Вырсарникун, 05.05.2024, 18:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕкАвăнăн 15-18-мĕшĕсенче Шупашкарта, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн тĕнче конференцийĕ иртĕ. Ирттерекенсем: Раççейри тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн комитечĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Ассамблеи, РĂА чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ.
Конференци чĕлхисем: чăвашла, тĕрĕк чĕлхисем, вырăсла, акăлчанла.
Пурĕ 11 секци ĕçлĕ:
1) Тĕрĕк пĕлĕвĕн еткерĕ, XXI ĕмерти вырăнĕ.
2) Танлаштаруллă-историллĕ тĕрĕк пĕлĕвĕпе алтаистика. Секци хăйĕн ĕçне Н.И.Ашмарин çуралнăранпа 140 çул çитнине халаллать.
3) Тĕрĕк чĕлхисенчи типологисемпе ареалсем.
4) Танлашруллă тата тишкерӳллĕ этнолингвокультурологи.
5) Тĕрĕк тĕнчин диахронири тата синхронири чĕлхе ӳкерчĕкĕ.
6) Тĕрĕк сасă пĕлĕвĕ тата грамматики. Секци хăйĕн ĕçне Л.С.Левитскаяна халаллать.
7) Тĕрĕк халăхĕн пултарулăхĕ тата литератури.
8) Компоративлă халап пĕлĕвĕ.
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 555 | Хăçан хушнă: 13.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Эрнекун, авăнăн 10-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче чăваш живопиçĕн никĕсне хывакан Моисей Спиридоновăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна ӳнерçĕ 120 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ.
Чăваш Енĕн халăх художникĕ, СФРСР (выр. РСФСР) тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Моисей Спиридонович Спиридонов 1890 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çуралнă. Юбилее халалласа нумай пулмасть Чăваш ӳкерӳçисен пĕрлешĕвĕ ун тăван ялĕнче плэнер йĕркеленĕччĕ —
Владимир Степанов, Виталий Яковлев, Алексей Иванов (Сĕрмек), Ирина Егорова ӳнерçĕсем тĕрлĕ пейзажсем ӳкерчĕç: «Улица Спиридонова», «Дом Спиридонова», «Баня», «Киремет», «Ветла у речки», «Из глубины веков», «Ветреный день в Норвашах», «Колодец у дома», «Турă кĕнеки» тата ыттисем. Вĕсене пурне те çак куравра тупма пулать.
Курава уçма Чăваш Енĕн культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, чăваш ӳкерӳçисен пĕрлешĕвĕн предстедателĕ Василий Кузьмин, М.С. Спиридоновăн музей-хваттерĕн заведующийĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ культура ĕç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 522 | Хăçан хушнă: 13.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи августăн 25-29-мĕшĕсенче Молдова Республикинчи «Гагауз çĕрĕ» автономи облаçĕнче тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен пĕрремĕш Конгресĕ ĕçлерĕ. Унта тĕнчери 14 çĕршыв делегацийĕсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кăркăстанран тата ытти çĕртен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Çав шу ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 527 | Хăçан хушнă: 11.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
8 сентября 2010 г. на 93-м году жизни скончался народный поэт Чувашии, заслуженный работник культуры РСФСР и Чувашской АССР, почетный гражданин города Чебоксары Василий Иванович Давыдов-Анатри.
В.И. Давыдов-Анатри родился 26 декабря 1917 года в с. Первомайское (Большие Арабуси) Батыревского района Чувашской Республики. Здесь же окончил семилетнюю школу, затем его как активного селькора направили на учебу в Чувашскую областную газетно-партийную школу, по окончании которой он учился в учительском институте. В 1940-1941 гг. служил в рядах Красной Армии, после демобилизации работал ответственным редактором Первомайской районной газеты «Коммунар», литературным сотрудником газеты «Коммунизм ялавĕ», инструктором Чувашского обкома партии, заместителем председателя и главным р ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 2030 | Хăçан хушнă: 08.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Район центрĕнчи Халăх пултарулăх çурчĕн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Г.Л.Ефимов çуллахи тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, пĕрлĕх умĕнче çитес вăхăтра кун йĕркинче тăракан тĕллевсене палăртрĕ. Çитес тапхăрта пурнăçа кĕртмелли ĕç планне çирĕплетес ыйтупа юрă-кĕвĕ секцийĕн ертÿçи Никоноров Н.М., правлени председателĕн çумĕ Ершов Н.Г., ÿнер искусствисен секцийĕн ертÿçи Серафимов В.С. тата краеведени секцийĕн ертÿçи Константинов В.З. тухса калаçнă. Правлени членĕсем çитес вăхăтра ирттермелли мероприятисен шутне хăй тĕллĕн вĕреннĕ И.Р.Степанов композиторăн (Кушкă ялĕ) юрă кĕнекине презентацилессипе, хăй тĕллĕн вĕреннĕ Н.Г.Григорьев композиторăн (Красноармейски ялĕ) 85 çулхи юбилейне паллă тăвассипе, Вархуш Эншей поэтăн (Еншик Чуллă япĕ) 90 çулхи юбилейне паллă тăвассипе тата М.И.Юрьева-Нямань çыравçă-публицист çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тăвассипе ĕçсем мĕнле пынине сÿтс ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 646 | Хăçан хушнă: 07.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Знать сразу несколько языков - такую цель поставили родители и учителя перед первоклашками 10 школы. 25 учеников будут одновременно изучать предметы и на русском, и на чувашском. На национальном языке для начала будут преподавать рисование, физкультуру и музыку. Организаторы нового проекта считают, что эти предметы не требуют особых языковых навыков. На уроке чувашского побывала наша съемочная группа.
-Ырă кун пултăр!
- Вот с таких несложных слов начали изучать чувашский язык первоклассники. За два дня они уже научились здороваться и знакомиться друг с другом. Некоторые из них довольно неплохо знают язык родной республики.
- Чувашский язык очень красивый, мне нравится, - говорит ученик 1 класса Дима Демейкин.
Урок проводят д ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 651 | Хăçан хушнă: 03.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
     Кĕнекен тулли ячĕ - "Телей çăлтăрĕ - гимнази директорĕ".  Автор унта Трак чăваш-нимĕç гимнази директорĕн Г.И.Юлмасовăн ĕçĕ-хĕлне, 55 çулхи кун-çулне, çемйин аталанăвне тата унăн пурнăçри çитĕнĕвĕсене çутатса панă. Кĕнеке 50 экземплярпа "Çĕнĕ вăхăт" типографире пичетленсе тухнă. Калăпăшĕ - 24 страница.
     Кĕнеке ум сăмахне автор хăех çырнă. Унта çапла каланă:   
     «Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та, ниепле майпа та хама икӗ «пиллӗклӗ» хӗрарйм тесе калама пултараймастйп. Йӑлтӑртатакан кăвак куҫ, ӗҫ шухӑшлă сăн-пит, пурнăҫ йӗрӗсем вуҫех те ҫук. Таҫти никам пурӑнман утравра пурӑнатӑп тейӗн.
Тёкӗр ҫине пӑхатӑп та, хама телейсӗр теес килмест. Юратнӑ мйшӑр mama ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 850 | Хăçан хушнă: 31.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çак ятпа Шупашкарти "Перфектум" издательствăра нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Тиражĕ-200 экземпляр. Авторĕ — пирĕн ентеш, Çĕньял Шетмĕ ялĕнче 1925 çулта çуралнă Е. А. Маркова. Унăн ашшĕ — Антон Осипович 1942 çулта Ржев хули çывăхĕнчи пĕр çапăçура пуç хунă. 5 ачана амăшĕ — Агафия Семеновна пăхса çитĕнтернĕ. Елена Антоновнан (вăл пединститутра вĕреннĕ, Карай шкулĕнче вăй хунă) педагогикăри ĕç стажĕ — 44 çул, ăна "Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" тата юбилей медалĕсемпе, нумай Хисеп грамотипе чысланă.
Çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕрен-тĕр Е. А. Маркова ку темăна çутатма суйласа илнĕ. Кĕнекен тĕп геройĕсем — Карай тăрăхĕнче ÿт илсе çунатланнă çынсем. Вĕсем пурте хăйне евĕр паттăрсем теес килет.
Тăван çĕр-шывăн иртнĕ хаяр вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине уявланă кунсенче халăх патне çитнĕ 355 страницăллă кĕнеке икĕ пайра ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 645 | Хăçан хушнă: 27.08.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă.
Мăн Шетмĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт унтах учительте ĕçлет. 1968-1970 çулсенче çар ретĕнче тăрать.
1975 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлеме тытăнать, каярахпа, ялти шкулсенче вĕрентекен пулнă хыççăн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне таврăнать, студентсене вĕрентет.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Поэтăн сăвă кĕнекисем: «Кумаляк», «Тăм тăвайкки вăййисем», «Уй варринче», «Юман чĕлхи», «Çавра кӳлĕ».
1986 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
П.Яккусен 1970 çулта «Çарти хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ.
Миçе çын пăхнă: 617 | Хăçан хушнă: 21.08.2010 | Рейтинг: 4.5/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Шупашкар хулин кунне халалланă мероприятисен йышне Шупашкар епархийĕн Православи тĕн училищинче Православин Чăваш Енри историйĕн тата чăвашла пичетленнĕ Библин музейне уçассине те кĕртнĕ. Ăна ĕнер савăнăçлă ларура уçма Шупашкар-Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава, тĕн училищин ректорĕ Михаил Иванов протоиерей, ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, ЧР Президенчĕн канашçи Владимир Кузнецов, Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова хутшăнчĕç.
Музей уçăлнă ятпа вĕсем сăмах каларĕç. Варнава митрополит музее сăвапларĕ.
Çакна палăртмалла: музее ЧР Культура министерстви пулăшнипе Шупашкар-Чăваш епархийĕ йĕркеленĕ. Унăн концепцине хатĕрлес ĕçе Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем хутшăннă.
ЧР Президенчĕ Николай Федоров йыхравĕпе утă уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче республикăна Раççей халăх артисчĕ, Пысăк театр солисчĕ Владимир Маторин килсе кайрĕ. Вăл йĕркеленĕ ыр кăмăллăх концерчĕсем Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче иртрĕç. Çапла майпа пухăннă укçана пархатарлă çак ĕçе хывнă.
Вулака ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 489 | Хăçан хушнă: 16.08.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 40 41 42 43 44 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz