Юнкун, 06.11.2024, 04:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

«Тĕлĕнмелле чĕрчун» калав
Кĕркунне хăйне евĕр илемлĕ. Пĕтĕм тĕнче ыйха путма хатĕрленет тейĕн. Тĕрлĕ тĕспе витĕннĕ йывăçсем хушшинче çутă, сывлăш таса. Хăш-пĕр вырăнта урайне кавир сарнăн туйăнать. Сайра пĕрре чечеке ларнă курăка асăрхатăн. Вăл чуна çĕклет, темле илемлĕ юрă шăрантарас килсе каять. Кайăксем хĕл каçма çула тухаççĕ. Юханшывсен тĕпĕ курăнать. Манăн та çак илеме сăнас килчĕ, вăрмана Петĕр мучи патне кайма шутларăм. Тахçанах вăрман сывлăшĕпе сывласа киленменччĕ-ха.
Илеме сăнаса пынă май сисмесĕрех кĕрхи вăрмана çитсе тухрăм. Ăвăслăх куç умне тухса тăчĕ, çулçисем çутă хăмăр, хура хĕрлĕ тĕспе сăрланнă. Вĕсем тăкăнса çĕре хăйне евĕр шăналăкпа витнĕ. Унта та кунта кая юлса шăтса тухнă ăвăс кăмпи пур.
Тимлĕрех сăнаса утатăп. Кĕркуннехи чечексен тăррисем çулçă айĕнчен курăнаççĕ. Сисмесĕрех юрă сăмахĕсене ĕнĕрлеме пуçларăм. Юмах тĕнчине лекнĕнех туятăп. Хамран аякрах та мар темле мăшлатнă сасса илтетĕп. Тавралла сăнаса пăхатăп. Хуçăлса ӳкме пуçланă йывăç айĕнче пысăк чĕрчуна куратăп. Хама хам шанмасăр хытăрах тинкерсе пăхатăп. Кĕçех лаша кĕçенсе илчĕ. Йывăçсемпе тем калаçнă евĕр вĕсем çумне таянчĕ. Унтан урипе кукалеме пуçларĕ. Майĕпен патнерех утрăм, лаша куçран çухалчĕ. Кунта çак чĕрчуна курасса шутламан та! Вăрманти лăпкăлăха такам татни урхамаха килĕшмерĕ пуль тесе эпĕ малалла утрăм. Хуçи те кунтах пулĕ терĕм. Манăн кашни йывăçа пырса ыталас килчĕ. Каллех юрласа ятăм.
Пиçет пилеш, пиçет палан
Кĕр хĕрелет хĕрле.
Пĕрлешнĕ кайăксем паян —
Вĕçрĕç çӳлелле.
Кудаковăн юррине асанне юратсах юрлатчĕ. Ку юрă ман чуна çаплах уçса ярасса шутламан та эпĕ.
Акă хурăнлăха тухрăм. Йывăçсем çăтăл-çăтăл ылтăн çулçăпа витĕннĕ. Вĕсем вăхăт юхăмне парăнса туратран татăлаççĕ те вĕлтĕртете-вĕлтĕртете сарăхма пуçланă курăк çине анса выртаççĕ. Таса, уçă вăрманти сывлăш: кăшт пĕчĕк сас-чĕв те илтĕнет кунта. Сисмен хушăра куç умне каллех паçăрхи чĕрчун тухса тăчĕ. Халĕ вăл манран икĕ-виçĕ утăмра кăна. Янавар эпĕ унта çитсе тăнине симерĕ пулас. Курăка сĕтеклĕн кăна чăмласа тăрать. Хăй çумĕнче вара чĕлпĕр те, хăмăт та, тилхепе те, пĕкки те, ĕнерчĕк те, йĕнер те çук. Ку мĕнле лаша-ха! Пĕчченех ирĕк çӳрет. Çухалса кайман-ши? Лаша шап-шурă, хăй тĕреклĕ. Хушка лаша пулнине те асăрхама ĕлкĕртĕм. Уйрăмах мана унăн çилхи килĕшрĕ. Сас тумасăр урхамах патнерех утрăм. Анчах ура айĕнче хăрăк турат хуçăлчĕ. Лаша çак сасса илтсен чĕвен тăчĕ, пĕтĕм вăрмана янраттармалла кĕçенсе илчĕ, хуйса кайрĕ. Эпĕ ниçталла утма, сас кăларма хăраса тăтăм. «Ку çивĕч лаша пулас», — теме çеç ĕлкĕртĕм — хушка лаша куçран çухалчĕ те.
Эпĕ хăçанччен пĕр вырăнта тăнă-ши?! Ура çумне пырса лекнĕ чĕрĕп кăна тăна кĕме пулăшрĕ. Пĕшкĕнсе пĕчĕк чуна алла илес терĕм. Вăл чăмакка пулса ларчĕ. Патакпа уçма хăтланса пăхрăм — анчах усси пулмарĕ. Эпĕ вара утара Петĕр мучи патне кайма тухнине асаилтĕм. Каллех тем тĕлне пуласран хăранă пек маллалла хытă чупрăм. Кĕçех утар çурчĕ те курăнчĕ. Мана хирĕç Хураçка хӳрине вылятса чупрĕ. Ăна валли чиксе килнĕ çăкăра кăларса патăм. Йытă мана çуллама пуçларĕ, ачашланчĕ. Ку хутĕнче эпĕ унпа нумай выляса тăмасăрах пӳрте васкарăм. Мана хирĕç йытă сассине илтсе мучи те тухать иккен. Эпĕ лăпкă маррине вăл часах сисрĕ. Куçран тинкерсе пăхрĕ.
— Ачам, эсĕ темрен хăраман пулĕ те? Сан сăну шап-шурă.
Сывлăш çавăрса янă хыççăн хампа мĕн пулса иртнине мучие каласа патăм. Вăл итлесе пĕтернĕ хыççăн кăштах шăп ларчĕ, кулса илчĕ. Вара сăмах хушрĕ.
— Эпĕ сана ку урхамах çинчен халех калас теменччĕ. Вăл вăрмана хĕлле тупăнса килчĕ. Апат çуккипе утă купине тапăнма пуçларĕ. Хуçи тупăнса килессе нумай кĕтрĕм. Анчах никам та çак чĕрчуна шырамарĕ пулас. Малтанах хăй патне мана та ямастчĕ. Курсанах аяккалла таратчĕ. Алла хăнăхтарас тесе çăкăр та çитеркелерĕм. Кайран курсанах кĕçенсе илет те хам паталла чупса килет. Эпир çапла туслашса кайрăмăр. Алăранах çăкăр çиме хăнăхнă хыççăн манран урăх уйрăлмарĕ çак янавар. Хĕл хыççăн çулла та çитрĕ. Лаша ӳссе тĕрекленчĕ. Ăна кӳлме вĕрентме тытăнтăм. Анчах хăмăта часах хăнăхаймарĕ.
— Мучи, эсĕ мĕнле-ха ун патне пыма хăрамастăн? Вăл çыртма та пултарать пулĕ? Манăн та ăна ачашлас килет. Урипе кукаленĕ чухне пуçне епле хитре ухать вăл. Çухалса каймасть-и вăл? Хăçан утара таврăнать?
— Эсĕ ытла та нумай пĕлме тăрăшатăн. Вăхăчĕпе пурте пулать. Чăтăмлăх кирлĕ. Сана халĕ çак лаша епле ăслă пулни çинчен каласа паратăп. Пĕррехинче эпĕ Энтри пасарне тырă илме кайрăм. Янавара тăрантармалла-çке. Пасарта çӳренĕ чухнех çанталăк улшăнса кайрĕ. Кĕç-вĕç çумăр тăкса ярас пекчĕ. Тырра епле йĕпетмесĕр киле çитермелле-ши тесе лашана хытах хăвалама пуçларăм. Кал-кал чупакан лаша юртма пуçларĕ. Тахăш хушăра Пасар çулĕ çинче курнă йĕтем çине çитсе чарăнчĕ. Ним пулман пек тăчĕ. Пĕр-ик сехетрен, çумăр чарăнсан, хăех утара илсе çитерчĕ. Çапла тырра йĕпетмерĕмĕр. Лаша вăл çав тери ăслă. Хăйне юратса пăхнине питĕ лайăх туять. Ырăпах тавăрать. Йывăр ĕçсем тума çеç мар, ытти чухне те пулăшать. Тепрехинче тата ман ура çине ăнсăртран йывăç ӳкрĕ. Утайми пултăм. Каç та пулчĕ, тавралăх тĕттĕмленсех ларчĕ. Çавăнтах асапланмалла-ши тенĕччĕ! Лаша мана шыраса тупрĕ. Пырса ачашланчĕ, çулларĕ. Кукленсе ларчĕ. Асаплана-асаплана эпĕ ун çине улăхрăм. Пӳрт алăкĕ умне çитерсен кукленсе ларчĕ. Тăрмашкаласа антăм, анчах пӳрте кĕреймерĕм. Вăл та ман патран каймарĕ. Тепĕр кунне çырлана пынă çынсем васкавлă пулăшу чĕнчĕç… Уйăха яхăн утарта пулаймарăм. Лаша çухалмарĕ-ши тесе асаилеттĕм. Вăл мана чăтăмлăн кĕтрĕ. 2-3 кун ниçта та уйрлмарĕ.
Çак хушăра çурт умĕнче кĕçенни илтĕнчĕ. Эпĕ кантăкран чупса кайса пăхрăм. Паçăрхи урхамах тăрать. Петĕр мучи вара ăшă тум тăхăнса тула тухма та ĕлкĕрнĕ. Лаша хуçине курсан пуçне ухрĕ. Сывлăх сунни пулмарĕ-ши ку?! Ачашланса мучи çумнех пырса сĕртĕнчĕ. Лешĕ кĕсйинчен тем кăларса лашана хыптарчĕ. Урхамаха витене кĕртсе ячĕ. Эпĕ сывламасăр тенĕ пек сăнаса лартăм.
Пӳрт алăкне уçсанах мучи кăмăллăн сăмах хушрĕ.
— Ăна пĕччен кичем. Мăшăр кирлĕ. Çавăнпа кунĕпех вăрман тăрăх çӳрет. Тепĕр тӳлек лаша туянса ямалла пулĕ, — терĕ мучи.
Çак кунтан пуçласа эпĕ, пушă вăхăт тупăнсанах, вăрмана çӳреме тытăнтăм. Аттепе анне, паллах, хирĕç. Янаварпа туслашса та кайрăм. Эпĕ ун çине утланса чупма та хăрамастăп. Вăл та мана кĕтет. Унăн халĕ ят та пур ĕнĕ. Пуян тесе кăшкăрсанах мана хирĕç чупать. Малти урисем çине чĕркуçленет те мана хăй çине ларма ыйтать. Вăрман тăрăх ыткăнатпăр кăна!

Елена Васильева. «Тĕлĕнмелле чĕрчун» калав. Красноармейски районĕ, Упири пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул.
Категори: Ача-пăча пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (01.12.2010) | Автор: Елена Васильева
Миçе çын вуланă: 449 | Комментарисем: 1 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz