Юнкун, 06.11.2024, 00:39
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 28
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Кỹлĕ ялĕ — Кỹлхĕрри Карай:

Питĕ ырă, пурăнма та — рай.

Каласассăн чăвашла сăмах:

Савнă енĕм — чăннипех çăтмах!

Малашне те пирĕн Кỹлхĕрри

Юмахри пек капăр пултăр-и!

 

Пĕр çемье пекех тăван-пĕтен.

Уявра, ав, авăнать сĕтел...

Хăнана килсен хăта-тăхлач —

Йышпала хитре юрлаç-ташлаç!

Малашне те пирĕн Кỹлхĕрри

Пуринчен те туслă пултăр-и!

 

Ĕçлĕ халăх эпĕр ĕлĕкрен —

Пурнăçа çĕнетрĕмĕр тĕпрен.

Çавăнпах-ши кулленех туян:

Кĕрекемĕр пуянтан пуян!

Малашне те пирĕн Кỹлхĕрри

Таврара чи чаплă пултăр-и!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Author: Николай Ершов-Янгер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 02.11.2015 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Районти вулавăш ĕçченĕсене халалласа

Сахал мар кĕнеке тусĕсем,

Черетре те нумай кĕтекен...

Вулама юратаççĕ вĕсем —

Пурнăçра усси пур кĕнекен!

 

Вулаканшăн уçах алăксем,

Кулленех паллашма çĕннипе,

Ытларах кăмăллаç çамрăксем —

Тăван килĕ пекех чăннипе.

 

Килсерен кĕнеке çутипе

Ăнтăлатпăр пĕлỹ тĕнчине.

Тан утатпăр кун-çул уттипе —

Ыр сунатпăр мĕнпур çынсене...

 

Кĕнеке пире ăс панăран,

Малашне те вулар юратса...

Вăл ан кайтăр нихçан алăран —

Тăтăр çак пурнăçа çутатса!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 300 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вĕçленейсен çурхи аки-сухи,

Епле паха тус-юлташсен куравĕ.

Шавлать паян ентешĕмсен пуххи...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Куç умĕнче халь пирĕн мĕн пурри

Мĕн лайăххи — Тăван çĕршыв мухтавĕ.

Янрать паян ентешĕмсен юрри...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Чун савăнать, тăванăм, акă, туй...

Ĕçчен çынна — Тăван çĕршывăм тавĕ.

Кĕрлет паян хаваслă Акатуй...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Вĕçленейсен çурхи аки-сухи,

Епле паха тус-юлташсен куравĕ.

Шавлать паян ентешĕмсен пуххи...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Куç умĕнче халь пирĕн мĕн пурри

Мĕн лайăххи — Тăван çĕршыв мухтавĕ.

Янрать паян ентешĕмсен юрри...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Чун савăнать, тăванăм, акă, туй...

Ĕçчен çынна — Тăван çĕршывăм тавĕ.

Кĕрлет паян хаваслă Акатуй...

Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 306 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мĕнпур чăвашсен Тутарстанри Аслă уявне халалласа

Тутар хули — Нурлат,

Кунта чăваш юрлать...

Юрла, тăван, юрла —

Чăвашсене ырла!

Тутар хули — Нурлат,

Юмахри пек курнать...

Ыр сун, тăван, ыр сун

Çапла хушать ыр чун!

Тутар хули — Нурлат,

Малашлăхпа пурнать...

Çĕнел, хула, çĕнел —

Йăл култăр çут хĕвел!

 

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 263 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пултаруллă ентеше — Иван Афанасьевич Прокопьев-Чураль сăвăç-юрăçа, çуралнăранпа 65 çул тултарнă май тата паянхи творчество каçне халалласа.

Тавралăх мамăк пек шап-шурă,

Паян та кăшт çăватчĕ юр...

Иван Чураль хайлать çĕн юрă —

Кĕвĕлеме таланчĕ пур.

 

Илсе ăсталăхне хăй тĕллĕн,

Тухайрĕ юрă тĕнчине...

Янраç вĕсем пит илĕртỹллĕн —

Савăнтараççĕ çынсене.

 

Хăех вăл сăвăç, композитор,

Юрлать хăех, купăс калать...

Ĕмĕтленни ун чăн та çиттĕр —

Çапла Трак енĕм халаллать!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 334 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.02.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz