Шăматкун, 20.04.2024, 12:53
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Юпа » 15 » Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ чăваш халăхне чĕнсе калани
Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ чăваш халăхне чĕнсе калани
19:41
Сăн ÿкерчĕк
Пĕрлĕхшĕн, пуласлăхшăн!
Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ чăваш халăхне чĕнсе калани
Хисеплĕ аякри-çывăхри тăванăмăрсем, йăхташăмăрсем!
«Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет», — тесе каланă халăхра авалтан. Йăнăшман пулĕ пирĕн аслă асатте-асаннесем: тĕнче илемĕ, Раççей вăйĕ — кашни халăх аслă çĕрĕмĕр çинче хăйне-хăй пурăнни, аталанни, хăй чĕлхипе культурине упрани.
Чăваш историйĕ пуян: хунн-сувар юнĕ чупать пирĕнре. Хальхи Раççей Федерацийĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнатпăр эпир: йышпа-шутпа — тăваттăмăш халăх. Эпир ĕçчен халăх. Ĕçре те, усал тăшман тапăнсан та эпир мĕскĕн, айван пулман: харсăр, матур, ытти халăхсемшĕн тĕслĕх вăл, чăваш халăхĕ.
«Эй, чăваш халăхĕ! Хăвна пĕтме ан пар!» — теççĕ пил парса наци чысне çÿле çĕкленĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина, аслă педагог Геннадий Волков тата ытти хастар чăваш çыннисем. «Чăваш ачи, сассуна пар!» — тенĕччĕ гениллĕ поэт Çеçпĕл Мишши. Акă 2010 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче çак сасса пама вăхăт çитрĕ. Çырав тăвакансем 7-мĕш графари «Эсир хăш наци çынни» тени патне çитсен çирĕппĕн: «Эпĕ чăваш!» — тесе калăр, ачăрсенче те чăваш юнĕ пулнине ан пытарăр. Эсир чăваш тесе çыртарнишĕн пĕлĕт йăтăнса анмасть, ĕлĕкхи пек сирĕнтен пăрăнакан-йĕрĕнекен пулмасть, кĕсъере укçа катăлмасть.
Хамăр халăх шăпишĕн, пуласлăхĕшĕн эпир яваплă. Раççей патшалăхĕн тĕрлĕ халăхсемлĕ пĕрлĕхĕшĕн те чăваш çынни явап тытать.
Эпир, чăвашсем, пĕр шухăшлă пулса пĕр халăх пек пулса юлар. Хăшĕ-пĕрисем «сувар», «шумер», «вирьял» тесе çыртарăр тенине итлер мар: эпир XXI ĕмĕре чăваш тесех кĕнĕ, истори те çакнах çирĕплетрĕ.
Çамрăксем! Хăвăр халăх пуласлăхĕшĕн эсир те яваплă: сассăра тĕрĕс парăр.
Аслисем, шурсухалсем! Ачăрсене, мăнукăрсене тĕрĕс суйлав тума пулăшăр.
Республика тулашĕнчи тăванăмăрсем! Хăвăр чăваш пулнине ан манăр, Республикăри йăхташсем сирĕнпе пĕрле, сире пулăшма хатĕр.
Чăваш интеллигенцийĕ! Эпир сире шанатпăр, ĕненетпĕр: наци пуласлăхĕ пирки сирĕнтен ытларах çунакан çук.
Чăваш çынни, сассуна пар! Пĕрле пулар, хамăр пĕрлĕхе çирĕплетер!
Çапла пултăр!
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 512 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz