Эрнекун, 26.04.2024, 17:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Вăта Сăварти Улăп
Ĕлĕк-авал Атăл хĕрринче чăвашсен мăн аслашшĕсем пысăк мар хула çĕкленĕ. Вăта Сăвар тесе ят панă вĕсем ăна. Унта пĕтемпех килĕшӳллĕ пулнă: сăрт çинче мăнаçлă карман аякранах курăнса ларнă, карман варринче — турхан станĕ. Капăр тумлă çынсем турхан çурчĕ тӳремĕ çине тухса хула ыйтăвĕсене пĕрле канашласа татса панă. Савăнăçлă та тулли кăмăллă пурнăçпа пурăннă кунти çынсем.
Хула тавра сĕм вăрман кашласа ларнă. Кунĕпех хĕвел хĕртсе пăхнă, кайăксем юрланă. Çырла, кăмпа, мăйăр — тем чухлех ӳснĕ кунта. Ют çĕр-шывсене сутмалăх та пулнă вăл. 
Пĕррехинче çак вăрмана хăрушă тискеркке вĕçсе килнĕ. Çак самантран хула çыннисемшĕн сĕм вăрмантан пысăк инкек пыма пуçланă. Кашни кун тискеркке патне мĕнле те пулин парнелĕх чĕрчун пырса памалла. Илсе килмесен çак тискеркке хулана вĕçсе килет те ун çыннисене çисе ярать. 
Кунсем те уйăхсем, çулсем те вунăçуллăхсем те иртнĕ — çапла тискеркке патне хула çыннисем тăтăшах мĕнле те пулин чĕрчун илсе пынă. Харсăр чăваш нукерĕсем ăна çĕнтересшĕн пулнă, анчах — пĕтĕмпех усăсăр. Вăрмана кайсассăнах хыпарсар-мĕнсĕр çухалнă, вĕсене урăх никам та курман. 
Кĕçĕх пĕр чухăн çемьере ывăл ача çуралнă. Вĕсем ăна Улăп ят панă. Вăл хăвăрт ӳснĕ. Пилĕк çулта ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшнă. Çичĕ çулта чухне хĕç йăтма пуçланă. Вун икĕ çулта юлан утпа çĕршер çухрăма кайса килме пултарнă. Вун ултă çула çитсен ăна çĕнекен те пулман. Çирĕм çула çитнĕ çĕре вăл пысăк та вăйлă паттăр пек çитĕнсе çитнĕ. 
Вара çак паттăр Улăп тискерккене çĕнтерме шухăш тытнă. Анчах та тискерккене вăрманта тупса çĕнтерме йывăр пулнă. Унта вăл пур çĕрте те капкăнсем лартса тухнă. Вара Улăп тискерккене вăрмантан хулана чеен илĕртсе илсе тухма шут тытать. Вăл хула çыннисене çак кунтан тытăнса текех тискеркке валли парнелĕх чĕрчун илсе ан килĕр терĕ. 
Улăп хулари мĕн пур тимĕрçĕне пухнă та çапла каланă: «Çитет тискеркке мăшкăлĕ айĕнче пурăнса, эпĕ ăна хирĕç çапăçăва тухатăп. Чăтлăх вăрманта мар — кунта, хулара, тĕп туремлĕхре. Анчах эсир мана пысăк хĕç — айпăлта — туса парăр. Тăршшĕ 12 утăм, урлăшĕ пĕр хăлаç пултăр».
Хула халăхĕ парнелĕх чĕрчун илсе килменнишĕн тарăхса кайнă тискеркке хулана вĕçсе килнĕ. Çил тăвăл тухнă. Тӳпе тĕттĕмленнĕ, кайăксем юрлама чарăннă. Çынсем килĕсене пытанса ларнă. Улăп çеç урамра юлнă — хĕç-пăшалланса тискерккене кĕтсе тăнă. 
Акă вăл тискерккене çывхарса килнине асăрханă. Çыннисем каланă тăрăх ялан аш çинипе тискеркке тата капашсарланса та тискерленсе кайнă. Çунаттисемпе сулкалашнă чух аллă метр сарлакăш пулнă. Çăварĕнчен сурчăк-сĕлеке сирпĕнсе тăнă. Сурсан — кӳлĕ туса хурать. 
Улăп çак тискерккерен пĕрре те хăраман. Вăл хăйĕн хĕçне туртса кăларнă та çапăçма тытăннă. Вĕсем нумайччен çапăçнă. Малтан Улăп тискеркке çунаттисене пĕрерĕн-пĕрерĕн касса пăрахать. Юлашкинчен Улăп хăйĕн хĕçĕпе тискерккене кăкăрĕнчен чикнĕ те ăна çĕнтернĕ. 
Çынсем çакна курса тӳрех хăйсен килĕсенчен чупса тухрĕç, кайăксем те хыттăн юрлама пуçларĕç, тӳпере хĕвел те йал кулса пăхма пуçларĕ. Пурте мăнаçлă Улăпа пуç çапса тав турĕç. Уяв ячĕпе 12 така пусса чӳк турĕç. 
Çак вăхăтран Вăта Сăвар çыннисем ирĕклĕ те телейлĕ пурăнма пуçларĕç.
 
Васильева Анна, Красноармейски шкулĕ. Хайлав республикăмăрта иртнĕ "Чăваш йăмри" литература ăмăртăвне хутшăннă.
Категори: Ача-пăча пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (18.12.2013) | Автор: Васильева Анна, Красноармейски
Миçе çын вуланă: 264 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz