Шăматкун, 27.04.2024, 14:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Нестерова, З. А. Ăçта-ши эсĕ халĕ? : калавсемпе повеçсем : [вăтам тата аслă çулхи шкул ачисем валли] / Зоя Нестерова. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. – 223 с. : ил.

Зоя Алексеевна Нестерова 1925 çулта Красноармейски районĕнчи Кушар ялĕнче çуралнă. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн чылай çул Чăваш енре тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Унăн паллăрах кĕнекисем: "Чее мулкач" (1984), "Ют арăма ан чуп ту" (1998), "Арçынсем те макăраççĕ" (2003), "Тăватă асамçă" (2006), "Пурçăн пĕлĕт айĕнче" (2009).
Çыравçăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ?" кĕнекинче калавсем тата "Ан ман, савни, ан ман", "Шырлан хĕррипе" ятлă повеçсем пичетленнĕ. Кунтах унăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ", "Кунта пулман хăна", "Шурă кайăк" фантастикăллă калавĕсемпе те паллашма пулать.
Хайлавсенчи сăнарсем тĕрлĕ йывăрлăха лекеççĕ. Апла пулин те вĕсене çăлаканĕ, йывăр вăхăтра пулăшма алă тăсса параканĕ те юнашарах тăра ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 618 | Хăçан хушнă: 04.08.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Сементер, Ю. С. Хушка : сăвăлла калав = Зорька : стихотворный рассказ / Юрий Сементер ; [вырăсла А. И. Дмитриев куçарнă ; худож. В. Г. Бритвин]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 27, [4] с. : ил.

Юрий Семенович Сементер Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăл тăван литературăра аллă çул ĕçлесе вăтăра яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă. Паллăрах кĕнекисем: "Йĕс шăнкăрав", "Чĕнтĕрлĕ кĕпер", "Хурапа шурă", "Хуркайăк çулĕ", "Çиçĕм сапаки".
"Хушка" ятлă сăвăлла калава Чăваш енри Çĕрпÿ районĕнчи пĕр хуçалăхри çĕнтерÿçĕ ĕне пурнăçĕнче вăрçăн малтанхи уйăхĕсенче пулса иртнĕ ĕç-пуçа тĕпе хурса çырнă.
Сăвăлла калава вырăсла А. И. Дмитриев тăлмачă куçарнă.
Кĕнекене кĕçĕн çулхи ачасене сĕнетпĕр.
Миçе çын пăхнă: 626 | Хăçан хушнă: 03.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
(Хакла ларнă ирĕклĕх) 
Нумай пулмасть Альфонс Додэн "Сэге мĕçье качаки” ятлă калавĕпе паллашма тÿр килчĕ. Французларан Юрий Артемьев куçарнă ăна. Тĕлĕнмелле, сăмахпа çырса-каласа кăтартайми туйăмсем çуратрĕ вăл. Куна ăнланма чĕлхе пулăшаймĕ. Ăспа ăнкарса туймалла. Чăннипех те вăйлă произведени.
Ирĕклĕх пирки каланипе пуçланать калав. Ирĕклĕхе тĕрлĕрен хаклама вулать. Этем вĕт яланах ун патне туртăнать. Ĕçне çăмăллатма тĕрлĕ техника, механизм шутласа тупать. Алпа тумалли ĕç сахалланать – пушă вăхăт тупăнать. Çавăн пек ансатлатса-ансатлатса пырать те "ирĕке тухать”. Малтан ку ăна савăнтарать. Аван-çке, таврара ĕçсĕр пуçне те темĕн чухлĕ кăсăкли, тĕлĕнмелли пур иккен! Пĕр енчен тепĕр енне ыткăнать этем. Вăхăтне пустуй япаласемпе тăрмашса ирттерет. Юлашкинчен ку ирĕклĕх ăна "тăрантарсах çитерет”. Мĕн патне илсе пырать-ха ĕнтĕ пурнăç çине çапла çăмăлттайла пăхни? Акă, ирĕк ĕнтĕ вăл. Анчах мĕн тумалла унпа; Ăçта чикмелле? Вара çухалсах каять. Шăпах çак ирĕклĕх майĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 532 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кĕнекене кĕнĕ повеçсемпе калаври ĕç-пуç паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Этем чунĕ тата сипечĕ темле йывăрлăха та çĕнтернине, çирĕп кăмăллă çынсем хăйсен телейне яланах тупнине автор пурнăçри кăткăс самантсем, геройсен характерĕ витĕр ĕнентерÿллĕн те туйăмлăн кăтартать. Шăпа тени ют çынсенчен е кĕтменлĕхсенчен мар, этемрен хăйĕнчен кăна килнине кăсăклă сюжет йĕрĕсем уççăн та курăмлăн палăртаççĕ. Кĕнекери тĕп герой – паянхи хĕрарăм, вăл элекпе суяна, тĕрлĕ пăтăрмаха çĕнтерсе чунĕ-пе çирĕпленсе тухма вăй çитерет. Автор чăваш ялĕ сывлăш çавăрса илсе çĕнĕрен мăнаçлăн чĕрĕлсе тăрассине, халăх кун-çулĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнассине чунтан ĕненет. 
"Çирĕп чунлисем телейлĕ” повесть пуçласа пичетленет, ытти хайлавсене вулакансем ыйтнипе кĕнекене тепĕр хут кĕртнĕ.
Миçе çын пăхнă: 680 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Атăлăн сулахай енчи "Чăваш Ен” санатори хутлăхĕнче вырнаçнă этнокультура паркĕ пирки нумайăшĕ илтнĕ, унти илеме кайса та курнă пулĕ. Нумаях пулмасть Балтаевсем – ашшĕпе амăшĕ Людмила Владимировнăпа Николай Михайлович тата ывăлĕ Аттилла – паркри чăваш халăхĕн тĕнче курăмне сăнарлакан скульптурăсен кĕнекине кăларчĕç. 
Несĕлĕмĕрсем мĕне е кама мала хунине паркри палăксем тăрăх та ăнланма пулать. Тĕслĕхрен, "Атте-анне – ман Турă” ятлă эрешлĕ юпа аслисене сума сумаллине питĕ лайăх палăртать. Тепринче, сарă тĕслинче, "Пирĕн ĕç ырра пултăр!” тенинче нихăш пуçарăва та ваттисен пилĕсĕр тытăнмалла марри çинчен асăрхаттарса хăварнă.
Этнопаркри кашни юпа килен-каяна илемĕпе илĕртнĕ май ырă ăса вĕрентет. Ахальтен мар ĕнтĕ "Таса савăт” палăка эрешлесе: "Мĕн акан, çав ÿсет”, – тесе çырнă. Чăнах та, мĕн вуласа, мĕн курса ÿсетпĕр – çапла пулатпăр мар-и-ха?

Миçе çын пăхнă: 514 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Утăн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен президенчĕ Николай Фёдоров Чăваш халăх ӳнерçине, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ӳнерçине Праски Виттие уйăхсерен уйрăм пособи тӳлеме хушакан хута алă пуснă.
Праски Витти Вăрнар районĕнчи Малти Ишекре çуралнă.
Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ те анлă. Ӳнер ĕçне вăл студент чухнех хутшăннă. Вĕренсе тухсан (Ленинградри В.И. Мухина ячĕллĕ ӳнерпе промышленность аслă училищĕне петернĕ) малтанхи тапхăрта Пермь кĕнеке издательствинче, каярахпа тĕрлĕ хуласенче (Ижевск, Курган, Тольятти, Самар тата ыт.те) монументалист-ӳнерçĕре ĕçленĕ. 1975 çулта Сызрань хулинче «Мирлĕ ĕç» ятлă панно тунă, ăна Эксперт Канашĕ РСФСРта çав çул тунă монументлă ĕçсенчен чи лайăххи тесе йышăннă. 1985 çултанпа Шупашкара куçса килнĕ. Чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕн ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 733 | Хăçан хушнă: 13.07.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Ен депутачĕсем «Пăлхар теми» çине çивĕччĕн пăхма пуçланă. Вĕсен шучĕпе тутарсем «утияла хăйсем çинелле туртаççĕ». Сăмах Тутарстанра историпе культура палăкĕсене çĕнетсе çĕклесси çинчен пырать. Пăлхарпа Свияжска çĕклемешкĕн Тутарстанра ятарласа Республикăри истори тата культура палăкĕсене çĕнĕрен çĕклес «Возрождение» – «Янарыш» фонд йĕркеленĕ. Ăна ТР Патшалăх Советникĕ М.Ш.Шаймиев ертсе пырать. Фондăн хăтлавĕ еплерех иртни çинчен нумай пулмасть хаçатра та çырнăччĕ. 
Çак кунсенче Шупашкарта ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕнче кун йĕркине кĕртмен çивĕч ыйтăва та пăхса тухнă. ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов Мăн Канаш ятĕнчен сăмах каланă. Вăл чăваш чĕлхи авалхи пăлхар чĕлхин чăн еткерçи пулнине асăннă. «Кун çинчен çĕршыври пур ăсчах та çирĕплетет», – тенĕ Геннадий Николаевич. ЧНК президенчĕ пухăннисене пĕр фильмри самантсене те аса илтернĕ. Унта Тутарстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Пăлхар хулине вертолетпа вĕçсе килнине кăтартнă. Музейре курса çӳренĕ чух Шаймиев директо ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 559 | Хăçан хушнă: 10.07.2010 | Рейтинг: 3.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем хăйсем тĕпленнĕ çĕрте чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çавна май иртнĕ шăмат кун Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн çĕрĕ çинче - Тутар Республикинчи Нурлат хулинче - тăваттăмĕш хут Чăваш, Пушкăрт республикисенчи тата Ульяновск, Самар, Тюмень тăрăхĕсенчи чăвашсем Уяв картине пухăннă. 
Çак кун таврара чăваш юрри-кĕвви янăрани, капашсăр пысăк вăйă карти, чăваш çи-пуçĕ тăхăннă халăх, уява килнĕ хăнасене пикесемпе кинемейсем чăваш шăрттанĕпе, хуплăвĕпе тата кăпăклă сăрапа сăйлани ĕлĕкхи пурнăçа аса илтернĕ. Кунта пархатарлă аваллăх саманчĕ хуçаланнă.
Ĕлĕкхине аса илес тĕк ун чухне уява çур аки вĕçленсен ирттернĕ. Çамрăксем укăлчана пуçтарăннă, каччăсем хăйсем килĕштернĕ хĕрсемпе çывăхрах паллашнă, вăйă картине пухăннă. Сăмах май, Тутарстанра Уява пĕрремĕш хут 17 çул каялла йĕркеленĕ. Кунта 120 пин ытла чăваш пурăнать.
Уява ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова ертсе пыракан делегаци хутшăн ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 543 | Хăçан хушнă: 08.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чунçÿрев - 2009
Паян, утăн 4-мĕшĕнче, Чунçӳрев-2010 черетлĕ 21-мĕш çулçӳреве тухрĕ. 
Чунçӳревпе кăсăкланакансем унти ĕçсем епле пынипе, çулçӳревçĕсем халĕ ăçта çитнине КУНТА пĕлме пултараççĕ. Ятарлă сайтри кун кĕнеки çулçӳрев вăхăтĕнчех тулса пырĕ — çула тухайманнисем хăйсене вĕсемпе пĕрле пулнă пек туйса илейреççĕ.
Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.
Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурăнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чăвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккĕмĕшĕнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревçĕсем Пушкӑрта ҫитиех каяççĕ.
Чунҫӳ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 496 | Хăçан хушнă: 04.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем вĕçленчĕç. 1995 çултанпа паллă тăвакан уяв кашнинчех сулмаклăрах, мăнаçлăрах, кăсăклăрах иртнĕн туйăнать. Кăçалхин пĕлтерĕшĕ тата пысăкрах пулчĕ - Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнипе пĕр килчĕ. Ун умĕнхи уявсене тишкерсе хак панă май Республика кунне халалланă мероприятисен хушшинче тăван халăхăн историне, кун-çулне тĕпчессипе, унпа паянхи çамрăксене паллаштарассипе çыхăннисем сахал пулнине палăртнăччĕ. Сумлă юбилейпе çыхăнни хыççăн мĕн калама пулать-ха?
Экономикăпа çыхăннисене шутпа, укçапа пахалама пулĕ. Ун пирки ЧР Президенчĕн планеркинче те калаçнă, çав кунсенче туса ирттернĕ ĕçсене хак панă. ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: Республика кунне ирттернĕ май Чăваш Республикин экономикин мĕн пур отраслĕнчи организацисемпе халăхăн экономика тĕлĕшĕнчи усси 90 млрд яхăн тенкĕпе танлашнă.
Культура мероприятийĕсене мĕнле виçепе пахаламалла-ха?
Çак кунсенче ирт ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 562 | Хăçан хушнă: 03.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 41 42 43 44 45 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz