать,
Тăван анне пек вăл пире юратать.
 
Вăл ырă, хисеплĕ, илемлĕ, хастар,
Ĕçчен, тăрăшуллă, чунпа та патвар.
Пире те хăй пек тăвассишĕн куллен
Вăйне те, халне те нихçан шеллемен.
 
Учителĕн ĕçĕ пĕртте çăмăл мар,
Анчах пархатарлă, хисепсĕр те мар.
Мĕн чухлĕ çынна парнелет хăй ăсне,
Пур ыр кăмăлне, туйăмне те чунне.
 
Мария Данилова, 6б класс, 
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 292 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кашни кунах шкула васкатăп,
Ăс-тăн пухатăп, вĕренетĕп.
Ирхи гимнастика тăватăп,
Сывлăхăма  çирĕплететĕп.
 
Тантăшсемпе эп калаçатăп,
Килти ĕçе пăхса тухатăп,
Пурне те ырă кун сунатăп,
Учителе кĕтсе ларатăп.
 
Вĕрентекен класа кĕрсессĕн
Пурте ура çине тăраççĕ.
Ачасене ларма сĕнсессĕн
Шăпăрт кăна кĕрсе лараççĕ.
 
Пĕр харăссăн куçран пăхаççĕ.
Учитель сăмахне кĕтеççĕ.
Ун çепĕç сассине итлеççĕ,
Ăша хываççĕ, ăнланаççĕ.
 
Шкул пурнăçĕ ытла асамлă:
Пĕлÿ тĕнчи, ăсталăх çурчĕ –
Кунта йăлтах илемлĕ, чаплă,
Тăрăшса çеç ман вĕренесчĕ.
 
Кунта ман çывăх тусăмсем пур,
Кирек хăçан та пулăшаççĕ.
Учительсем те юнашар пур –
Мана анне пек юратаççĕ.
 
Хушма пĕлÿ илес тесессĕн –
Тем тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ.
Ташлас, юрлас, канас тесессĕн –
Тем тĕрлĕ уявсем иртеççĕ.
 
Шкулти хаваслă пурнăç тухмĕ
Ман асăмран вăл нихăçан та.
Вĕрентекен сăнарĕ юлĕ –
Эпир кирек ăçта пулсан та.
 
Кристина Лукина, 6б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 272 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz