Шăматкун, 18.05.2024, 10:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ача-пăча пултарулăхĕ

Асаплă йăмра

— Çак вырăнта, чулсем хушшинче шăтса ӳсекен ватă йăмра пире пурнăç пачĕ, пĕчĕкренех пăхса усрарĕ вăл пире. Çак ватă йăмра вăй-хал парса тăчĕ, йывăрлăхра пулăшрĕ пирĕн çемьене, — тесе ăнлантара пуçларĕ анне. — Эпĕ ун чухне пĕчĕкрехчĕ, вак чулсем тăрăх чупса çӳреттĕм. Çав вырăнта хĕвел анни-кĕнине пăхса ларма юрататтăмччĕ. Пĕррехинче йăмра тĕлне питĕ вăйлă хăватлă çил вĕçтерсе тухрĕ. Унта эпĕ пĕр лутра, çӳлелле талпăнса ларакан çамрăк йăмрана куртăм. Эпĕ ăна шеллесе ун патне чупса пытăм та хамăн пĕчĕк çеç кĕлеткепеле çил хăватĕнчен хупларăм. Хăтартăм вара çак пĕчĕк йывăçа вилĕмрен, ăна çил вĕçтерсе ярасран упраса хăвартăм.
Вара çав вăхăтран пуçласа çак пĕр-пĕччен ларакан йăмра патне йывăрлăхра та, çăмăл самантра та çӳреттĕмччĕ. Çак хайхи çамрăк йăмра кутĕнче калаçса чуна йăпатса лараттăмччĕ. Мĕн ватăличчен йăмра маншăн чи çывăх тус-юлташ пулса юлчĕ, — тесе каласа кăтартрĕ çав кун тĕлĕкри анне.
Тата виçĕ эрне иртрĕ унтанпа. Пĕр каçхине каллех аннене куртăм тĕлĕкре. Вăл мана каллех хăйхи йăмра кун-çулĕ çинчен каласа пама пуçларĕ. 
— Пĕррехинче çак йăмра мана хăйĕн пурнăç шăпийĕ çинчен каласа пачĕ. Аякри-аякри çĕрсенчен сарлака та вĕçсĕр-хĕрсĕр уйсем урлă вăрă пулса вĕçсе килнĕ иккен вăл. Унăн амăшĕ чăвашсем пурăнакан çĕрте ӳснĕ. Вăл унта вĕсен çурт-йĕрне вут-çулăмлă пушартан сыхланă, тăшмансем пырса тухса çаратасран хӳтлĕх вырăнне пулнă. Унăн çемçе çулçисемпе, тураттисемпе выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă, ун сулхăнĕнче канса ларма юратнă. Тураттисенчен ача-пăча валли тĕрлĕ тетте, шăхлич касса майланă. Анчах пĕррехинче чăваш йăхĕсем пурăнакан вырăна хаяр тăшмансем çитсе тухнă. Вĕсем таврари пĕтĕм çурт-йĕре çунтарнă, хуралтăсене аркатнă. Йăмрана та шеллемен — ăна та касса ваклама, çунтарма пуçланă. Вара йăмра вăйлăн кашлама, енчен енне тайăлса макăрма пуçланă. Сасартăк çил тухса кайнă. Çилпе вĕçсе ӳкнĕ çулçисем хăйсем çине çак йăмран вăррисене тиенĕ те тăшманран аяккалла вĕçсе кайнă. Вăт, çав вăрăсенчен пĕри пирĕн çĕр-шыва та килсе лекнĕ иккен. Шăпах çак йăмра ман тус-юлташ пулса тăчĕ те. Вилсен те унпа юнашар пулас тенĕччĕ.
Ку асамлă тĕлĕке курсан эпĕ çав ватă йăмрана юратма, хисеплеме пуçларăм. Мана вăл чăвашсен асаплă та терт-хурлă кун-çулне аса илтерчĕ. Атăлçи Пăлхарта пурăнакан йăх-несĕлсен тымарланнă еткерĕсем тăшман ханĕсемпе ешкерĕсен хаярлăхĕпе тискерлĕхĕнчен тарса Атăл хĕррине килсе ларнă. Унта вĕсем йăмра хӳттине пытанса пурнăç вăйне илнĕ. Паян кунчченех çак асаплă йăмраран тĕслĕх илсе пурăнаççĕ вĕсем, пурнăç йывăрлăхне чăтса ирттерме хăнăхнăскерсем. 
Çак йăмра çумне эпĕ тепĕр йăмра йывăççи лартрăм. Ватă йăмра ватăлса-хуçăлса пĕтсен те ун вырăнне çĕнĕ йăмра пулĕ. Чăваш йăмри тесе ят патăм эп ăна. Çак вырăн маншăн чи çывăх вырăн пулчĕ, унта мана яланах канлĕ, чунра лăпкă, лайăх, ырă. Чăн-чăннипех асамлă вырăн.
Нарпике калавĕ мана питĕ кăсăклантарса ячĕ. Нумайччен асран каймарĕ вăл. Ача-пăча канулăхĕнчен киле çаврăнса çитсен хамăр пӳрт умне йăмра вулли чиксе хăвартăм. Ӳстĕр, çĕклентĕр çĕнĕ йывăç. Чăвашлăха упратăр.

Екатерина Федотова, Красноармейски шкулĕ. Хайлав республикăмăрти "Чăваш йăмри" литература конкурсне хутшăннă, 3-мĕш вырăн йышăннă. Ертÿçи - чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов
Категори: Ача-пăча пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (21.12.2013) | Автор: Ектерина Федотова, Красноармейски
Миçе çын вуланă: 294 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz