Вырсарникун, 19.05.2024, 04:54
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Лев Толстойсăр пĕр ĕмĕр пурăнатпăр. Паян, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче, вырăссен паллă çыравçи, публицисчĕ, философĕ вилнĕренпе 100 çул çитрĕ. Унăн повеçĕсемпе романĕсене паян кунччен те вулатпăр, вĕсем тăрăх кинофильмсем ÿкереççĕ, спектакльсем лартаççĕ...

Лев 

Миçе çын пăхнă: 479 | Хăçан хушнă: 20.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чӳкĕн 13-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çакăнта çуралса ӳснĕ чăвашсен чаплă çыравçине, куçаруçине, публицистне, экономистне, обществăлла деятельне Д.П.Петров-Юмана Асăну хăми уçнă. Пăва тăрăхĕнчен тухнă чаплă çынсене çакăн пек Асăну хăмисем уçни йăлана кĕрсе пырать. Нумаях та пулмасть Хирти Кушкăра Н.Симунова, Çĕнĕ Мертлĕре А.Кăлкана, Альшихре Н.Петровскаяна, Раккассинче В.Урташа, Пӳркелĕнче В.Ухлине çавăн пек чыс тунă хыççăн пӳркелсем кăçал Мĕтри Юман 125 çул тултарнине халалласа тепĕр пĕчĕк палăк уçма вăй çитерчĕç. Укçа-тенкĕ енĕпе çак ĕçре «Вамин-Буа» агрофирма пулăшнă.

Тĕплĕнрех «Сувар» хаçат сайтĕнче вулăр
Миçе çын пăхнă: 480 | Хăçан хушнă: 19.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
27 ĕмĕр варринче Раççейре Степан Разин ертсе пынă хресчен вăрçи вăхăтĕнче Чăвашран тухнă чаплă çар пуçĕ Пайтул Искеев пулнине тавра пĕлÿçĕсем тахçанах çырса кăтартнă. Анчах та çамрăк ăру ун пирки сахал пĕлет. 
Искей Пайтулĕ — чăваш çĕрĕнче патша çарĕсене çĕмĕрсе тăкас енĕпе паттăррăн кĕрешнĕ çын. Вăл пирĕн районти Сурăмхĕрри Карай ялĕнче çуралнă, 1671 çулта тан мар çапăçура пуçне хунă. Унăн вил тăприйĕ — хальхи Шупашкар районне кĕрекен Чиканкасси ялĕ çывăхĕнчи сăртра. Ку вырăн Çĕнĕ Шупашкар хули шутне кĕрет.
Кунти халăх хăйĕн авалхи утаманне манмасть. Шупашкарта Пайтул ячĕпе урам хисепленет пулсан, Çĕнĕ Шупашкарсем Пайтул ячĕллĕ пĕрлĕх туса хунă. Халĕ çĕкленекен микрорайона та ун ятне парасшăн, унтах Пайтул палăкне лартасшăн.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти историпе краеведени музейĕ Пайтула халалланă уяв ирттернĕ. Унăн ертÿçи — В. В. Енцова халăх ăсчахĕ "Легенды и тайны земли Пай ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 510 | Хăçан хушнă: 18.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчĕн ăсчахĕсемпе пĕрле тăван халăхăн авалхи несĕлĕсен Атăлçи Пăлхар патшалăх вырнаçнă тăрăхне кайса килчĕç. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллă историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Бахмисов Э. К. пулчĕç. Çавăн пекех ушкăнра вĕрентӳ колледжĕн директорĕ Сапожников В.В. та пурччĕ. Суварсенчен çулçӳреве Тимĕрпе пĕрле В. Алмантай таврапĕлӳçĕ, халăх художникĕ Ю. Ювенальев, Аксар Сĕрмек хутшăннă. Массăллă информаци хатĕрĕсенчен те пулчĕç: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чăваш наци радиовĕнчен Роза Деменцова хутшăнчĕç. Тăкаксене пĕтĕмĕшле фонд хăй çине илнĕ.
Авалхи Пăлхар хулинче заповедник комплекс директорĕпе тĕлпулу пулчĕ. Вăл пире музейсемпе тата ытти паллă вырăнсемпе паллаштарчĕ. Пур çĕрте те хĕрӳ ĕç пырать. Техника тата çынсем кунĕн-çĕрĕн ĕçлеççĕ. Кунта Атăл хĕрринче 6 хутлă причал пулать, унтах хăна çурчĕ, конференц зал. Тата ислам центрне тăваççĕ. Унсăр пуçне ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 483 | Хăçан хушнă: 18.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чӳкĕн 10-мĕшĕнче, юнкун, Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче чăваш çыравçисен аслă пухăвĕ иртрĕ. Пуху ларăвне çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи С.Л. Павлов уçрĕ. Пушкăртри çыравçăсем, пухăва килеймен çыравçăсем каланă салам сăмахĕсемпе, ĕç йĕркипе паллаштарчĕ. Юлашки 5 çул хушшинче чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ, хак пачĕ. Çыравçăсен ĕçĕсене хакласа пирĕн факультетра ĕçлекен преподавательсем те сăмах каларĕç: В.Г. Родионов профессор паянхи критикăпа литература пĕлĕвĕн аталанăвĕ пирки, В.А. Абрамов доцент прозăпа ĕçлекен авторсен пултаруллăхĕ, хальтерех тухнă илемлĕ хайлавсен пахалăхĕ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пăча литературин аталанăвĕ пирки.
Самани çăмăлах мар пулин те йывăрлăхсене пăхмасăрах литературăмăр аталаннине, çĕнĕ авторсем пичетленнине ырласа палăртрĕç вĕсем. Паллăрах хайлавĕсене туллин хак пама тăрăшрĕç. Докладсене сӳтсе явас ĕçе пухăннă çыравçăсенчен чылайăшĕ хутшăнчĕ. Хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе тухса ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 462 | Хăçан хушнă: 12.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн залĕнче Чăваш халăх академийĕн çулталăкри аслă пухăвĕ иртнĕ. 
Академин чăн членĕсемпе ассистенчĕсем юлашки тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен унăн вице-президенчĕ, республикăри тавра пĕлÿçĕсен хисеплĕ ертÿçи В. П. Станьял каласа панă. Вăл Красноармейски районĕнчи хастарсем хăйсен паллă ентешĕсен еткерне пăхса çынсем умне кăларас тĕлĕшпе кăтартуллă тăрăшнине палăртнă, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕхпе пĕрле пулса кăларнă "Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ” çĕнĕ кĕнекене лайăх хак панă. Ăна йăркелесе редакциленĕ О. Алексеев çыравçăн пархатарлă ĕçне уйрăммăн асăннă.
Пухăва пирĕн районти Н. Ершов, В. Серафимов, Т. Викторова тавра пĕлÿçĕсем тата "Трак ен” ентешлĕхрен Э. Патмарпа О. Алексеев çыравçăсем хутшăннă. Э. И. Патмара ЧНА вице-президентне суйланă.

Н. Васильев
Миçе çын пăхнă: 455 | Хăçан хушнă: 12.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Паллă фольклорист Иван Анисимович Патмар ывăлĕ Эдисон Патмар ашшĕнчен те иртсе кайрĕ теме пулать. Иртнĕ кунсенче вăл хăйĕн 132-мĕш кĕнекине пичетрен кăларчĕ. Кĕнекене тав сăмахĕсене,  туйра каламалли пилсене, ача çуралсан ăна çунă чух каламалли сăмахсене, çар хĕсметне ăсатнă чух каламалли пилсене, ваттисене асăнса каламалли сăмахсене, йăла-йĕркери ытти савăнăçлă уявсенче каламалли ырă сăмахсемпе саламсене кĕртнĕ. Кĕнеке "Çĕнĕ вăхăт" типографире 1000 экземплярпа пичетленнĕ.

Кам вăл Эдисон Патмар? Нумайăшĕ ун çинчен пĕлеççĕ. Вăл Чăваш Енри ялсенче пуринче те пулса курнă, тен, кашни çемьенех çитме тĕллев тытнă. Çапах та унăн тĕп тĕллевĕ - республикăмăр тулашĕнчи кашни чăваш ялне çитсе курасси.

Вăл 1972-1976 çулсенче Оренбург хулинче аслă çар пĕлĕвĕ илнĕ. 1979 çулта Киев хулинче 10-мĕш ЦК УПСра вĕреннĕ. 2003 çулта ЧПУра Чăваш филологи факультетне вĕренсе пĕтерне. 1997 çултанпа Раççей пĕрлешĕвĕн çыравçи, пĕтĕм тĕнчери баталистсе ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 635 | Хăçан хушнă: 02.11.2010 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш литературин электронлă вулавăшĕ çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăна 3 пин хайлавлăччĕ, паян ак вĕсен шучĕ 4 пинрен иртрĕ! Çак 7 уйăх хушшинче кĕртнĕ хайлавсен шутĕнче асăнса хăвармалла: Л. Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçне, Николай Максимовăн «Шурă акăш çулĕ» роман-халапне, Денис Гордеевăн «Каçма» повеçне, Валентина Элпин повеçĕсене, Иван Мучин кулăшла калавĕсене, тата ытти-ытти тĕслĕ сăвă-калавсене.
Хайлавсен ытларах пайĕ — сăвăсем. Вĕсен шучĕ 3 пине яхăн. Ытти тĕслĕ хайлавсем: калав (422 ытла, 100 яхăн хушăннă), юрă (80 ытла), юмах (170, 50 хушăннă), шӳтлĕ сăвă (67), кулăшла калав (70), поэма (23), халап (25), новелла (19), юптару (37, 20-мĕшĕ çурçул хушшинче хушăннă), сăвăллă юмах (8). Пысăк калăпăшлисене илес пулсан, халĕ 21 повесть (малтан 12 кăначчĕ), 7 роман (вĕсен шутĕнче 1 историллĕ роман, 1 роман-халап тата 1 сăвăллă роман).
Пирĕн порталти электр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 695 | Хăçан хушнă: 01.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕ вĕçленес умĕн, 30-мĕш кунне, Шупашкарти Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăваш халăх академикĕсемпе таврапĕлӳçĕсем пухăнчĕç — çулсенренхи пуху иртрĕ. Çак шăматкунхи ир Мускав проспектĕнче ЧПУн экономика факультечĕ çурчĕ хыçĕнче пытанса ларакан институтра халăх чылай пулчĕ — Чăваш Енрен кăна мар, ун тулашĕнчен те хăнасем çитрĕç — Пушкăртстан, Тутарстан, Чĕмпĕр тата ытти тăрăхсенчен. Вĕсенчен чылайăшĕ парнесемпе — кĕнекесемпе — килнĕччĕ. Пĕрисем хур какайĕпе те сăйлама пултарчĕç.
Пухун тĕп ыйтăвĕсем шутĕнче чăваш халăх ăсчахĕсен президентне, таврапĕлӳçĕсен председательне суйласси пулчĕ. Çавăн пекех укçа-тенкĕпе ĕçлекенсене (Димитриева Алевтинăна), ваттисен хуралĕн ертӳçине (Денис Гордеев çыравçа) палăртрĕç. Пухăннисем килĕшнипе таврапĕлӳçĕсен ертӳçине паллă музейçăна Эдуард Бахмисова суйларĕç. Халăх ăсчахĕсем ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 438 | Хăçан хушнă: 01.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Вырсарникун, юпан 24-мĕшĕнче, Шупашкарти кӳлмек хĕрринче ларакан «Кивĕ тӳрем» («Старая площадь») кафере Чăваш Республики патшалăх суверенитечĕ пирки калакан декларацине йышăннăранпа 20 çул çитнине палăртса савăнăçлă каç ирттерчĕç.
Пухăва Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен ассамблейин председателĕ Н. Лукианов, çамрăксен «Сăвар» пĕрлешĕвĕш элтепĕрĕ О. Цыпленков, ЧНК представителĕ В.Абрамов, ЧНК ваттисен канашĕн ертӳçи А. Кипеч, тĕнчере паллă ӳнерçĕ Праски Витти, çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕн представителĕсем тата ыттисем пулчĕç. Раççейĕн ытти регионĕсенчи тата чикĕ леш енчи хăнасем те пухăва пынăччĕ.
Мероприятие пухăннисем иртнине аса илчĕç — республика суверинитечĕн малтанхи çулĕченчи лару-тăрăва, пĕрремĕш утăмсене. Хальхи вăхăтра пулса иртекен пулăмсем пирки те асăнмасăр хăвармарĕç. Калаçусем хыççăн «Шуçăм» ансамбль пухăва пуçтарăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ — ярăсем юрларĕç, ташларĕç те.
Чăваш Республики патшалăх суверенитечĕ пирки калакан деклараци ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 530 | Хăçан хушнă: 28.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 38 39 40 41 42 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz