Эрнекун, 26.04.2024, 12:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Авăн » 19 » Унăн ĕçĕсенче - халăхăн чун илемĕ
Унăн ĕçĕсенче - халăхăн чун илемĕ
09:51
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш живопиçĕн патриархĕ Моисей Спиридонов çуралнăранпа 120 çул çитнине республикăра анлă паллă тăваççĕ. Чи малтанах тăван кĕтесĕнче - Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра - пленэр иртрĕ. Ăна Чăваш художникĕсен союзĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Ун хыççăн унтах курав уçăлнă. Ячĕ тĕлĕнмелле хитре - «Спиридонов урамĕнче». Ÿнерçĕсем чаплă хуложник пурăннă çурта, вăл утса çÿренĕ тăкăрлăка, пăхса киленнĕ çут çанталăка пир çине куçарнă, çак илеме, тавралăха вилĕмсĕрлетнĕ.
Иртнĕ эрне кун вара Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Моисей Спиридоновичăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ун ячĕпе пирĕн профессионал искусство чĕрĕлĕвĕ çыхăннă. Çакна экспозицири картинăсем лайăх çирĕплетеççĕ. Кунта - портретсем, вăл е ку темăпа çыхăннă ĕçсем, пейзажсем. Курава М.С.Спиридонов хваттер-музейĕн ертÿçи, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Садюков йĕркеленĕ. Сăмах май, вăл Моисей Спиридоновичăн пилĕк куравне хатĕрленĕ, виççĕшне - ÿнерçĕ пурăннă чухнех.
Николай Садюков ÿнер ăстин пурнăç çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
Мероприятие çавăн пекех ЧР культура министрĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, Чăваш Художникĕсен союзĕн председателĕ Василий Кузьмин, Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕн директорĕ Владимир Петров, художниксем хутшăнчĕç.
Вячеслав Александрович çак кунсенче Пушкăртстанри Слакпуç, Пелепей тăрăхĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн Константин Ивановăн 120 çулхи çуралнă кунне паллă тунине аса илчĕ. «Тĕлĕнмелле, паян чăваш халăхĕн паллă тепĕр ывăлĕн Моисей Спиридоновăн çав çулхи юбилейне палăртатпăр», - терĕ вăл.
Искусствоведени докторĕ, Раççей тата Чăваш Ен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Михаил Кондратьев художник пултарулăхне çапла хак пачĕ: «Пĕр енчен илсен вăл - реалист, мĕн курнине ÿкерсе кăтартать. Тепĕр енчен, вăхăт иртнĕçемĕн унăн ĕçĕсем тарăн шухăшлă, пĕлтерĕшлĕ пулса тухаççĕ. Сăмахран, 30-мĕш çулсене илер. Вăл Сталин тапхăрне ырласа мухтамасть, çĕнĕ, урăх вăхăтăн пĕлтерĕшне уçса пама тăрăшать. Моисей Спиридонов хресчен ĕçĕн шăнăрне, унăн наци хăй евĕрлĕхне, халăхăн чун илемне уçса панă. Çакна интеллигенцин портречĕсем /Петĕр Хусанкай, Григорий Хирбю/, чăваш пикисен /«Качча каякан хĕрĕн» пилĕк варианчĕ/ ĕçсем лайăх çирĕплетеççĕ».
Тухса калаçакансем Моисей Спиридонов картинисем ăшă туйăм парнеленине, чуна уçăлтарнине палăртрĕç. Чăнласах çапла. Чунран пурнăçланă кирек мĕнле ĕç те лайăх, ырă туйăм парнелет. Иккĕленÿ çук: чăваш ÿнер никĕсĕ çирĕп те шанчăклă.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 600 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz