Тунтикун, 23.12.2024, 21:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Çутă ĕмĕт
Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, Çăлтăрстан ятлă патшалăхра Çăлтăрçă ятлă асамçă хĕрарăм пурăнать. Вăл пурне те пĕлет, пурне те сисет, пурне те курать, илтет, сăнать, туять, ăнланать, пулăшать… Ăна хăйне те ку çĕршывра пурте пĕлеççĕ. Камăн мĕнле инкек сиксе тухать — тӳрех ун патне сĕнӳ е пулăшу ыйтма пыраççĕ. Çăлтăрçă никама та хирĕçлемест, сив сăмахпа çапса хуçмасть, ăшшăн калаçса кăмăлĕсене уçать, хуйхи-суйхине ыйтса пĕлет, пулăшма сăмах парать.
Пĕррехинче ун патне икĕ çăлтăр, Йăлтăрпипе Çутпи пыраççĕ, иккĕшĕ те куççульпех йĕреççĕ. Çăлтăрçă вĕсене мамăк пĕлĕт евĕр çемçе пукан çине лартать, çумăр шывĕ пек тăрă шыв ĕçтерет, мĕн хуйхăпа çӳренине ыйтса пĕлет. Хĕр ачасем пĕр-пĕрне пӳле-пӳле çапла каласа параççĕ:
— Пирĕн чи юратнă çыннăмăр — аннемĕр — чирлесе ӳкрĕ, çичĕ эрне асапланать, сыватмăшра та выртса тухрĕ. Усси çук. Пуçĕ çаврăнать, вăйĕ çук: вырăн çинчен те тăраймасть. Çăлтăрçă аппа, аннене ура çине тăратма пулăшăр-ха, тархасшăн.
— Аннĕре эсир хăвăрах пулăшма пултаратăр. Эпĕ сире кирлĕ сĕнӳ çеç паратăп.
— Эпир мĕн тумаллине йăлтах тăватпăр, пире калăр анчах.
— Сирĕн аннĕр питĕ илемлĕ, ĕçчен, кăмăллă хĕрарăм. Ун çинчен куç илме май çук. Çавăнпа та усал та кĕвĕç чунлисем ăна куçăхтарнă. Сыватма вара çăмăлах пулмĕ. Çĕрстан çĕршывне кайса уй варринче ларакан улмуççи çинчи йӳçĕ пан улмие татса килсе çитермелле, вара сывалать. Анчах та Çăлтăр турри никама та Çĕрстана кайма хушман. Çавăнпа та унта çичĕ сехет хушшинче кайса килмелле, ытларах тăрсан — Çăлтăр турри сисме пултарать.
— Тавах сана, Çăлтăрçă аппа, эпир кайса килетпĕрех, вăхăтра çитме тăрăшатпăр.
Йăлтăрпипе Çутпи мĕнле каясси пирки шутлама тытăнаççĕ. Иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшне икĕ çын вырнаçмалăх пĕчĕк карап туса пама ыйтаççĕ. Лешĕ хаваспах килĕшет. Ылтăн алăллă каччă виçĕ кун хушшинче хăвăрт вĕçекен карап ăсталаса парать. Хĕр ачасем пиччĕшне тав тăваççĕ те çула тухаççĕ.
Виçĕ сехет хушшинче Çĕрстан патшалăхне анса та лараççĕ. Ăçта каймалла? Камран пулăшу ыйтмалла? Йӳçĕ пан улмие вĕсен пĕр сехет хушшинче шыраса тупмалла.
Йăлтăрпипе Çутпи карап çинчен анаççĕ те урисем ăçталла утаççĕ, çавăнта каяççĕ. Утсан-утсан пĕр анлă уя тухаççĕ: уй варринче — улмуççи. Хĕр ачасем савăнса кайса йывăç патнелле чупаççĕ. Çитеççĕ те — йытă вĕрнипе шартах сикеççĕ. Йывăç çумĕнче хаяр йытă кăкарăнса тăрать иккен. Улмуççи çывăхне пыма та май çук. Хĕр ачасен чунĕ хурланса килет. «Тархасшăн, пулăшăр!» — хăй сисмесĕрех хыттăн кăшкăрса ярать Йăлтăрпи.
Йăлăнса та кулянса тухакан сасса илтсе йывăç çинчен пĕр хĕр ача сиксе анать. Хăй сап-сарă кăтра çӳçлĕ, чечеклĕ кĕпепе.
— Эсир камсем пулатăр? Мĕнле хуйхă илсе килчĕ сире çак пĕччен йывăç патне?
Йăлтăрпипе Çутпи темиçе сăмахпа çеç хăйсем мĕн ятлине, ăçтан тата мĕн тĕллевпе килнине каласа кăтартаççĕ.
Ăслă хĕр ача вĕсен хуйхи-суйхине тӳрех ăнланать. Йывăç çинчен икĕ пан улми татса парать те çапла калать:
— Пĕрне аннĕре çитерĕр, теприне сад варрине чавса чиксе хурăр. Каялла чипер çитĕр, сывлăхлă пулăр, аннĕр часрах сывалмалла пултăр.
— Ырă чунлă хĕр ача, санăн пĕр-пĕр çутă ĕмĕт пур-и? Эсĕ пире пулăшрăн, пирĕн пысăк ĕмĕте пурнăçларăн, тавах сана уншăн. Санăн та ĕмĕтленни çитет, — терççĕ Йăлтăрпипе Çутпи. Вара хыпалансах карап патне вĕçтереççĕ. Виçĕ сехетрен вĕсем хăйсен пӳрчĕ умне анса лараççĕ. Ним тытăнса тăмасăр пӳрте чупса кĕреççĕ те амăшне асамлă та сиплĕ пан улмие тыттараççĕ. Амăшĕ хăйĕн хĕр пĕрчисене тав тăва-тăва пан улмие, йӳççине туймасăрах, çисе ярать. Унтан хĕрĕсене ыталаса илет те, пĕрре куляннипе, тепре савăннипе макăрса ярать. Ун куççулĕпе пĕрле усал чирĕ те тухса кайрĕ тейĕн. Амăшне çăмăл пулса каять.
Юратнă амăшне сыватма пултарнăшăн хĕр ачасем чунтанах савăнаççĕ, Çăлтăрçăпа сарă кăтра çӳçлĕ хĕр ачана чунтанах тав тăваççĕ.
Кам-ши вăл çав сарă кăтра çӳçлĕ хĕр ача? Акă мĕн каласа парать ун пирки пурне те пĕлекен Çăлтăрçă.
Çĕрстанра пĕр чухăн çемье пурăннă. Нумай çул хушши вĕсен ача пулман. Телей тени пурах пуль çав: çут тĕнчене илемлĕ хĕр ача килнĕ. Йĕркеллех ӳснĕ çак пепке. Ашшĕ-амăшĕ те, çунат хушнăн, вĕçсе çеç çӳренĕ. Чиперпи тесе чĕннĕ ăна. Илеме пурте кураççĕ, пурте асăрхаççĕ, пурте ăмсанаççĕ çав. Хитре хĕр ача çине пăхакансен хушшинче усал куçли те, хаяр куçли те пулнă пуль ĕнтĕ. Чипер пурăннă çĕртех хĕр ача чирлесе каять. Сиплевçĕ карчăксем патне те илсе каяççĕ — усси пулмасть. Пысăк хулари тухтăрсем патне илсе кайма укçи-тенки пулман вĕсен. Инкек тени пĕччен килмест çав. Хĕр ачишĕн кунĕн-çĕрĕн куляннипе, выçăллă-тутăллă пурăннипе малтан амăшĕ вилет, каярахпа ашшĕ çĕре кĕрет. Чирлĕ хĕр ача пĕчченех тăрса юлать. Начарланса кайнă хăй, шăммипе тирĕ çеç тăрса юлнă. Кил-çурчĕ пушанса юлсан пĕррехинче Чиперпи юлашки вăйне пухса макăра-макăра килĕнчен тухса каять. Утать, утать вăл, сулăнса та каять. Уй тăрăх утса пынă чух пĕр йывăç тĕлне пулать. Улмуççи иккен ку. Йывăç çумĕнче йытă выртать. Хĕр ачана курсан хайхи йытă хӳрине выляткаласа хĕр ача патне чупса пырать те ачашланма пуçлать. Чиперпи ăна çурăмĕнчен сăтăркаласа илет. Йывăç çинелле пăхать те — унта туллиех пан улми çакăнса тăрать. Хĕр ача пĕчĕк те хыткан аллисемпе пĕр пан улмине татса илет те çиме пуçлать. Йӳçĕ пулнине те сисмест вăл. Хĕр ачана вăй кĕнĕ пек туйăнать. Кашни кун пĕрер пан улми татса çиет вăл. Темиçе кунтан сывалса та çитет. Хăйне тепĕр хут пурнăç панă йывăç патĕнчен ун ниçта та каяс килмест, вăл яланлăхах çакăнта юлать. Халĕ вăл хăй чăн-чăн сиплевçĕ пулса тăрать. Чир-чĕрпе нушаланакан çынсене пан улми пара-пара ярать.
Çăлтăрçă юмахне Йăлтăрпипе Çутпи тĕлĕнсе те хумханса итлесе лараççĕ.
Тепĕр кунне вĕсем Чиперпи парса янă пан улмине сад варрине тухса çĕр айне чиксе хураççĕ.
Çуркунне улмуççи шăтса тухса çулçă сарать, чечеке ларать. Йывăç çине савăнса пăхса тăракан хĕр ачасем патне Çăлтăрçă пырать.
— Çак асамлă улмуççи çимĕç пама пуçласан эсир те чăн-чăн сиплевçĕсем пулса тăратăр, Çăлтăрстан çĕршывĕнче чирпе асапланакансене сыватма пуçлатăр. Халĕ ĕнтĕ сиплĕ йывăç хамăр патшалăхрах пулать, пан улми илме Çĕрстана каяс çук. Çак хаклăран та хаклă, усăллăран та усăллă улмуççие лайăх пăхса усрăр, çынсене ырă туса пурăнăр, — тет вăл.
Пĕр ирхине Йăлтăрпипе Çутпи сада тухаççĕ те улмуççи çинче пан улмисем çакăнса тăнине кураççĕ. Савăннипе пĕр-пĕрне ыталаса илеççĕ. Çав вăхăтра темле сасă илтĕнсе каять. Пăхаççĕ те хĕр ачасем — йывăç çинчен Чиперпи анать. Йăлтăрпипе Çутпи пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе те савăнса пăхаççĕ. Мĕнле лекнĕ-ха вăл кунта? Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çав пулнă-ши?


Çăлкуç: http://www.chuvash.org/lib/haylav/5680.html
Категори: Ача-пăча пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (28.11.2012) | Автор: Надя Козлова, Красноармейски
Миçе çын вуланă: 345 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz