Ытларикун, 19.03.2024, 10:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Авăн » 24 » Манăçми Вархуш Эншей
Манăçми Вархуш Эншей
19:26
Сăн ÿкерчĕк
Кашни ял тăрăхĕ ятлă-сумлă çынсемпе пуян. Çав йышра — Еншик Чуллă ялĕ те. Акă кăçалхи августăн (çурла уйăхĕн) 25-мĕшĕнче кунта çуралса ÿснĕ поэт-фронтовик Вархуш Арсентьевич Арсентьев (Эншей) çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. 
Йышлă çемьере вăй илнĕ вăл. Ашшĕ — Арсентий Дмитриевич Дмитриев ял-йышра хисеплĕ çын пулнă. Граждан вăрçине хутшăннă, унтер-офицер. Амăшĕ — Анастасия Васильевна Васильева икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратнă. Асли — Елизавета, иккĕмĕшĕ — Варфоломей, виççĕмĕшĕ — Катя, чи кĕçĕнни вара халь тĕп килте пурăнакан Дмитрий Арсентьевич Арсентьев. Дмитрий 1936 çулхи февралĕн (нарăс уйăхĕн) 5-мĕшĕнче çуралнă. Профессийĕпе техник-строитель. Тата пултаруллă та ĕçчен сад ăсти.
Эпĕ сентябрь (авăн уйăхĕн) пуçламăшĕнче поэт-фронтовикăн тăван кĕтесне çитсе куртăм. 74 çул тултарнă сăпайлă арçынпа куçа-куçăн пăхса чун-чĕре ăшшипе калаçрăм.
— Мана мĕн ытларах кăсăклантарчĕ-ха? Дмитрий Арсентьевичшăн пиччĕшĕн — Вархушăн — сăнарĕ еплерех асра юлнă-ши?
— Мĕн каламалла… Ăна салтака ăсатнине астăватăп эпĕ. Ун чухне виççĕри ачаччĕ кăна ĕнтĕ. Пирĕн пÿрт-çурт çак вырăнтах, урама тăрăхла ларнă. Вархуша 1939 çулхи ноябрĕн (чÿк уйăхĕн) 29-мĕшĕнче салтака ăсатрĕ кил-йыш. Ĕлĕкрех лашапа тутăрсем сулласа салтак чупасси йăлараччĕ паллах. Килсеренех парнесем: ал шăлли çакатчĕç, кĕпе-тумтир тăхăнтартатчĕç. Салтак парнисем пÿртри кашта çинче çакăнса тăнине халĕ те манаймастăп. Пÿрчĕ хальхи пек мар, пысăкчĕ.
Çакă та куç умĕнчех-ха маншăн. Çуртра çÿлĕк (полка) вырнаçтарнăччĕ. Çавăнта хĕрлĕ тĕслĕ хуплашкаллă кĕнекесем вырăн тупнăччĕ. Пурте тирпейлĕ те çыпăçуллăччĕ. Аслă аппа хĕр çулне çитсен хамăр яла качча тухрĕ. Пĕррехинче Лиза: "Эншей салтака кайсан кĕнекесем сан валли юлаççĕ", — терĕ. Кусем —вырăнсăр сăмахсем. Мĕн тăвăн… Хам, виççĕри ача, вулама та пĕлместĕп вĕт…
Пÿртри урайĕнче ещĕк ларатчĕ. Çавăнта "Хатĕр пул", "Капкăн" тата ытти журналсем пурччĕ. Ку ещĕкрен Юра тусĕсемпе хăпма пĕлмен ĕнтĕ. Пĕчĕкскерсем пĕрле ларса кĕнекесене суйлаттăмăр, сăн ÿкерчĕксене пăхаттăмăр. Кайран каялла кĕртсе хураттăмăр.
Юра манпа пĕр çулхиччĕ. Сăмах май Лиза аппан ачисенчен пĕри пулнă вăл — кам пĕлмест-ши Юрий Петров-Вирьяла! Хаклă тăванăм, чăвашсен паллă поэчĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Унăн куккăшĕ Варфоломей Эншей те халăх хушшинче ырă йĕр хăварнă паллă çын шутланать.
Тепĕр самант та аса килет. Енше çырмипе юнашарах тĕлĕнмелле сад хунаса кайнăччĕ. Унта тĕрлĕ йышши улмуççисем, грушăсем çитĕннĕ. Мана, виççĕри ачана, Эншей сад пахчине кĕртсе кăтартнăччĕ, эпĕ хам алăпа груша татнăччĕ. Çавна астăватăп тата… 1941—1942 çулсенче хĕл сиввипе çимĕç йывăççисем хăрса пĕтрĕç. Хальхине çине тăнипе утмăлмĕш çулсенче ĕрчетсе ятăм эпĕ.
— Дмитрий Арсентьевич, Вархушăн сăвă-калав çырас туртăм хăçан аталаннă-ши?
— Пичче 1927 çулта Еншикри тăватă класлă шкула çÿреме тытăннă. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне Апполон Федоров учитель ертсе пынипе ачасем алăпа çырса "Калта" ятлă журнал кăларса тăнă. Тăрăшуллă, тавра курăмлă Вархуша журналăн редакторĕ пулма шаннă. Эншейăн сăввисем малтанах унта кун çути курма пуçланă.
Варфоломей Арсентьевич çине тăрса вĕреннĕ. Еншикри шкул хыççăн Супарти шкулта пĕлÿ пухнă.
1935 çулта, учитель пулас ĕмĕт-шухăшпа, Çĕрпÿри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Пичче 1937 çулта литература ĕçне нихçанхинчен те ытла кÿлĕннĕ. Педучилищĕре вăл юратнă хĕрĕпе, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Верăпа паллашнă. Çакăнтах хамăр районти Кĕрекаç каччипе — Филипп Андреев çыравçăпа — тĕл пулнă.
Пиччен сăвви-калавĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл хăй çырнисене типтерлĕ, тĕплĕ пухса пынă. Шел, çирĕм пĕр çултах, Аслă Отечественнăй вăрçă тухнă çул Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Хыпарсăр çухалнă вăл. Ăçта вилни паллă мар. Те Украина, те Белорусси çĕрĕсем çинче…
Автортан. Вархуш Эншей çуралнăранпа 85 çул тултарнă май 2005 çулта районта поэт-фронтовикăн сăввисене пухса "Чечекленчĕ ман çĕр-шывăм" кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ăна вулакансем патне çитерес тĕлĕшпе Николай Ершов (Янгер) сăвăç пысăк тÿпе хывнă.

Г.Тусли

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 796 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (24.09.2010 19:28) [Материал]
Пурăннă пулсан августăн 25-мĕшĕнче тăхăр вунă çул тултармаллаччĕ вăл. Шел, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 21 çултах çĕре кĕнĕ Вархуш Эншей. Тĕрĕссипе 1941 çултах чикĕре пулнă май хыпарсăр çухалнă ентешĕмĕр.
Еншик Чуллă тăрăхĕ манмасть Варфоломей Арсентьевич Арсентьева-Эншея. Ăна сума суса сентябрĕн 16-мĕшĕнче ялти вăтам шкулăн акт залĕнче районти çыравçăсем тĕл пулу йĕркелерĕç.
Учительсемпе тата вĕренекенсемпе курнăçма Николай Ершов (Янгер), Георгий Ефимов (Тусли) çыравçăсем, Красноармейскинчи историпе краеведени музейĕн директорĕ Владимир Серафимов килнĕ.
Шкулта ентеш-çыравçăна хисеплесе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Ефимова 15 ыйтупа "Пирĕн воин-сăвăç" викторина ирттерчĕ. Унпа пĕрлех халĕ те В. Эншей сăввисене вулассипе конкурс пырать.
Пухăннисем умĕнче Вархуш Эншейăн пурнăçĕпе творчествăри ĕçĕ-хĕлĕпе Г. Ефимова вĕрентекен, салтак-çыравçăн ялта пурăнакан шăллĕ, 74 çулхи Дмитрий Арсентьев, Н. Ершов, Г. Ефимов çыравçăсем, В. Серафимов краевед паллаштарчĕç. Марина Федорова (5 кл.), Оля Кутузова (7 кл.), Татьяна Григорьева (8 кл.) поэтăн сăввисене пăхмасăр вуларĕç.
Е. Вышинская вĕрентекенпе 11-мĕш класри Иван Григорьев Вархуш Эншея ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнмалăх тесе ятарлă видеоролик ÿкерсе хатĕрленĕ. Л. Фомина библиотекарь "Вăхăтсăр сÿннĕ талант" буклет тунă.
Тĕл пулăва пухăннисем экран çинче Вархуш Эншейăн биографийĕпе тепĕр хут паллашрĕç. Унăн ачалăхри, Çĕрпÿре педучилищĕре вĕреннĕ çулсенчи тата хальхи вăхăтра ялти кил-çуртра, В. Эншей урамĕнче, поэтăн çăл куçĕ патĕнче тата юлташĕсемпе пĕрле çаптарнă сăн ÿкерчĕксене пăхрĕç.
Ентеш-çыравçăна чысласа тĕл пулу йĕркелеме пулăшнăшăн Еншик Чуллăри вăтам шкул директорне Т. Беззубована, Г. Ефимовапа Е. Вышинская вĕрентекенсене тав тăватпăр.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz