Кĕçнерникун, 18.04.2024, 11:54
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Юпа » 22 » Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ пĕлтерет
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ пĕлтерет
20:53
Сăн ÿкерчĕк
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ октябрĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ ларăвне пуçтарăнса кун йĕркинчи тăватă ыйтăва пăхса тухрĕ.
Сӳтсе явмалли чăнах та сахал марччĕ республика чăвашĕсен вăл кун. Вĕсенчен пĕри – Чăваш наципе культура автономийĕн бюджетне укçа хывасси. Аса илтеретпĕр, автономин хăйĕн бюджетне йĕркелесси пирки ЧНКА канашĕ кăçал январь уйăхĕнчи ларура йышăннă. Апла пулин те ку енĕпе хальлĕхе Нурлат, Элмет, Лениногорск районĕсемсĕр пуçне ытти районсем автономин счечĕ çине пĕр пус та куçарман. Паллă ĕнтĕ, обществăлла организацин хăйĕн укçа пулмасан, пысăк шайри мар, пĕчĕк мероприятие те ирттерме çăмăл мар. ЧНКА ертӳçи К.Яковлев çакна кăçал пĕрремĕш хут 7 районти чăваш çамрăкĕсен командисен хушшинче ЧНКА призĕшĕн футбол ăмăртăвне ирттернине тĕслĕхе илсе кăтартрĕ: «Мероприятин фончĕ 50 пин тенкĕ пулнă пулсан, çĕнтерӳçĕсене кăçалхи пек 5 пин мар, 30 пин тенкĕ парса хавхалантарнă пулăттăмăр. Ун чух ăмăрту тата çивĕчрех пулатчĕ», – терĕ. Ертӳçĕ организацин бюджетне укçа хывас ыйту вырăнтан хускалманнине районсенчи ЧНКЦсем тивĕçлĕ ĕçлеменнипе çыхăнтарчĕ. Член взносĕсем пирки те лару-тăру çавнашкалах, Нурлат, Аксу, Лениногорск, Тури Услон районĕсемсĕр пуçне ытти районсем каллех ĕçлени курăнмасть.
Районсенче чăвашсен татса памалли ыйтăвĕсем сахал мар, тĕслĕхрен, Аксу районĕнчи Çĕньял ялĕнче медпункт çук. Ку ялта ытларах ват çынсем пурăннине кура ЧНКА председателĕ Г.Яковлев халăхпа тĕл пулсан медпункт ыйтăвне район ертӳçипе татса пама шантарнă.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – республикăри чăваш предпринимателĕсен пĕрремĕш форумне ирттересси. Тутарстанри чăваш предпринимателĕсене çапла пĕрле пуçтарни хальччен пулман. К.Яковлев шучĕпе, ку форум та хальхи самана ыйтăвĕ. ЧНКАн республикăра чăваш предпринимателĕсен ассоциацине йĕркелес тĕллевĕ шăпах вăхăтлă. Çак тĕлĕшпе Хусанта вĕсен департаментне туса хурас шухăш пур-мĕн. Çĕнĕ департамент чăваш предпринимателĕсене юридици, лизинг тата ытти ыйтусемпе, республикăри тата Чăваш Енри предприятисемпе çыхăнусем йĕркелеме пулăшĕ. Предпринимательсем валли ЧНКА ятарласа конференцзал хатĕрлеме, юридици уйрăмне йĕркелеме планлать. Кун пек ассоциаци чи малтан чăваш предпринимателĕсене хăйсене кирлĕ, вĕсем бизнеса аталантарма та, çав вăхăтрах тăван халăха пулăшма та пултарĕç.
Предпринимательсем пулăшнипе ЧНКАн культурăна, вĕрентĕве аталантармалли фонд йĕркелес шухăшĕ те пур. Пĕрремĕш форум çӳллĕ шайра иртмелле. Хальлĕхе ăна кăçал декабрĕн 8-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Форума ТР Президентне Р.Минниханова,ЧР Президентне М.Игнатьева чĕнме шутлаççĕ.
Пытармăпăр, юлашки 15-18 çулта Тутарстанпа Чăваш Ен хутшăнăвĕсене ăмсанмаллиех çук. Малашне ку тĕлĕшпе лару-тăру улшăнас шанăç пур. Çĕнĕ Президентсем икĕ республикăн туслăхне çирĕплетме майсем тупаççех пуль тетпĕр. Тутарстанри ЧНКА та ку ĕçре хăйĕнчен пай кĕртĕ. К.Яковлев çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсен тĕллевĕ – Чăваш Енпе Тутарстанăн экономикăпа суту-илӳ хутшăнăвĕсене аталанма пулăшасси. Ку тĕлĕшпе ЧНКА делегацийĕ октябрĕн 26-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ М.Игнатьевпа тĕлпулăва каять. Унта темиçе ыйтăва сӳтсе явĕç, çав шутра Тутарстанри Уявăн статусне ӳстересси, Чăваш Енри Патăрьел районĕнче 2011 çулта Пĕтĕм Раççейри Сабантуй уявне ирттересси пулĕ.
Кунсăр пуçне декабрĕн 8-мĕшĕнче предпринимательсен форумĕ хыççăнах республикăри çамрăк эстрада юрăçисен пĕрремĕш фестивалĕ иртĕ. Ларура ăна конкурс пек йĕркелеме, конкурсантсене малтан районсенче суйлама йышăнчĕç.
ТР ЧНКА ларăвĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланас умĕн иртнĕ май, ку ыйтăва та хускатмасăр хăвармарĕç. 2002 çулхи перепись кăтартăвĕ тăрăх, республикăра чăвашсен йышĕ 12 пине чакни шухăшлаттармалли факт, мĕншĕн тесен кунăн сăлтавĕ çынсем вилсе пынинче кăна мар-çке, хăшĕ-пĕри ятарласа хăй чăваш пулнине пĕлтересшĕн тăрăшмасть. Кун пеккисем ан пулччăр тесен ятарласа тăван чĕлхепе агитаци хучĕсем хатĕрлени кăна çителĕксĕр, чи малтан вырăнти чăваш наципе культура центрĕсен тăрăшса ĕçлемелле, хăйĕн нацилĕхне палăртни халăха мĕншĕн кирлине ăнлантармалла. Шел те, ку енĕпе районти ЧНКЦсем мĕнле ĕçлени пирки асăнакан пулмарĕ. Перепись хыççăн йăхташсен шучĕ хăш районта мĕн чухлине палăртса тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тăваççех пулĕ тетĕп. Шел, ларура тепĕр çивĕч, республикăри кашни чăваша хумхантаракан ыйтăва – авалхи Пăлхар хулине çĕнĕрен чĕртнĕ вăхăтра хамăр несĕлсем унта пурăннине çирĕплетсе хăварассине чăваш тĕнчинчи ученăйсемпе сӳтсе явасси – пирки хускатаççех пулĕ тенĕччĕ. Анчах пирĕн республикăн тĕп чăвашĕсем ку енĕпе «вăранайманни» курăнать. «Хальлĕхе Пăлхар хулинче тутарсем хăйсем те нимĕнех те туман-ха. Ку ыйтура пирĕн питĕ асăрхануллă пулмалла», – тенипех çырлахрĕç. Ирĕксĕрех шухăш çуралать: авалхи истори çĕнĕрен çырăннă вăхăтра эпир, чăвашсем, шыв сыпнă пек шăп тăрсан халăха тымарсăр хăварни пулмасть-и ку? «Пирĕн, Тутарстан чăвашĕсен, халĕ «диаспора» статусĕнчен хăтăлмалла», – пĕлтерчĕ хăй шухăшне Теччĕри ЧНКЦ хастарĕ О.Илларионова кун пирки. Шухăшĕ лайăх, анчах мĕнле майпа? Каллех уçăмлăх çук. Енчен те эпир Тутарстанăн тĕп халăхĕсенчен пĕри пулнине историлле фактсемпе ĕнентерсе çирĕплетсе хăвармастпăр-тăк, каçарăр та, «диаспора» статусран хăтăласси курăнмасть.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 531 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz