Кĕçнерникун, 09.05.2024, 11:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн съездне ирттерме палăртнă. Çыравçăсен пысăк форумĕ умĕн асăннă пĕрлĕхĕн председателĕпе Сергей ПАВЛОВПА курнăçрăмăр, литераторсен ĕç-хĕлĕ, малашлăх тĕллевĕсем тавра калаçрăмăр.

-Сергей Лукиянович, икĕ съезд хушшинчи çулсем мĕнле пулăмсемпе асра юлчĕç?

- Вилĕмсĕр «Нарспи» кун çути курнăранпа пĕр ĕмĕр иртрĕ. Константин Иванов çуралнăранпа - 120, Çеçпĕл Мишши тĕнчене килнĕренпе 110 çул çитрĕ. Паллă çак самантсем республикăри литература вăйĕсене пĕтĕçтерчĕç.
Аристарх Дмитриев «Улăп» эпоса вырăсла куçарчĕ. Ăна, пирĕн культура пуянлăхне, Чăваш кĕнеке издательстви тĕнче умне кăларчĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине писательсем хастар хутшăнчĕç. Çамрăк авторсене те явăçтартăмăр пархатарлă çак ĕçе.
Паллă кунсен календарĕ çыравçăсен юбилейĕсемпе пуян. Вĕсене чысланипе пĕрлех пултарулăхне çĕнĕрен тĕпчесси пурнăçа кĕрсе пырать. Шупашкарта Х ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 770 | Хăçан хушнă: 26.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ октябрĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ ларăвне пуçтарăнса кун йĕркинчи тăватă ыйтăва пăхса тухрĕ.
Сӳтсе явмалли чăнах та сахал марччĕ республика чăвашĕсен вăл кун. Вĕсенчен пĕри – Чăваш наципе культура автономийĕн бюджетне укçа хывасси. Аса илтеретпĕр, автономин хăйĕн бюджетне йĕркелесси пирки ЧНКА канашĕ кăçал январь уйăхĕнчи ларура йышăннă. Апла пулин те ку енĕпе хальлĕхе Нурлат, Элмет, Лениногорск районĕсемсĕр пуçне ытти районсем автономин счечĕ çине пĕр пус та куçарман. Паллă ĕнтĕ, обществăлла организацин хăйĕн укçа пулмасан, пысăк шайри мар, пĕчĕк мероприятие те ирттерме çăмăл мар. ЧНКА ертӳçи К.Яковлев çакна кăçал пĕрремĕш хут 7 районти чăваш çамрăкĕсен командисен хушшинче ЧНКА призĕшĕн футбол ăмăртăвне ирттернине тĕслĕхе илсе кăтартрĕ: «Мероприятин фончĕ 50 пин тенкĕ пулнă пулсан, çĕнтерӳçĕсене кăçалхи пек 5 пин мар, 30 пин тенкĕ парса хавхалантарнă пулăттăмăр. Ун чух ăмăрту тата çивĕчрех пулатчĕ», – терĕ. Ертӳçĕ ор ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 536 | Хăçан хушнă: 22.10.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Трак енти музыка обществи халь хăй тĕллĕн вĕреннĕ 18 композитора пĕрлештерет, вĕсем пурте творчество лаççинче тÿпе хываççĕ, çĕнĕ юрăсем çыраççĕ. 
Районти музыка обществин правленийĕн председателĕнче районти ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕн директорĕ Николай Никоноров ĕçлет.
Октябрĕн 12-мĕшĕнче, ытлари кун, малтан палăртнă пекех районти халăх пултарулăх çуртĕнче музыка обществин ларăвĕ иртнĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă.
Композиторсем умĕнче малтанах правлени председателĕ Н.Никоноров тухса калаçнă, кăçал ноябрь, декабрь уйăхĕсенче пурнăçламалли ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Акă ноябрь уйăхĕнче районти ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕнче юрă-кĕвĕ çыракансене нотăсене компьютерпа çырма хăнăхтармалли занятисене йĕркелеççĕ. Декабрь уйăхĕнче вара Алманчри вăтам шкулта çамрăк юрăçсен фестивалĕ пулать. Ку тăрăхра хăй тĕллĕн вĕреннĕ Олег Димитриев композитор çуралса ÿснĕ.
Ларура Кăлавара çуралнă, Красноармейскинче пурăннă хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Наум Григорьев ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 733 | Хăçан хушнă: 18.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
 Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн правленийĕ тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташĕсем тăрăшнипе "Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" ятлă çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Кĕнекене поэтăн сăввисемпе поэмисем, тĕрлĕ авторăнне вырăс чĕлхинчен чăвашла куçарнă сăввисем, Нестер Янкас эпиграммисем, поэтăн кĕвве хывнă сăввисем, прозăпа çырнă калавĕсем, пубицистика статйисем, çырăвĕсем кĕнĕ. Кунтах чăваш поэчĕсемпе шкул ачисем Нестер Янкаса халалланă сăвăсем, поэт пурнăçĕпе пултарулăхне хакланă тата тĕрлĕ  хаçат-журналта пичетленнĕ статьясем вырăн тупнă. Кĕнекере Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те тĕплĕн çутатнă. Нестер Янкас ячĕллĕ Премине тивĕçнĕ пултарулăх çыннисемпе коллективсен пĕтĕмĕшле ятлăхне те панă.
Нестер Янкас еткерлĕхне пухас тĕлĕшпе тата кĕнекене пичете кăларас тĕллевпе анлă редколлеги ĕçленĕ. Вĕсем хушшинче çак юлташсен ячĕсене курма пулать: Алексеев О ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 617 | Хăçан хушнă: 17.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пĕрлĕхшĕн, пуласлăхшăн!
Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ чăваш халăхне чĕнсе калани
Хисеплĕ аякри-çывăхри тăванăмăрсем, йăхташăмăрсем!
«Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет», — тесе каланă халăхра авалтан. Йăнăшман пулĕ пирĕн аслă асатте-асаннесем: тĕнче илемĕ, Раççей вăйĕ — кашни халăх аслă çĕрĕмĕр çинче хăйне-хăй пурăнни, аталанни, хăй чĕлхипе культурине упрани.
Чăваш историйĕ пуян: хунн-сувар юнĕ чупать пирĕнре. Хальхи Раççей Федерацийĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнатпăр эпир: йышпа-шутпа — тăваттăмăш халăх. Эпир ĕçчен халăх. Ĕçре те, усал тăшман тапăнсан та эпир мĕскĕн, айван пулман: харсăр, матур, ытти халăхсемшĕн тĕслĕх вăл, чăваш халăхĕ.
«Эй, чăваш халăхĕ! Хăвна пĕтме ан пар!» — теççĕ пил парса наци чысне çÿле çĕкленĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина, аслă педагог Геннадий Волков тата ытти хастар чăваш çыннисем. «Чăваш ачи, сассуна пар!» — тенĕччĕ гениллĕ поэт Çеçпĕл Мишши. Акă 2010 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче çак сасса пама вăхăт çитрĕ. Çырав тăвакансем 7-м ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 515 | Хăçан хушнă: 15.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Михаил Юрьев-Нямань çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Михаил Иванович Юрьев-Нямань 1910 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Иван Данилов, амăшĕ Иустиния Иванова — хресченсем. Пуçламăш пĕлĕве Михаил Яманак шкулĕнче илнĕ. 1926—1929 çулсенче Ишекре вĕреннĕ. 
М. Юрьев тавра курăмне Шупашкарти педтехникумра анлăлатнă. Кунта Филипп Лукин, Григорий Хирбю (каярахпа чăвашсен паллă композиторĕсем) çамрăксемпе пĕлÿ пухнă, Шупашкарти пединститутра та ăслăлăха туптанă.
Михаил Иванович мĕн пĕчĕкренех çырма, ÿкерме юратнине те пĕлетпĕр. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех тантăшĕсем, юлташĕсем, çемьери ачасем çинчен шÿтлĕ сăвăсем çыркаланă. Ишекри 8 çул вĕренмелли шкулта унăн çырас ăсталăхĕ аталаннă.
1928 çултан пуçласа "Çамрăк коммунист", "Пионер сасси" хаçатсемпе "Хатĕр пул" журналта "М. Нямань" хушма ятпа заметкăсем, сăвăсем çапăнса тухаççĕ. Çамрăк çыравçă "Сунтал" журналпа та туслашнă. Вун саккăртах республикăри пичет орга ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 716 | Хăçан хушнă: 07.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне муниципалитетăн «Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулĕ» вĕрентÿ учрежденине тухса ирттерчĕ. Кун çинчен правленин иртнĕ ларăвĕнчех калаçса татăлнăччĕ. Малашне ĕçлĕ ларусене  правлени членĕсем е унăн пултаруллă пайташĕсем ĕçлекен вырăнсене тухса ирттерес  тенĕччĕ. Ку шкулта пĕрлĕхĕн правлени членĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн пресс-центр ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн администраторĕ В.М.Михайлов вăй хурать.
Ларăва пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли уçрĕ. Вăл иртнĕ кунсенче ирттернĕ ĕçсем тата çитес вăхăтра туса ирттермелли мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăмах Наум Григорьев композиторăн , Лука Семенов поэтăн, Иван Патмар фольклористăн тата Зоя Нестерова çыравçăн çуралнă кунĕсене тивĕçлипе уявламаллине палăртрĕ. Çитес çул Юрий Сементер поэтăн (2.01.1941), Юрий Вир ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 482 | Хăçан хушнă: 07.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тавтапуç сана, тĕнче,
Кăмăла чĕртнишĕн.
Санăн вилĕмсĕр сăнна
Куçăмсем курнишĕн!
тесе çырнă Чăваш халăх поэчĕ Стихван Шавли хăй вăхăтĕнче. Мĕн тери çĕкленÿллĕ те хавхалануллă йĕркесем хайлама пултарнă вăл. Çав вăхăтрах кулăшла, йĕксĕксене питлекен сăвăсем те шăрçаланă. «Хулара пурăнать Ваççа, вăл банкра шутлать укçа...» текен хайлава тата пĕлмен çын çук та пулĕ.
Маттур та пултаруллă, таса чунлă та ырă кăмăллă пулнă теççĕ ăна ас тăвакансем. «Тĕрĕс марлăха асăрхасан куç хупса айккинчен пăрăнса утакан йышши те марччĕ Стихван Шавли», - аса илеççĕ теприсем. Кирлĕ тĕк Петĕр Хусанкая та, Ухсай Яккăвне те, Ваççа Аниççине те критиклеме пултарнă поэт хăй вăхăтĕнче, литература анинче паллах. Стихван Шавли куçару енĕпе те нумай вăй хунă. Унăн 30 ытла кĕнеки кун çути курнă. Пĕрремĕшĕ - 1941 çулта тухнă «Малтанхи аслати» сăвăсен пуххи. «Çиçĕм çиçет», «Йыхрав», «Пÿрне ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1057 | Хăçан хушнă: 28.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кашни ял тăрăхĕ ятлă-сумлă çынсемпе пуян. Çав йышра — Еншик Чуллă ялĕ те. Акă кăçалхи августăн (çурла уйăхĕн) 25-мĕшĕнче кунта çуралса ÿснĕ поэт-фронтовик Вархуш Арсентьевич Арсентьев (Эншей) çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. 
Йышлă çемьере вăй илнĕ вăл. Ашшĕ — Арсентий Дмитриевич Дмитриев ял-йышра хисеплĕ çын пулнă. Граждан вăрçине хутшăннă, унтер-офицер. Амăшĕ — Анастасия Васильевна Васильева икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратнă. Асли — Елизавета, иккĕмĕшĕ — Варфоломей, виççĕмĕшĕ — Катя, чи кĕçĕнни вара халь тĕп килте пурăнакан Дмитрий Арсентьевич Арсентьев. Дмитрий 1936 çулхи февралĕн (нарăс уйăхĕн) 5-мĕшĕнче çуралнă. Профессийĕпе техник-строитель. Тата пултаруллă та ĕçчен сад ăсти.
Эпĕ сентябрь (авăн уйăхĕн) пуçламăшĕнче поэт-фронтовикăн тăван кĕтесне çитсе куртăм. 74 çул тултарнă сăпайлă арçынпа куçа-куçăн пăхса чун-чĕре ăшшипе калаçрăм.
— Мана мĕн ытларах кăсăклантарчĕ-ха? Дмитрий Арсентьевичшăн пиччĕшĕн — Вархушăн — сăнарĕ еплерех асра юлнă-ши?
— Мĕн каламалла… Ă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 812 | Хăçан хушнă: 24.09.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш живопиçĕн патриархĕ Моисей Спиридонов çуралнăранпа 120 çул çитнине республикăра анлă паллă тăваççĕ. Чи малтанах тăван кĕтесĕнче - Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра - пленэр иртрĕ. Ăна Чăваш художникĕсен союзĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Ун хыççăн унтах курав уçăлнă. Ячĕ тĕлĕнмелле хитре - «Спиридонов урамĕнче». Ÿнерçĕсем чаплă хуложник пурăннă çурта, вăл утса çÿренĕ тăкăрлăка, пăхса киленнĕ çут çанталăка пир çине куçарнă, çак илеме, тавралăха вилĕмсĕрлетнĕ.
Иртнĕ эрне кун вара Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Моисей Спиридоновичăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ун ячĕпе пирĕн профессионал искусство чĕрĕлĕвĕ çыхăннă. Çакна экспозицири картинăсем лайăх çирĕплетеççĕ. Кунта - портретсем, вăл е ку темăпа çыхăннă ĕçсем, пейзажсем. Курава М.С.Спиридонов хваттер-музейĕн ертÿçи, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 600 | Хăçан хушнă: 19.09.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 39 40 41 42 43 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz