Ытларикун, 23.04.2024, 21:29
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Юпа » 18 » Музыка обществин правленийĕн ларăвĕ
Музыка обществин правленийĕн ларăвĕ
12:39
Сăн ÿкерчĕк
Трак енти музыка обществи халь хăй тĕллĕн вĕреннĕ 18 композитора пĕрлештерет, вĕсем пурте творчество лаççинче тÿпе хываççĕ, çĕнĕ юрăсем çыраççĕ. 
Районти музыка обществин правленийĕн председателĕнче районти ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕн директорĕ Николай Никоноров ĕçлет.
Октябрĕн 12-мĕшĕнче, ытлари кун, малтан палăртнă пекех районти халăх пултарулăх çуртĕнче музыка обществин ларăвĕ иртнĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă.
Композиторсем умĕнче малтанах правлени председателĕ Н.Никоноров тухса калаçнă, кăçал ноябрь, декабрь уйăхĕсенче пурнăçламалли ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Акă ноябрь уйăхĕнче районти ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕнче юрă-кĕвĕ çыракансене нотăсене компьютерпа çырма хăнăхтармалли занятисене йĕркелеççĕ. Декабрь уйăхĕнче вара Алманчри вăтам шкулта çамрăк юрăçсен фестивалĕ пулать. Ку тăрăхра хăй тĕллĕн вĕреннĕ Олег Димитриев композитор çуралса ÿснĕ.
Ларура Кăлавара çуралнă, Красноармейскинче пурăннă хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Наум Григорьев çуралнăранпа 85 çул тултарнă май, унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен районти Н. Янкас пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕн çумĕ Николай Ершов (Янгер) сăвăç каласа панă. Асăннă ыйтупа Н. Никоноров, Ю. Романов, Г. Ефимов (Тусли) тата Н. Григорьев композиторăн ывăлĕ Анатолий Григорьев сăмах илнĕ.
Пухăннисем пурте пĕр шухăш-кăмăлпа Н.Григорьев композитор Красноармейскинче пурăннă çурт çине Асăну хăми çакмаллине палăртнă.
Ларура Кушкăра çуралса ÿснĕ Илья Романович Степанов композиторăн анчахрах пичетленсе тухнă юрăсен пиллĕкмĕш "Ăшă çилĕ вĕрнĕçем…” кĕнекин презентацийĕ пулнă. Ăна автор Зоя Сывлăмпи сăвăçăн 32 сăввипе кĕвве хывнă.
Кĕнекене тишкернĕ çĕре районти халăх пултарулăх çурчĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ Л. Игнатьева, Ю. Романов, Г. Дубров, В. Рудникова композитор, А. Алексеев баянист-юрăç хутшăннă.

Ю.Григорьев
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 732 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz