Шăматкун, 20.04.2024, 06:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Юпа » 26 » Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн съезчĕ умĕн ("Хыпар")
Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн съезчĕ умĕн ("Хыпар")
20:11
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн съездне ирттерме палăртнă. Çыравçăсен пысăк форумĕ умĕн асăннă пĕрлĕхĕн председателĕпе Сергей ПАВЛОВПА курнăçрăмăр, литераторсен ĕç-хĕлĕ, малашлăх тĕллевĕсем тавра калаçрăмăр.

-Сергей Лукиянович, икĕ съезд хушшинчи çулсем мĕнле пулăмсемпе асра юлчĕç?

- Вилĕмсĕр «Нарспи» кун çути курнăранпа пĕр ĕмĕр иртрĕ. Константин Иванов çуралнăранпа - 120, Çеçпĕл Мишши тĕнчене килнĕренпе 110 çул çитрĕ. Паллă çак самантсем республикăри литература вăйĕсене пĕтĕçтерчĕç.
Аристарх Дмитриев «Улăп» эпоса вырăсла куçарчĕ. Ăна, пирĕн культура пуянлăхне, Чăваш кĕнеке издательстви тĕнче умне кăларчĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине писательсем хастар хутшăнчĕç. Çамрăк авторсене те явăçтартăмăр пархатарлă çак ĕçе.
Паллă кунсен календарĕ çыравçăсен юбилейĕсемпе пуян. Вĕсене чысланипе пĕрлех пултарулăхне çĕнĕрен тĕпчесси пурнăçа кĕрсе пырать. Шупашкарта Хусанкай палăкне уçни халĕ те асрах.
Кÿршĕ республикăсенчи чăваш çыравçисемпе тытакан çыхăну татăлмасть. Тутарстанри Кăнна Кушкинче Иван Яковлева, Раккассинче Валентин Урташа халалланă палăксем уçăлчĕç. А.Галкина, А.Лукашина, А.Кăлкана, Н.Ыдарая чысласа вĕсем пурăннă çуртсем çине асăну хăмисем çирĕплетрĕмĕр. Кун пекки чылайранпа пулманччĕ.
Чăваш поэзийĕн çĕнĕ антологине хатĕрлесе пĕтернĕпе пĕр, вăл «Тăван Атăл» журналта уйăхсерен тухса пырать.
Пĕрлĕхри ĕç-хĕл йĕркеленсе çитрĕ. Шел, малтанхи виçĕ çул тĕрлĕ пăтăрмаха пула усăсăр иртрĕ.

- Килĕшетĕр-и е çук-и: «писатель» сăмахăн пĕлтерĕшĕ юлашки вунă-вун пилĕк çулта самаях хухрĕ. Çакă темиçе пĕрлĕх пулнинчен те килет-тĕр. Хăçан пĕрлешетĕр?

- «Писатель» сăмахăн пĕлтерĕшĕ чакман, «писатель» ăнлава йÿнетсе ятăмăр. Хамăр, писатель текенсем, йышланса кайрăмăр. Тепĕр тесен ку хальхи пулăм кăна мар. Присс папирусĕ текен кĕнекерех /пирĕн эрăчченхи 3350 çулта/ çапла асăрхаттарнă: «Пирĕн çĕр юхăнса пырать, кăмăл-сипетсĕрлĕхпе коррупци чечекленет. Ачасем ашшĕ-амăшне итлеме пăрахрĕç, пурте кĕнеке çырасшăн. Тĕнче пĕтесси те инçе мар». Паянхи пекех мар-и-ха?
Республикăри виçĕ пĕрлĕхре акă виç çĕр ытла член, вĕсенче вара «писатель» ята тивĕçлисем миçен? Пирĕн ЧР Профессионал писательсен союзĕнчисем пурте Раççей писательсен союзĕн членĕсем, ытларахăшĕ унта СССР Писательсен пĕрлĕхĕ аркансан куçнă, тивĕçне кĕнекесем кăларса çирĕплетнĕ. Шел, чылайăшĕ литература ĕçĕнчен пăрăнчĕ. Пĕрисем ватăлнăран, теприсем... Вырăс çыравçи Дмитрий Быков калашле, писатель профессийĕ малтан хисепрен тухрĕ, унтан вăл тăрантарайми пулса тăчĕ, юлашкинчен уйрăм класс пек пĕтрĕ, паянхи çыравçăн ирĕксĕрех урăх ĕç-хĕлпе тăранса пурăнма тивет.
Тĕрĕс, совет çĕр-шывĕнче писательсем, чăн та, уйрăм класс евĕрех туйăннă: хисепĕ, чапĕ, виçĕ уйăх таран пултарулăх отпускĕ, пысăк гонорар... - пурте пулнă. Çĕн йĕркелÿ хыççăн сĕлкĕш тапхăрĕ пуçланчĕ те... «чун инженерĕсем» кризиса кĕрсе ÿкрĕç: тискер капитализм серепине çакланасса мар, вĕçсĕр-хĕрсĕр ирĕкпе ырлăх ытамне лекессе кĕтменччĕ-и-ха? Кризиса, паллах, кашниех хăйне евĕр тÿссе ирттерет е чăтаймасăр ал усать. Çавна май нумайăшĕ çырма пăрахрĕ. Ăнланма та пулать пек вĕсене: писательсем общество ыйтăвĕсене ĕлĕк çивĕч хускатнă, президиумсенче ларнă, орден-медале тивĕçнĕ... Хальхи влаç çыравçăна ун чухнехи пек ятарласа çĕклемест. Илемлĕ литературăна шоу-бизнес, массăллă культура, интернет, телекурав хĕссе хучĕç. Ăна вĕрентÿ программинчен ППЭсем кĕртсе çÿп шăтăкнелле хăвалаççĕ. Çыракан çын çаксене туйнă май шанчăкне çухатать, малашлăхне курма пăрахать. Хăшĕсем уйрăлса çăлăнăç шырарĕç те - ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймерĕ. Ку тĕлĕшпе Мускавсем «çул уçса» пычĕç, вырăнтисене астарчĕç. Ăçта пăхатăн - унта писательсен икĕ-виçĕ союзĕ. «Писательсен» тени тĕрĕсех мар-ха, вăл пăтраштарать çеç. «Писатель» сăмаха организаци ятне кĕртсе ĕлĕкхи литпĕрлешÿ членĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, этнографсем, сăмах-юмах пухакансем тата ыттисем пĕрлешрĕç, халăх хушшинче хăйсене «писатель» тесе çÿреме тытăнчĕç. Çакăнтан пуçланчĕ те çыравçăн пултарулăхне çăмăлттайлăн хакласси.
Аркатма виçĕ кун, пуçтарма виçĕ çул тесе ваттисем ахальтен асăрхаттарман. Тепĕр хут пĕрлешесси ансат мар. Чăн писательсем пĕрлех пулмалла, кун пирки эпĕ нихăçан та иккĕленмен. Анчах та ку пирĕн пĕрлĕхрен çеç килмест. Пĕрлешес пирки çăвар уçатăн кăна, хăшĕ-пĕри пысăк пуçлăхсен кабинечĕсем тăрăх чупса сана сăлтавсăрах варалама тытăнать. Мĕн тăвăн ĕнтĕ: пуш пичке хытă кĕмсĕртетет çав.

- Пултарулăх союзĕсем граждан обществи тăвас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Çавна май патшалăх та вĕсене пулăшса пымалла пек. Шел, апла мар иккен. Калăпăр, эсĕ ертсе пыракан пĕрлĕхе кăçал пĕр тенкĕ те паман. Тĕрлĕ мероприяти ирттерме укçа ăçтан тупатăр?

- Граждан обществин куçĕпе пăхсан тĕрлĕ пĕрлĕх йĕркеленнине ырламалла пек. Пĕр шухăшлă çынсем ĕç-хĕле хăйсем туса пыни япăх-и? Пĕрле пулмалли вăй-хала вакланин, йĕкĕреш организацисем ĕрчетнин усси çук. Патшалăхшăн вара пур общество организацийĕ те пĕрех, пултарулăх ĕçĕпе çыхăннисем те. Çав вăхăтрах кирек кам та çапларах ыйту лартма пултарать: писательсем пайланнă чух патшалăхран ирĕк ыйтнă-и, епле-ха вĕсем вун виçĕ пĕрлĕх мар, виççĕ çеç йĕркеленĕ? Кашнинех пулăшса пур-çук укçана сапаламалла-и? Тен, ăна пĕр алăра тытса пысăкрах ĕçсем тума ямалла? Общество организацийĕсем ытларах чухне хăйсен аппаратне тытса тăма укçа ыйтаççĕ, саккун йĕрки вара - урăхларах.
Пирĕн пĕрлĕхе е урăххине укçа уйăрманни литературăпа писательсем çине алă сулнине пĕлтермест. Чылай тăкака Культура министерстви хăй çине илет, вăлах паллă çыравçăсене чыслама, республика тулашне тухса çÿреме майсем тупса парать. Укçа пур-и, çук-и - вăйсене пĕрлештерни паха. Наци библиотекипе пĕрле çулсерен кĕнеке фестивалĕ ирттеретпĕр, литература музейĕ вăй хунипе литература каçĕсене тăтăшах пухăнатпăр. Гуманитари институчĕ пуçарнипе писательсен пултарулăхне халалланă наука-практика конференцийĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Чăваш наци конгресĕ те пирĕн партнер, вăл пуçарнипе Стихван Шавлин 100 çулне уявлама, тĕслĕхрен, Самар облаçне ятарлă ушкăн çитсе килчĕ. Хуласемпе районсен администрацийĕсемпе те пĕр чĕлхе тупатпăр. «Çавра сĕтелсем», семинарсем е канашлусем ирттерме ЧР Журналистсен союзĕ пÿлĕм яланах парать. Шупашкарти Маяковский ячĕллĕ вулавăш алăкĕсем те пирĕншĕн уçă. Кунти ĕçченсемпе пĕрле кĕнеке презентацийĕсем, çамрăк çыравçăсем валли ăсталăх урокĕсем, конкурссем, викторинăсем ирттеретпĕр. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа акă «Мы - внуки тех, кто брал Берлин» ятпа пултаруллă авторсен конкурсне йĕркелерĕмĕр, çĕнтерÿçĕсен хайлавĕсене уйрăм кĕнекен кăлартăмăр.
Çапла, счет çинче пĕр пус пулмасан та алă усса ларман-ха, укçа тупăнсан, паллах, ĕç-пуç та витĕмлĕрех пулмалла.
Мускав коммерципе ĕçлемен организацисене грант тытăмĕ урлă пулăшать. Республикăра та çавнашкал йĕрке туни общество организацийĕсен ĕçне витĕм кÿрейĕччĕ. Çын шутне кура мар, ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне хакласа. Хальлĕхе хăш-пĕр региона ăмсанмалли çеç юлать. Сăмахран, Приморьере вырăнти писательсем валли виçĕ çулта пилĕк миллион тенкĕ уйăрнă.

- «Йĕмен ачана кăкăр памаççĕ» ăнлава пурте пĕлетпĕр. Апла пулин те республика парламентĕнчи депутатсен йышĕнче пĕр писатель те çук. Çыравçăн нуши-тертне çăмăллатма директор, бизнесмен, тухтăр, спортсмен депутатсем пуçару тăвасса шанатăр-и?

- Йĕрекенсем нумай-ха, илтекенсем сахал. Литературăшăн тăрăшассине Культура министерстви çине кăна йăвантарни тĕрĕсех мар. Литература - наци культурин пайĕ, вăл чи йывăр та кăткăс тапхăрсенче те халăха пĕрлештермелли хатĕр тейĕпĕр, çавăнпа уншăн тăрăшасси патшалăх ĕçĕ пулмалла. Шел, иртнĕ çулсенче патшалăх çыннисем литературăшăн пăшăрханса сăмах хушни илтĕнсех каймарĕ. Писателе харам пыр вырăнне хумастпăр-ши тепĕр чух? Кирек мĕнрен те тупăш илме васкатпăр-çке. Çав вăхăтра ытти çĕр-шыв опытне е манатпăр, е шута илместпĕр. Темиçе çул каялла АПШра кĕнеке сутса кăна çулталăкра илнĕ тупăш Пĕтĕм Раççей культурине аталантарма янă бюджет укçин калăпăшĕпе танлашнăччĕ.
Александр Солженицын 20 çул каялла «Как нам обустроить Россию?» статйинче ахальтен мар ĕнтĕ çапла асăрхаттарнăччĕ: «Вăй-хал çăл куçĕ тата обществăн вăйсăрлăхĕ - пурнăçри ăс-хакăл шайĕ мĕнле пулнинче, кайран тин - промышленноç шайĕ... Енчен те нацире ăс-хакăл иксĕлсен - патшалăхăн нимĕнле лайăх тытăмĕ те, промышленноçăн нимĕнле аталанăвĕ те вилесрен хăтарса хăвараймĕ. Хăвăлланнă йывăç тытăнса тăраймасть. Кирек мĕнле ирĕклĕх хушшинчен те сĕмсĕр ирĕклĕх пур пĕр пĕрремĕш вырăна тухать». Тĕрĕс мар-им-ха?
Литературăсăр пурнăç хăвăлланать çеç. «Ача йĕнине» чи малтан депутатсен илтмелле те ĕнтĕ. Анчах... 5-6 çул каялла Мускавра, медиафорумра, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ертÿçисенчен пĕрне В.Володина культурăна аталантарассине приоритетлă наци проекчĕсен шутне кĕртме май çук-ши тенĕччĕ. Тарăхтартăм кăна ăна: чуна нимĕнпе те лăплантараймарĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсемпе депутачĕсене аса илтерес килет: ял библиотекисене хаçат-журнал çырăнма, çĕнĕ кĕнекесем туянма пулăшасси сирĕн тивĕç, манас марччĕ çакна.
Лару-тăру улшăнĕ-ши? Дмитрий Медведев Президент «Культура, культурные изменения и экономическое развитие» симпозиума хутшăнакансен умĕнче ячĕшĕн кăна çапла каламарĕ-тĕр: «Йĕрке-тирпейпе культура - пĕр-пĕринпе çыхăннă. Кризис чухне çакă пушшех палăрать. Экономикăн çара меслечĕсемпе çеç пурăнма май çук».

- «Тăван Атăл» журналăн калăпăшĕ те, сăнĕ-пичĕ те улшăнчĕ. Халĕ тата унăн ăшĕнче «Сунтал» тухма тытăнчĕ. Вăл малашне те çаплах пулĕ-и е расна журнал тăвас тесе пуçарнă ятарлă проект-и?

- Тÿрремĕнех калам: журнал уçасси е хупасси алăк уçса хупасси мар. Пĕччен татса памалли ыйту та мар. «Тăван Атăлпа» «Ялава» пĕрлештересси вĕсене пирĕн издательство çуртне парсан мар, унчченех, 2000 çулта, пуçланнă. Çав çулхи кăрлачра икĕ журнал пĕрле 96 страницăпа хаçат хучĕпе тухрĕ. Ырăран мар, укçа-тенкĕ çитменрен. Ун чухнехи редакторсене вăл вăхăтри йывăрлăхран çапла тухма пултарнăшăн тав тумалла çеç. Журналсен каярах та кризисра тертленме тиврĕ: «Ялавра» тÿлевлĕ материалсем вырăсла пичетленкелерĕç. Çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче журналсем çивĕч материалсем кăларса ят-сумне çĕкленĕччĕ, каярахпа публицистика йăвашланчĕ, икĕ журнал содержанийĕ пĕр пекленсе кайрĕ. Тиражсем чакрĕç... «Тăван Атăлăн» паянхи формачĕ чылайăшне тивĕçтерет. Тĕслĕхрен, ун ăшĕнче «Сунтал» кăларма пикенсен Юхма Мишши тата ытти çыравçă пире ырланăччĕ. Пуçланă ĕçе малаллах тăсăпăр, пахалăхĕшĕн те, илемĕшĕн те тăрăшăпăр. Уйрăм журнал тенĕрен... Ун пирки тĕплĕ шухăшламалла, концепцине палăртмалла, сахалтан тепĕр вунă çултан вăл еплерех пуласса туймалла. Мĕнпе тултарăпăр ăна, çырăнакансем пулĕç-и? Тĕрлĕ варианта тишкермелле.
«Ялава» илемлĕ литература тата обществăпа политика журналĕ пек уçнă. Çакăн йышши паянхи журнал тĕрлĕ тĕспе тухмалла, илемĕпе илĕртмелле. Унăн вырăнне республикăри хаçат-журналăн çĕнĕрен йĕркеленсе çитнĕ тытăмĕнче /системинче/ курмалла. «Тăван Атăла» кăларса тăма патшалăх çулталăка пĕр миллион тенкĕ ытларах субсиди уйăрать /хут туянма, типографи тăкакĕсене саплаштарма, налукпа ĕç укçин пĕр пайне тÿлеме/. Кирлин çурри теме юрĕ-ши çак пулăшăва? Унсăр пуçне, ĕлĕкрех «Тăван Атăлпа» «Ялав» редакцийĕсенче кашнинче 10 çын ытла вăй хунă пулсан, паян çав ĕç калăпăшнех иккĕн-виççĕн тума тивет. Авторсен гонорарне хамăр тупăшран уйăратпăр. Танлаштарма пĕр тĕслĕх: çÿлерех асăннă Приморьерех «Тăван Атăл» пек «Дальний Восток» журнала кăларса тăма çулсерен ултă миллион тенке яхăн уйăраççĕ.
Сăмах май каласа хăварам: писательсем валли гонорарлăх укçа-тенкĕ уйăрма та патшалăх грант тытăмĕ урлă май тупма пултарассăн туйăнать.

-Литература критики хавшарĕ тенине паян тăтăшах илтетпĕр. Чăнах та, тарăн хаклавсем çукпа пĕрех. Мĕн тумалла?

- Литературăпа критика пар лашасем пек яланах пĕр туртара пулмалла. Тачă çыхăннă вĕсем. Критикăпа литература тĕпчевĕ хавшанă тенипе килĕшейместĕп. Чăваш патшалăх университечĕн ученăйĕсем, гуманитари ăслăлăхăн институчĕн ăсчахĕсем, педуниверситетра вăй хуракансем пуç усса лармаççĕ: тĕпчевĕсем тĕрлĕ енлĕ, анлă, вĕсемпе республика тулашĕнче те кăсăкланаççĕ. Тен, кун пирки чылайăшĕ пĕлмест? Тепĕр енчен, çыравçăсен хăйсен хайлавĕсене пиçсе тухнă-тухманах хаклаттарас килет. Кун йышши хаклавсем, чăн та, сахалрах. Повеç-калав содержанине автор хыççăн каласа панипе çырлахакан та пур тепĕр чух, критика ытларах ырлас-мухтав еннелле туртăнать. Е тĕпчевçĕ автора ăнланма, ун шухăш-кăмăлне вулакана уçса пама мар, çыравçăна хăй виçине лартма пăхать. Литературăри çĕнĕлĕхсене вăхăтра асăрхани паха та... Мĕн тумалла? Критиксене, тĕпчевçĕсене хаçатсенче вырăн ытларах памалла: çĕнĕ кĕнеке кăларни авторшăн кăна мар, культурăшăн та паллă пулăм.

- Сергей Лукиянович, эсĕ проза енĕпе çине тăрса ĕçлетĕн. Ыттисенне те «Тăван Атăлта» кун çути паратăн. Çавна май авторсем мĕнлерех çырнине пĕлетĕн. Кала-ха, прозăн сăн-сăпачĕ паян еплерех? Çирĕм çул каяллахипе танлаштарсан улшăнчĕ-и вăл?

- Чăн та, паян эпĕ вуламан хайлав çукпа пĕр. Чăваш авторĕсене вырăс тата ытти халăхăн хальхи çыравçисемпе танлаштарма тăрăшатăп. Унсăр пуçне «Тăван Атăлпа» «Ялавра» ĕлĕкрех тухнă хайлавсене тепĕр хут тишкерсех тăратăп. Тĕллев лартсан çитменлĕхсене кирек камăнне те тупма пулать: хĕвел çинче те хура пăнчăсем пур вĕт. Паянхи прозаиксен анлă тавра курăмĕ, ирĕклĕхĕ, хăюлăхĕ, хăйне евĕр ăсталăхĕ илĕртет мана. Хальхи прозăра темиçе çул-йĕр уйрăмах палăрчĕ: тăван халăхăн историйĕ енне туртăнни, вăрçă теми патне таврăнни, çĕнĕ саманана сăнарлани... Çамрăксем, вăтам çулти авторсем аслă ăрури çыравçăсем тĕкĕнме хăяйман темăсенчен хăраса тăмаççĕ.
Паянхи çыравçăсене парти çул уçса парса пымасть, çул-йĕре кашнин хăйĕн шырамалла. Унăн вулаканĕ ĕлĕкхи мар - вĕреннĕскер, тавра курăмĕ анлă, ăна хывăхпа улталаймăн. Уншăн кĕрешсе авторăн вырăс е ытти халăх писателĕпе тупăшмалла, ăна телекураври сериалсенчен туртса илмелле... Хальхи проза çĕнĕ утăм турĕ тесе çирĕплетме хăятăп. Çиелтен шăйăракансем çеç асăрхамаççĕ çакна. Поэзи пирки те çаплах шухăшлатăп.

- Ремарк, Хемингуэй хыççăн кайса, вĕсен геройĕсем вĕçĕмсĕр ĕçеççĕ, пирĕн писательсем те хăйсен геройĕсене нумай ĕçтерчĕç. Халăха эрех енне ытларах та ытларах туртăнма витĕм кÿмерĕ-и çакă?

- Халăх чунĕ пĕр-икĕ кĕнеке вуланипех тасалас е пăсăлас пулсан... эпир тахçанах коммунизмра пурăнмалла. Писатель киревсĕр пурнăçа чĕри ыратнăран сăнлать: вулакан чунне хускатма, пĕрле шухăшлама. «Литература - общество тĕкĕрĕ» теттĕмĕр нумаях пулмасть. Ман шухăшпа, писатель обществăн сывлăхне тĕрĕслесе диагноз лартакан. Пĕлтĕр хаçат-журналта критиксемпе çыравçăсен хăйне евĕрлĕ дискуссийĕ иртрĕ - чăваш литературинче ырă сăнарсем сахалрах пирки çивĕч калаçу пулчĕ: «хура» чăнлăх ытларах-мĕн кĕнекесенче. Нимĕн те тăваймăн, чăнлăхран тараймăн - хаяр пурнăç тĕрĕслĕхне курмăш пулаймăн.
«Таса» чăнлăха асăрхамастпăр тенипе çырлахас килмест. Пирĕн литературăра ырă геройсем пур, анчах та вĕсем ĕлĕкхи колхозсемпе совхозсенчи, заводсемпе ударлă стройкăсенчи малта пыракан хастарсем мар. Мĕншĕн тесен пурнăç йĕрки улшăнчĕ - социализм тытăмĕнчен тискер капитализма куçрăмăр.
Хальхаççăн политиксемшĕн те чылай ыйту уçăмлă мар тăк çыравçăн ăçта кайса кĕмелле? Унăн туйăмĕ ыттисенчен чылай çивĕчрех пулмалла-и? Шута илмелле: писателĕн хăйĕн чăнлăхĕ, вăл фотоаппаратпа сăн ÿкерчĕк тумасть, «ырă» герой пиçсе çитессе кĕтсе лармасть, ăна хăйĕн тавра курăмĕ майлă калăплать, «хура» чăнлăх авăрĕ витĕр кăларать. Çав вăхăтра илĕртÿллĕ сăнар тăвасси суя çулпа утасси мар, «хура» чăнлăхран тарса «суя» чăнлăха лекесси - çур утăм.
Тепĕр саманта та асăрхамасăр хăварар мар. Писатель кам валли çырать? Тĕпчевçĕсемпе тишкерÿçĕсем хăйĕн ĕçне хакласса кĕтсе-и? Ман шухăшпа, вулакан валли çырать, ăна мĕн кăсăклантарнине шута илсе. Çыравçăн вулакан хыççăн каймалла тесшĕн мар эпĕ, анчах та сан хайлавусене критиксем тем пек мухтасан та, çав вăхăтрах вĕсене çын тытса вуламасан - эс нушаланни кама кирлĕ?

- Пĕлетпĕр: ял çынни хула халăхĕнчен раснарах - ăна писатель кирлине çирĕплетсех тăмалла. Ĕлĕк çапла пулнă та: çыравçăсем ялсене кайсах тăнă. Ырă та пархатарлă çак йăлана чĕртсе тăратма вăхăт çитмерĕ-и?

- Ялсене йышпа тухса çÿреме ĕлĕк май пулнă. Халĕ кашни çыравçă хăйĕн мелĕпе усă курать. Халăх вара тахçанхи ырă йăласене манман-ха, çавăнпа пултарулăх ушкăнĕсене кĕтет. Анчах та халăха пухасси паян ансат мар, çĕнĕлĕхсем шырамалла. Ку тĕлĕшпе писательсен район ертÿçисемпе çывăхланмалла. Шупашкарти ентешлĕхсен хăвачĕпе усă курмалла.

- Кирек хăш çын та ĕмĕтпе пурăнать. Союз председателĕн пуçне паян мĕнлисем кăшăллаççĕ?

- Ваттисем çапла каланă: «Эпĕ улăштарма пултарайманнине чăтса ирттерме Турă мана - хăват, хам улăштарма пултарнине тума вăй-хал патăрччĕ». Çакă яланах асăмра. Ĕмĕтсене тепĕр чух тĕлĕкрен те уйăрма йывăр. Финанс министрĕ сĕтелĕ çине чăваш кĕнекисем купаласа хунă пек. Вулать те вулать, унтан бюджет проектне илет те ун çине хĕрлĕ ручкăпа çырса хурать: «Культура тÿпине нихăçан та чакарас мар. Май пур таран хушас». Ун хыççăн вара Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, пĕрин хыççăн тепри, чăваш литературине, хаçат-журналне хÿтĕлесе сессире сăмах калаççĕ пек... Ку - манăн пĕр пĕчĕк ĕмĕтĕм кăна.
Илемлĕ литературăна тивĕçлипе хакламанни, Лев Толстой калашле, «иртсе кайĕ, пĕтĕмпех иртсе кайĕ». Раççее вырăс писателĕ ăнланма пултарать, Чăваш Ене, чăваш халăхне - чăваш писателĕ. Перу писателĕ Марио Варгас Льоса асăрхаттарнине аса илни вырăнлă пек: «Литература сана пур енĕпе те туйăмлăрах тăвать - нуша-тертрен пуçласа телей таран. Чăнласах иккĕленместĕп: литературăпа искусство пурнăçа çав тери пысăк витĕм кÿреççĕ». Хамăрăн çыравçăсене итлеме пăрахрăмăр пулсан ыттисен сăмахне те пулин хăлхана чикесчĕ: тĕнчере литература çĕнĕрен вăй илсе пырать.

- Çаплах пултăрччĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 768 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz